Предпринимательлĕх кунĕ

27 Çу, 2016

Чăваш предпринимателĕсем - çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Раççейри предпринимательлĕх кунĕ умĕн РФ Пенси фончĕ «2015 çулхи чи лайăх страхователь» конкурсра мала тухнисене чысланă. Палăртма кăмăллă, вĕсен йышĕнче Чăваш Республикин тăватă предпринимательне дипломсемпе наградăланă.

Çĕнтерÿçĕ ятне Шупашкар хулинчи Владимир Максимов /лакпа сăрă изделийĕсен производстви/, Красноармейски районĕнчи Олег Кусков /автомобильсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăрасси тата юсасси/, Шупашкар районĕнчи Иван Антонов /вак суту-илÿ/ тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Александр Федоров /хресчен-фермер хуçалăхĕ/ тивĕçнĕ.

27 Çу, 2016

Усламçă йывăрлăхран хăрамасть

Ĕнер Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей предпринимательлĕх кунне халалланă савăнăçлă уяв иртрĕ. Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев усламçăсен çĕршывра 2008 çултанпа иртекен праçникĕ ячĕпе саламласа пайтаçăсен теветкеллĕхне палăртрĕ. Хăйсен шухăшне пурнăçлас тесе укçи-тенкине шеллемеççĕ, кредит илеççĕ, анчах производствăна аталантараççех. Çапла тума кашниех пултараймасть. Хăшĕсем 20-25 çул каяллах ĕçе кÿлĕннĕ, теприсем — пĕлтĕр е кăçал.