Санкт-Петербург командинчен ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 17-20-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра «Çамрăк профессионалсем» наци чемпионачĕн финал ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта 8 регионтан çитнĕ командăсем хутшăннă, çав шутра Чăваш Енрен те.

Пирĕн республика чысне Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире вĕренекен Дмитрий Малетинпа Артем Лобаев хӳтĕленĕ. Арçын ачасем юниорсен хушшинче ăмăртнă, «Япаласен интернечĕ» компетенцире тупăшнă. Артемпа Дмитрий Мускав командине выляса ярса 2-мĕш вырăна тухнă. Санкт-Петербург команди — виççĕмĕш вырăнта.

www.hypar.ru Cap.ru сайтри сăн ӳкерчĕк.

Ирина КОШКИНА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас