Комментари хушас

4 Раштав, 2020

Волонтерсене медаль парса чысларĕ

«Мана çамрăксемпе хутшăнмашкăн яланах килĕшет. Волонтерсемпе — пушшех те, мĕншĕн тесен вĕсем ырăлăх парнелеççĕ, ыттисене пулăшаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн сирĕн рете татах çĕнĕ çынсем хушăнасса, сирĕн юхăм вара пысăклансах, вăйлансах пырасса шанатăп», — терĕ паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хулин Волонтерсен центрĕн хастарĕсемпе тĕл пулнă май.

Асăннă центрăн координаторĕ Станислав Трофимов ку организацие 5 çул каялла йĕркеленине пĕлтерчĕ. Паянхи кун унăн йышĕнче — 4 пин ытла çамрăк тата 200 «кĕмĕл» волонтер. Вĕсем тĕрлĕ мероприятие, проектсене пурнăçлама хутшăнаççĕ. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче ыркăмăллăхçăсем ватă тата пĕччен çынсене апат-çимĕç, эмел, кирлĕ ытти япалана туянма пулăшнă. Ку ĕç халĕ те малалла пырать. Олег Николаев чи хастаррисене «Пĕтĕм Раççейри пĕр-пĕрне пулăшмалли #ЭпирПĕрле акцие йĕркелес ĕçе тÿпе хывнăшăн» астăвăм медалĕ парса чысларĕ. Пухăннисене пурне те Волонтерсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕпе саламларĕ.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра волонтерсем валли компетенцисен центрĕ туса хурассине пĕлтерчĕ. Вăл ыркăмăллăхçене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...