Çывăхланма, чунпа пуянланма пулăшакан кунсем
Шупашкарта çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери IX кинофестиваль уçăлни çинчен иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ асăннă церемони. Малтанхи пекех сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă ăна. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, кинофестивалĕн программа директорĕ Сергей Лаврентьев, жюри членĕсем, куракансем хутшăнчĕç.
Иван Моторин салам сăмахĕнче кинофорумăн пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăчĕ. "Вăл халăха, уйрăмах çамрăксене Тăван çĕршыв киновĕпе çывăхланма, киноискусствăн чи лайăх енĕсене упраса хăварма пулăшать", — терĕ. Иван Борисович хăнасене, куракансене ăнăçу сунчĕ.
Сергей Лаврентьев Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале йĕркелеме пулăшнăшăн тав турĕ.
Ултă кунра Шупашкарти, Куславккари тата Çĕмĕрлери 12 лапамра 100 ытла кинофильм кăтартаççĕ. Кинофорума Мускавран, Екатеринбургран, Орелтан, Калмăк, Якут, Бурят, Ингуш, Чечня, Пушкăрт, Тутар республикисенчен 40 ытла кинематографист хутшăнать.
Тулли метражлă илемлĕ фильмсен конкурсне тăратнă 12 картинăна тĕлĕнмелле чаплă, паллă кинорежиссер, актер, Раççей халăх артисчĕ Вадим Абдрашитов ертсе пыракан жюри пахалĕ. Вадим Юсупович "Остановите Потапова!", "Слово для защиты", "Поворот", "Охота для лис", "Парад планет", "Плюмбум, или Опасная игра", "Пьеса для пассажира", "Магнитные бури" тата ытти фильм ÿкернĕ. Йышра çавăн пекех — Нателла Тоидзе художник, Раççей ÿнер академийĕн чăн членĕ, Адам Булгучев актер, Евгения Полякова киновед, Ирина Сергиевская редактор.
Этника тата регион шайĕнчи ĕçсене Эльга Лындина кинодраматург, киновед /председатель/, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Фетисов тата "Чăваш Ен" ПТРК тĕп режиссерĕ Лидия Петрейкина хак парĕç.
Фестиваль программине "Волжский" кинотеатрта илемлĕ фильмсен конкурсне тăратнă "Чайки" ĕç уçрĕ. Калмăк Республикин паллă режиссерĕ Элла Манжеева кăларнă кинолента — "Кинотавр-2015" çĕнтерÿçи. Ăна Берлинти кинофестивальте те кăтартнă. Фильмпа унти тĕп сăнара калăпланă Евгения Манджиева актриса паллаштарчĕ.
Фильмри ĕç-пуç Калмăкри пĕчĕк хулара пулса иртет. Пулăç арăмĕ Эльза упăшкинчен уйрăлма тĕв тытнă, анчах паллă мар малашлăх çак утăма тума чарса тăрать. Инкек хăех сиксе тухать: Эльзăн мăшăрĕ пурнăçран уйрăлса каять. Усал пулăм тăлăха юлнă çамрăк арăма пурнăçа, ăраскала, ирĕклĕхе урăхла йышăнма вĕрентет.
Тепĕр кунне "Синема 5" кинотеатрта Раççей тата Финлянди фильмĕсене кăтартрĕç. ЧР Наци библиотекинче "Саха-фильм" компанин ĕçĕсемпе — "Заблудившиеся" тата "Государственные дети" фильмсемпе — паллашма май килчĕ. Пĕрремĕшне пурнăçра чăн пулнă саманта тĕпе хурса ÿкерни çинчен кинокартинăн оператор-постановщикĕ Михаил Кардашевский каласа кăтартрĕ. Ĕç-пуç 2002 çулта Верхоянск вăрманĕнче пулнă—мĕн. Токепе Уйгуну 56 кун тайгара аташса çÿренĕ, 600 çухрăма яхăн утнă. "Çакскерсем кăмăлĕпе пĕр-пĕринчен пачах уйрăлса тăнă. Пĕри тулăх пурăнакан çемьере ÿснĕ, тепри — ашшĕ-амăшĕсĕр. Тус-юлташ мар пулсан та инкеке чăтса ирттерме май тупнă", — каласа кăтартрĕ вăл. Чăн та, фильм психологи тĕлĕшĕнчен питĕ тарăн.
Михаил Кардашевский Александр Лукин режиссер кăларнă "Государственные дети" драмăн операторĕ те. Фильм куракана 1943 çулхи хĕллехи кунсене аса илтерет. Урал тăрăхĕнче пурăннă пĕчĕк Оля амăшĕпе Якут çĕрне лекет. Ашшĕне репрессиленĕрен вĕсем тăван хулинче юлайман. Тăххăрти хĕрачан амăшĕ те чирлесе вилет. Малалла — ача çурчĕ. Ют кĕтесре якут ачипе Кеша Мунхаловпа паллашни унăн тарăн суранне сиплеме пулăшать. Фильм вăрçă ачисен çăмăл мар шăпипе паллаштарать.
Руслан Магомадов режиссерăн /Чечня Республики/ "Февраль" ĕçĕ те чăн пурнăçпа тата вăрçă тапхăрĕпе çыхăннă. Кинодрама 1944 çулхи пулăмсене — чечен халăхне депортациленине — сăнласа панă.
Эльга Лындина ертсе пыракан жюри юнкун Бурят Республикинчи Баир Дышеновăн "Степные игры", Баир Уладаевăн "Сэржем", Баир Цыреновăн "Отражение" тата Волгоград облаçĕнчи Геннадий Алхимовăн "Суицид" картинисемпе те паллашрĕ. Çав кунах Чăваш Ен режиссерĕн Юрий Сергеевăн "История Великого народа" фильмне те кăтартрĕç. Сăмах май, пирĕннисем татах пулчĕç-ха. Владимир Синяев "Ветки" ĕçĕпе конкурса хутшăнчĕ, Владимир Галошев — "Эткер" фильмпа. Паян вара жюрипе куракансем Юрий Спиридоновăн "Битва за Новоюжку", Евгений Герасимовăн "Егор Шилов", Алексей Ивановăн "Колесо жизни" илемлĕ фильмĕсене хак парĕç.
Кабарда-Балкар, Тутар, Пушкăрт республикисенчи кинематографистсен ĕçĕсем те хăйевĕрлĕхпе палăрса тăраççĕ. Вĕсенче асăннă халăхсен менталитечĕ, ăс-хакăлĕ, кăмăлĕ сăнланнă. Çав енĕпе пĕлтерĕшлĕ те Шупашкарти кинофестиваль.
Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче çавăн пекех наци кинематографне аталантарас ыйтупа "çавра сĕтел" те иртрĕ. Ун ĕçне ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов, кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи, программа директорĕ Сергей Лаврентьев, Эльга Лындина кинокритик, тĕрлĕ регионтан килнĕ тата Чăваш Енри кинорежиссерсемпе сценаристсем, продюсерсем хутшăнчĕç.
Кинофорумăн пĕтĕмлетĕвне ыран — çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче — ирттерĕç. Наци библиотекинче пресс-конференци те пулĕ. Унта фестиваль йĕркелÿçисем, жюри членĕсем, хăнасем — актерсемпе режиссерсем, продюсерсем, операторсем — хăйсен шухăшĕпе паллаштарĕç. Çĕнтерÿçĕсем Шупашкарти кинофестивалĕн тĕп парнине — Анне-статуэткăна — тивĕçнисем çинчен çитес номерте каласа кăтартăпăр.
Надежда СМИРНОВА
Комментари хушас