Комментари хушас

8 Çурла, 2015

Медальсен шучĕ мар, пахалăхĕ пĕлтерĕшлĕ

Спорт - пурнăçăн хĕрÿ те пысăк хăвăртлăхлă пайĕ. Ара, спортсменсем паян пĕр çĕршывра ăмăртаççĕ, ыран урăххине çитеççĕ. Ахальтен мар хăвăртрах, çÿллĕрех, вăйлăрах девизпа пурăнмаççĕ-тĕр. Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетикăн Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Чи маттурисен ятне илтме тивĕçнисем часах, çурла уйăхĕн 22-30-мĕшĕсенче, Пекинра тĕнче чемпионатĕнче çĕршывăмăр чысне хÿтĕлĕç.

Çăмăл атлетикăн пĕрлештернĕ командисен Европа чемпионачĕ хыççăн, тен, çĕршыв шайĕнчи тупăшу сумĕпе, хĕрÿлĕхĕпе пĕчĕкрех туйăнчĕ-тĕр, çапах та спортсменсене алă çупса хавхалантарма çын самай пухăнчĕ.

Палăртнă пекех тунтикун уçăлчĕ чемпионат. Унта ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Зеличенок, унăн заместителĕ Татьяна Лебедева, федерацин тĕп секретарĕ Михаил Бутов, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, пирĕн паллă Олимп чемпионĕсем Елена Николаевăпа Валентина Егорова тата сумлă ытти хăна хутшăнчĕ.

Михаил Игнатьев спортăн çак уявĕпе саламланă май чи малтанах Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçисене чемпионата каллех пирĕн патăмăрта ирттерме шаннишĕн, чăваш халăхне черетлĕ хутчен уяв туса панишĕн тав турĕ. Аса илтеретпĕр: юлашки ултă çулта тĕп хуламăр наци тĕп стартне тăваттăмĕш хутчен йышăнать.

- Паянхи ăмăртура пултаруллисемпе пĕрлех çамрăк спортсменсем те хăйсен ăсталăхне тĕрĕслĕç. Пекинра иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнма атлетсене шăпах пирĕн республикăра суйласа илни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен тĕнче аренине çул хывнине кăтартать çакă, - терĕ Михаил Игнатьев спортсменсене ăнăçу сунса. "Спорт королеви" чăвашсемшĕн ĕлĕкренех çывăх пулнине палăртрĕ вăл.

Вадим Зеличенок сăмах илнĕ май малтанах шăпах çакăнта командăсен Европа чемпионачĕ пирĕншĕн ăнăçлă иртнине, çавăнпах каллех "Олимпийский" стадионта тăма кăмăллине палăртрĕ.

- Эпир каллех кунта! Иртнинче стадион тулли пулни, халăх спортсменсене хавхалантарма ăнтăлни тĕлĕн-тернĕччĕ. Яланах çапла пултăр, - сунчĕ вăл.

Çакнашкал уявсенче спортсменсемшĕн "чирлеме" пухăнни çав тери пĕлтерĕшлине Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский те каларĕ.

- Çĕртме уйăхĕнче иртнĕ командăсен Европа чемпионатĕнче эсир тăвăллăн алă çупни-хĕпĕртени хăйĕн çимĕçне пачех - эпир çĕнтертĕмĕр. Хальхинче те çаплах пуласса шанас килет, - терĕ Юрий Михайлович.

Каярах, журналистсемпе калаçнă чухне, вăл Шупашкарти стадион çывăх та тăван пулса тăнине пытармарĕ.

- Кунта ăмăртма та кăмăллă. Çав вăхăтрах вăл ăнăçлă та. Европа чемпионачĕ те савăнтарчĕ. Халĕ Раççей чемпионачĕ кăмăла уçасса, тĕнчеринче лайăх кăтартусемпе палăрма аван тĕртĕм парасса шанатпăр, - пĕлтерчĕ тĕп тренер.

Шупашкарти стадион хă-йĕншĕн те ăнăçлă пулнине вăл чемпионат умĕн эрнекун иртнĕ пресс-конференцире те палăртрĕ.

Пĕчĕк хула уявĕ

- Чăваш Ен хăть те мĕнле шайри ăмăртусене те - Раççей, Европа, тĕнче Кубокĕ - лайăх йĕркелеме пултарнипе тĕслĕх кăтартать. Пысăк ăмăртусене пĕчĕк хуласенче ирттерни тĕрĕс те. Тен, кирлĕ те. Пысăк, Мускав пек хуласем, кунашкал мероприятисенчен ывăннă ĕнтĕ. Пĕчĕк хуласемшĕн вара вĕсем - чăн-чăн уяв. Аслисем ывăл-хĕрĕпе килсе-пăхса савăнаççĕ. Олимп мар, шăпах пуçламăш шайри спортсменсене сăнаса ачасем вĕсем пеккисемех спортпа туслашса, лайăх кăтартусемпе палăрса чемпиона çитнине хăйсен куçĕпе кураççĕ. Çак атмосфера физкультурăпа туслашма хавхалантартăр, - терĕ Олимп чемпионĕ Татьяна Лебедева журналистсемпе калаçнă май.

РФ çăмăл атлетика федерацийĕн тĕп секретарĕ Михаил Бутов вара командăри паянхи лару-тăрупа паллаштарчĕ.

- Олимпиада умĕнхи çулталăкра никама та çăмăл мар. Опытлисем вырăнне çамрăксем килнипе те, хăшĕ-пĕри йывăр суранланнă е ача çуратнă хыççăн спорта таврăнма ĕлкĕрейменнипе те çыхăннă çакă. Тепĕр çул йыш хутшăнасса шанатпăр. Çамрăксемпе ĕçлемелли те нумай-ха - çĕнĕ ятсем уçăлса пынине куратпăр, - палăртрĕ федерацин тĕп секретарĕ.

Çăлтăрсем "çутатрĕç"

Виçĕ кунра "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетсем медальсен 38 комплектне салатрĕç. Вĕсемпе пĕрлех - Пекинта иртекен тĕнче чемпионатне каймалли путевкăсене те. Чи лайăх 800-е яхăн спортсмен Шупашкара Раççейĕн 64 регионĕнчен тата Казахстанран килсе çитрĕç. Вĕсен йышĕнчен 33-шĕ - РФ спортăн тава тивĕçлĕ, 169-шĕ - тĕнче класлă мастерĕ.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчех медальсен 7 комплектне салатрĕç. Чăваш Ен чысне хÿтĕлекен Анжелика Сидорова "ылтăнĕ" пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли пулса тăчĕ. Тепĕр тесен, унăн ăна илессишĕн ытлашши тăрăшма та тивмерĕ. Шăчăпа сикмелли сектора вăл чи юлашки тухрĕ - ăмăртăва пурте вĕçлесен çеç. Унăн черечĕ çитессе стадиона пухăннисенчен чылайăшĕ чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Ара, куракансен пысăк йышĕ шăпах шăчăпа сикекенсен секторĕ умне вырнаçрĕ. 4.50 метра пĕрремĕш хутĕнченех парăнтарчĕ те çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ Анжелика. Çавăнпах 4.65 метра сикме ăнтăлмарĕ те. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă Татьяна Швыдкина /Мускав, Брянск обл./ тата Ольга Муллина /Мускав, Белгородск обл./ 4.35 метр çÿллĕшне çеç парăнтарчĕç.

- Чăн-чăн тупăшу пулайманни кăмăлсăрлантарать те. Эпĕ ăмăртăва яланах 4.50 метртан пуçлатăп. Çавăнпа та тĕлĕнмелли çук кунта. 4.70 таран ăмăртасса шаннăччĕ. Пулмарĕ. Пĕрре сиксе тÿрех çĕнтерни манăн пурнăçра - пĕрремĕш хут. Пекинра хамăн рекорда çĕнетме тăрăшăп, çак тĕллеве пурнăçласан савăннă пулăттăм, - кăмăлне пытармарĕ маттур ентешĕмĕр.

