“Микеланджело витĕмĕ”
Арçынпа хĕрарăм, пĕр-пĕрне пулăшсан, тăва та тепĕр майлă çавăрса лартма пултараççĕ. Психологире “Микеланджело витĕмĕ” текен ăнлав пур. Пĕлтерĕшĕ ансат. Калăпăр, пĕр-пĕр Вася пурăннă. Пĕррехинче вăл Машăна тĕл пулнă. Хĕр ăна качча тухма мĕншĕн килĕшнине никам та ăнланмасть. Анчах авланнă хыççăн Вася йăлт улшăнать — лайăх еннелле. Унра кĕтмен çĕртен шÿт туйăмĕ вăранать. Бизнес аталанать. Лайăх çынсемпе паллашать. Çынсем ăна ăсĕшĕн хисеплеççĕ. Мĕн пулса иртет? Сăлтавĕ — Машăра. Вăл тăм таткинчен, скульптор евĕр, хăйне кирлĕ çынна ăсталать. Психологи ăнлавĕ шăпах çакăнпа çыхăннă та.