Шупашкартан - тĕнче чемпионатне

7 Çурла, 2015

Августăн 3-5-мĕшĕсенче Шупашкарти «Олимпийский» тĕп стадионта çăмăл атлетика енĕпе пулса иртнĕ çĕршывăн чемпионатĕнче 64 регионти 794 спортсмен вăй виçрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх - суперлигăра пĕр-пĕринпе вунă команда тупăшрĕ. Малти виçĕ вырăна Мускав хулин 1-мĕш, Мускав облаçĕн тата Санкт-Петербург командисем йышăнчĕç.

Пирĕн республикăн çăмăл атлечĕсем вунă çула яхăн ĕнтĕ аслă лигăра ăмăртаççĕ. Кунта пĕрремĕш вырăна Мускавăн 2-мĕш команди тухрĕ. 22 спортсменран тăракан Чăваш Ен команди - иккĕмĕш вырăнта. Пĕрремĕш теçеткери вырăнсене çавăн пекех Волгоград, Чулхула, Брянск, Самар, Новосибирск облаçĕсен, Пушкăртстанпа Тутарстан командисем йышăнчĕç.

Пĕлтĕртенпе пирĕн республика чысне хÿтĕлекен Анжелика Сидорова чемпионатăн пĕрремĕш кунĕнчех савăнтарчĕ. Шăчăпа сикессипе Европăн иртнĕ çулхи чемпионки 450 сантиметрлă планка урлă çăмăллăн каçрĕ. Çак çÿллĕше урăх никам та парăнтараймарĕ. Анжеликăн тахçанхи тантăшĕсен - Брянск облаçĕнчи Татьяна Швыдкинăпа Мускав командинчи Ольга Муллинан - кăтартăвĕсем пĕр пек - 435 см. Вĕсем Сидорова хыççăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Ентешсем уйрăмах чемпионатăн юлашки кунĕнче лайăх ăмăртрĕç, тăватă медаль çĕнсе илчĕç. И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика университечĕн студенчĕ Владимир Попов вăтам дистанцисене чупассипе республика чемпионатĕнче виçĕм çул çĕнтерме пуçларĕ. Пулас педагогăн ăсталăхĕ пĕлтĕр уйрăмах хăвăрт ÿсрĕ. Хальхинче вăл 56 атлетпа пĕрле 1.500 метрлă дистанцире тупăшрĕ. Кунта Раççей чемпионĕ ятне Челябинскри Валентин Смирнов атлет çĕнсе илчĕ. Унăн кăтартăвĕ - 3 минут та 48,18 çеккунт. Ăна тата Мускавăн 1-мĕш командинчи тĕнче спорт мастерне Вячеслав Соколова пурĕ те 0,09 çеккунт выляса ярса пирĕн Владимир Попов çĕршыв чемпионатĕнче пуçласа виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, бронза медале тивĕçрĕ.

Поповпа танлаштарсан, асăннă университета виçĕ çул каялла пĕтернĕ Марина Максимова чылай опытлăрах спорт мастерĕ. Чăваш хĕрĕ сăнă ывăтассипе 2006 çултах Пĕтĕм Раççейри çамрăксен спартакиадинче, 2011 çулта вара Китайра иртнĕ студентсен пĕтĕм тĕнчери универсиадинче иккĕмĕш вырăнсем йышăннă, кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Çĕршывăн хальхи чемпионатĕнче Марина тĕнчипе паллă çăмăл атлетсемпе - ХХХ Олимп вăййисен иккĕмĕш призерĕпе Мария Абакумовăпа ?Краснодар крайĕ%, Украинăн тата Европăн экс-чемпионкипе Вера Ребрикпа - пĕрле ăмăртрĕ. Кăçалччен Крымра пурăннă 26 çулти Вера пуçласа Раççей чемпионки ятне çĕнсе илчĕ. Вăл снаряда 64 метр та 93 сантиметр ывăтрĕ. Çапла майпа кăçалтан пирĕн республика чысне хÿтĕлекен украинка тÿрех Чăваш Ен рекордне çĕнетрĕ. Республикăн нумай хут чемпионки тата рекордсменки Марина Максимова Ребрикпа Абакумова хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Чăваш Ен чысне Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен, йĕтре тĕртессипе Раççей спорт мастерĕ Евгения Смирнова та лайăх хÿтĕлерĕ. Вăл Мускав хулин 1-мĕш командинчи Ирина Тарасовăна темиçе сантиметр выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Питĕ лайăх çитĕнÿ!

Августăн 22-мĕшĕнче ХХIХ Олимп вăййисен тĕп хулинче, Пекинра, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче чемпионачĕ пуçланать. Шупашкарта вĕçленнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен кăтартăвĕсем тăрăх - унта хутшăнма çĕршывăн пĕрлештернĕ командине 71 спортсмена кĕртрĕç. Вĕсенчен тăваттăшĕ - пирĕн республика атлечĕсем.

 

Петр СИДОРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.