чемпионат
Хĕл вĕçĕ - хĕрÿ тапхăр
Медальсен шучĕ мар, пахалăхĕ пĕлтерĕшлĕ
Спорт - пурнăçăн хĕрÿ те пысăк хăвăртлăхлă пайĕ. Ара, спортсменсем паян пĕр çĕршывра ăмăртаççĕ, ыран урăххине çитеççĕ. Ахальтен мар хăвăртрах, çÿллĕрех, вăйлăрах девизпа пурăнмаççĕ-тĕр. Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетикăн Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Чи маттурисен ятне илтме тивĕçнисем часах, çурла уйăхĕн 22-30-мĕшĕсенче, Пекинра тĕнче чемпионатĕнче çĕршывăмăр чысне хÿтĕлĕç.
Шупашкартан - тĕнче чемпионатне
Августăн 3-5-мĕшĕсенче Шупашкарти «Олимпийский» тĕп стадионта çăмăл атлетика енĕпе пулса иртнĕ çĕршывăн чемпионатĕнче 64 регионти 794 спортсмен вăй виçрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх - суперлигăра пĕр-пĕринпе вунă команда тупăшрĕ. Малти виçĕ вырăна Мускав хулин 1-мĕш, Мускав облаçĕн тата Санкт-Петербург командисем йышăнчĕç.
Тĕнче чемпионатне - Шупашкар урлă
Августăн 22-мĕшĕнче XXIX Олимп вăййисен тĕп хулинче Пекинра çăмăл атлетика енĕпе тĕнче чемпионачĕ пуçланĕ. Унта хутшăнма нумайччен кĕтнĕ путевкăна Шупашкарти "Олимпийский" стадионта августăн 3-5-мĕшĕсенче иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче малти вырăнсене йышăннă, лайăх результат кăтартнă спортсменсем кăна тивĕçрĕç. Çавна май юлашки 10-12 çулта Олимп вăййисенче, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче "ылтăна", "кĕмĕле" çĕнсе илнĕ атлетсем те старта тухрĕç.