Пĕрремĕш кунах ăмăрту лапамне çăмăл атлетикăн тĕнче шайĕнчи çăлтăрĕсем те "çутатрĕç". Çÿллĕшне сикме Анна Чичерова тухрĕ. Паллах, вăл пĕрремĕш пулса тăчĕ. Пĕтĕм çÿллĕшне, 2 метра та, вăл пĕрремĕш хутĕнчех парăнтарчĕ. Олимп чемпионки команда йышне Шупашкара килмесен те кĕме пултарнă-ха, вăл ку сезонра тĕнчипе чи лайăх кăтартура палăртнă - 2.04 метр. Анчах чемпион Шупашкара килме кăмăл тунă. Паллă спортсменка Шупашкарта иртнĕ чемпионата тăваттăмĕш хутчен хутшăнать, кашнинчех чи лайăх кăтартупа вĕçлет ăна.

- Хам çĕнтернипе кăмăллă эпĕ. Анчах чи пĕлтерĕшли - эпĕ каллех сикетĕп. Пĕлтĕр урана амантнине пула спорта таврăнасси иккĕленÿллĕччĕ. Шупашкарта мана яланах ăнать, çавăнпах кунта чун туртать, - терĕ чемпион.

Сăмах май, унăн мăшăрĕ Геннадий Черновал Çĕрпÿ тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, вăл та спортсмен, кĕске дистанцисене чупас енĕпе Казахстан тата Ази чемпионĕ.

Çÿллĕшне сикекенсен хушшинче чăваш хĕрĕ Катерина Федорова та пурччĕ. Шел, Раççей спорт мастерĕ Олимп чемпионĕсемпе танлашаймарĕ.

Крымринчен кая мар

Чемпионатăн иккĕмĕш кунĕнчи каçхи программăра вара куракансем тÿрех 18 финала пăхма пултарчĕç.

Арçынсем çÿллĕшне сикессинче хĕрÿ ăмăрту каллех Олимп чемпионĕсен хушшинче иртрĕ. Иван Уховпа Даниил Цыплаков 2.28 метр çÿллĕшне парăнтарнă хыççăн тупăшу малалла хĕрчĕ. Иккĕмĕшĕ 2.31-не илсен пĕрремĕшĕ виçене 2.33-е çитерчĕ, анчах хальхинче парăнтараймарĕ. Ку виçене тÿрех 2.35 çине куçарнă Даниила та, ăна сикме палăртнă Ивана та ăнăçмарĕ. Çĕршыв чемпионĕн ятне Цыплаков тивĕçрĕ, Олимп чемпионĕ Иван Ухов иккĕмĕш вырăна юлчĕ.

Чемпионат юнкун вĕç-ленчĕ. Спортсменсем медальсен 14 комплектне салатрĕç. Шăпах çак кун пирĕннисемшĕн ăнăçлă пулса тăчĕ темелле. Пĕрер ылтăнпа кĕмĕл, икĕ бронза медальпе тулчĕ Чăваш Ен командин пухмачĕ.

Сăнă ывăтмалли секторта Чăваш Ен чысне пĕрремĕш хутчен Вера Ребрик хÿтĕлерĕ. Ялтăра çуралса ÿснĕ 26 çулти пике малтан Украина чысне хÿтĕленĕ. Унти йывăр лару-тăрăва пула пурнăçне улшăнусем кĕртме тивнĕ. Халĕ "пирĕн" шутланаканскер пĕр-ре ывăтсах сăнна 64.68 метра çитерчĕ. Пиллĕкмĕш хутĕнче кăтартăвне лайăхлатрĕ - 64.93.

