Комментари хушас

27 Çу, 2016

Пурнăç çулĕпе чыслăн утма сăмах пачĕç

Айккинчен пăхсан — парад иртет тейĕн, тĕрĕссипе вара Шупашкарти 14-мĕш шкул вĕренекенĕсем — тĕттĕм кăвак кительлĕ, пилоткăллă хĕрсемпе яшсем, шкул картлашки çине тин ярса пуснă шăпăрлансемпе вĕсенчен аслăрах ÿсĕмри ачасем — «юлашки шăнкăрава» халалланă линейкăна пухăннă. Вĕсем кăна-и? Кĕç-вĕç сывпуллашма хатĕрленекен кадетсене вĕренсе пĕтернĕ ятпа саламлама шкулăн пĕтĕм ĕçченĕ, ашшĕ-амăшĕ пуçтарăннă. Сумлă хăнасем те килсе çитрĕç: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, ЧР ШĔМĕн представителĕсем.

Республикăра 2007 çултан пуçласа кадет шкулне шăпах çакăнта, Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 14-мĕш шкулта, уçнă. Халĕ кунта 27 класра 686 ача вĕренет. Тăххăрмĕшсем — 27-ĕн, вунпĕрмĕшĕнче вара — 24-ăн. Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле йĕркелекен вĕренÿре аслă классем ятарлă предметсене те ăса хываççĕ: право, криминалистика, правăна хÿтĕлекен органсен сотрудникĕсен профессийĕн кÿртĕмĕ... Вĕсемпе пĕлÿ парассине СОБР сотрудникĕсем йĕркелесе пыраççĕ. Кадетсен сывлăхне çирĕплетмешкĕн самбо, каратэ кружокĕсене уçнă. Бал ташшинче çаврăнма пĕлмен çамрăк епле кадет пулайтăр-ха? Ку енĕпе вĕренекенсене кирлĕ пулăшу пама шкулта хореографи кружокне йĕркеленĕ. Пурĕ вара кунта хушма пĕлÿ паракан тĕрлĕ енлĕ 24 кружок-секци ĕçлет.

Михаил Игнатьев кадетсен юхăмĕ республикăра вăй илсе пынине, кадетсен патриотлăх туйăмĕпе мăнаçланнине пытармарĕ:

— Малашнехи пурнăçăрта, кирек хăш тытăмра ĕçлесен те, эсир хăвăра килпетлĕ тытасса шансах тăратăп. Кадет тени хăех сире çак çулсенче тантăшăрсенчен яваплăрах, ĕçченрех, ырăрах пулма ыйтать. Çак енсем кăмăл-туйăма çирĕплетнех. Эппин, эсир чăннипех те — Раççей, республика пуласлăхĕ, хăвăр йăхăн ырă тăсăмĕ. Сире аталантарассишĕн, воспитани никĕсĕсене ăса хывтарассишĕн тăрăшнă аçăр-аннĕре, вĕрентекенĕрсемпе офицер-наставникĕрсене чун-чĕререн тав тăватăп.

Шкул директорĕ Светлана Иванова ачасем вĕренÿри, ытти занятири йывăрлăхсене чыслăн чăтса ирттернĕшĕн хĕпĕртенине палăртрĕ, выпускниксене паянхи кун тĕлне чи пĕлтерĕшлĕ тĕрĕслев — патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ — витĕр те тивĕçлĕн тухма ырă сунчĕ.

«Юлашки шăнкăрав» ашшĕ-амăшĕшĕн савăнăçлă, çав вăхăтрах хумхануллă самант пулнине вунпĕрмĕш класс пĕтерекен Диана Петровăн ашшĕ Александр Петров аса илтерчĕ.

— Вунпĕр çул сирĕн çитĕнÿсемпе хавхаланса, кăлтăксемшĕн пăшăрханса пурăнтăмăр. Телее, шанчăклă пулăшуçăсем — вĕрентекенсем — юнашар пулчĕç. Таймапуç вĕсене, — терĕ полици ĕçченĕ, юратнă тĕпренчĕкĕ хăйĕн çулĕпе утма ĕмĕтленнине ырлаканскер.

Ĕмĕт... Ăна çывхартассишĕн ăнтăлса асăннă шкултан вĕренсе тухакан Елена Жигарева икĕ çул каялла Куславкка районĕнчи Аманикрен Шупашкара ятарласа килнĕ. Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академине вĕренме каймашкăн тĕллев тытнă хĕр патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене çине тăрса хатĕрленет. Кадет шкулĕнче ирттернĕ икĕ çул пирки пурнăçĕнче ырă асаилÿсем кăна пулассине, кăвак кительне асăнмалăх шкапрах упрассине палăртрĕ вăл.

Шухăшлани пурнăçа кĕтĕр тесе ырă йăлапа выпускниксем тÿпенелле вĕçтернĕ шурă кăвакарчăнсем, хăмпăсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакан çамрăксене ăнăçу парнелеччĕрех эппин.

Ирина ПУШКИНА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.