- Мана кунта пĕтĕмпех килĕшрĕ. Шупашкарта пил-лĕкмĕш кун кăна пулин те паллă вырăнсене çитсе курма ĕлкĕртĕм. Илемлĕ хула. Уйрăмах - кÿлмек хĕрри. Стадион та лайăх. Условисем чаплă, Крымринчен пĕрре те кая мар, - терĕ Шупашкара пĕрремĕш хутчен килнĕ спортсмен республика ертÿлĕхне пулăшнăшăн тав туса.

Çак дисциплинăра бронзăна Марина Максимова тивĕçрĕ. Чăваш спортсменки çĕршыв чемпионатне пĕрремĕш хутчен хутшăнмасть, анчах 2-3-мĕш вырăнсенчен çÿлерех çĕкленеймест-ха.

Кĕмĕл медаль - йĕтре тĕртекен Евгения Смирновăн. Чăваш хĕрĕ ăна 17.38 метра çитернĕ. Шел те, ку кăтарту команда йышне кĕме çитеймест. Апла пулин те Çĕнĕ Шупашкар пики кăмăлсăрланмасть. Кунашкал çитĕнĕве унран никам та, тĕрĕссипе - хăй те, кĕтмен. Чемпион вара - Ирина Тарасова /Мускав, Ростов обл./. Кăçал вăл йĕтрене 18.53 метра та ывăтнă-ха. Ку нормативран 78 сантиметр чухлĕ нумайрах. Хальхинче - 18.01.

1500 метра чупса Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕн Валентин Даваловăн вĕренекенĕ Владимир Попов виççĕмĕш тухма хал çитерчĕ. Ку унăн пĕрремĕш бронза медалĕ.

- Паллах, ку пысăк кăтарту мар, анчах эпĕ çĕршыв чемпионатĕнче призерсен йышне лекни те савăнмалли сăлтав, - терĕ вăл финиша çитсен.

Командăра - 4 чăваш

Хальхи чемпионат Чăваш Еншĕн юлашки çулсенче чи ăнăçли пулса тăчĕ темелле. Пирĕн спортсменсем пурĕ 5 медале тивĕçрĕç. Иккĕшĕ - ылтăн. Команда кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе Мускавăн иккĕмĕш команди хыççăн пирĕн республика пысăк лигăра - иккĕмĕш.

Чемпионат вĕçленнĕ хыççăн çăмăл атлетикăн федерацийĕн Президиумĕ Пекинра иртекен тĕнче чемпионатне кайма ирĕк илекенсене палăртрĕ. Пурĕ - 71 спортсмен, тăваттăшĕ - чăваш. Вĕсем: марафон чупакан Алина Прокопьева, шăчăпа сикекен Анжелика Сидорова, сăнă ывăтакан Вера Ребрик тата хăвăрт утакан Александр Яргунькин. Сăмах май, Пекинра 50 километра çуран утас дисциплинăра Александр Раççей командин чысне хÿтĕлекен пĕртен-пĕр спортсмен пулать ахăр. Саранскри хăвăрт утакансен центрĕ йĕри-тавра пыракан допинг ыйтăвĕсемшĕн РÇАФ ăсталăхне ку шкулта туптакансене тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма ирĕк паман.

- Медальсен таса пулмалла. Вĕсен шучĕ мар, пахалăхĕ хаклă, - терĕ ку тĕлĕшпе федерацин тĕп секретарĕ Михаил Бутов.

Аса илтеретпĕр: 2013 çулта Мускавра иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче Раççей пĕрлештернĕ команди 17 медале тивĕçсе пĕрремĕш пулса тăнăччĕ. Ун чухне çăмăл атлетсем 7 ылтăн, 4 кĕмĕл тата 6 бронза медале тивĕçнĕччĕ.

Пекинта та ăнăçу сунатпăр вĕсене!

Татьяна НАУМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.