Халăх сасăлава хастар хутшăннă

«Единая Россия» политика партийĕн суйлав умĕнхи сасăлавне Чăваш Енри суйлавçăсем хастар хутшăннă: РФ Патшалăх Думипе — 14,79%, ЧР Патшалăх Канашĕпе — 20,38%.

Ку — Раççейри чи пысăк кăтартусенчен пĕри.

Çакăн пирки партин регионри малтанхи сасăлавăн йĕркелÿ комитетĕнче ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕç. Унта регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, партин регионри ĕçтăвкомĕн ертÿçи Дмитрий Щепелев хутшăнчĕç. Дмитрий Щепелев халăх участоксене ирех йышлăн килнине, çавна май хăшпĕр çĕрте РФ Патшалăх Думин бюллетенĕсем /вĕсене Чăваш Ене те, ытти региона та суйлавçăсен пĕтĕмĕшле йышĕн 15% чухлĕ панă/ кăнтăрлах пĕтнине, çапах çынсем ЧР Патшалăх Канашĕн кандидачĕсемшĕн малалла сасăланине пĕлтерчĕ. Асăннă процедура йĕркеллĕ те уççăн иртнине палăртрĕ. Пысăках мар çитменлĕхсем пулнине, çапах вĕсем çынсен кăмăл-туйăмне тата сасăлав кăтартăвĕсене витĕм кÿменнине каларĕ. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкарти пĕр участокра витĕр курăнакан урнăпа усă курнă. Дмитрий Евгеньевич йĕркелÿ комитетне виçĕ çăхав çитнине, пĕтĕм асăрхаттарăва шута илнине систерчĕ.

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче рейтинг сасăлавĕ иртрĕ. Эппин, çынсем хăйсене килĕшекен темиçе кандидатшăн сасăлама пултарнă. РФ Патшалăх Думин кандидачĕсене илес-тĕк рейтинг лидерĕсем акă камсем: федераци округĕпе — Алена Аршинова /вăл 74,79% сасă пухнă/, пĕр мандатлă Канаш округĕпе — Николай Малов /63,83%/, пĕр мандатлă Шупашкар округĕпе — Леонид Черкесов /83,32%/. Аса илтеретпĕр: РФ Патшалăх Думине каяс кăмăлпа парти списокĕпе — 18, Канаш округĕпе — 9, Шупашкар округĕпе 14 çын регистрациленнĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулас тесе пĕр мандатлă 22 округран 169 çын кандидатсен йышне кĕнĕ. Çак ушкăнри çĕнтерÿçĕсем те нумай сасă пухнă, хăшĕсем — 80-90% ытла. Ку кăтартусемпе парти сайтĕнче тата вăл кăларакан хаçатăн çĕнĕ номерĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать. РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн кăçалхи авăн уйăхĕнче иртекен суйлавĕсене хăш кандидатсем хутшăнассине парти съездĕнче /вăл çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче иртĕ/ тата регионри конференцийĕнче /утă уйăхĕнче/ палăртĕç.

Меллĕ самантпа усă курса Николай Малов халăха малтанхи сасăлава хастар хутшăннăшăн тав турĕ. «Чăваш Енре пурăнакансем ытларах сасă панă кандидатсене шанма пирĕн тулли ирĕк пур. Паллах, политика кĕрешĕвĕ çакăнпа çеç вĕçленмест. Эпир халăха чăнласах та кирлĕ ĕçсене малашне те пурнăçа кĕртме хатĕр», — терĕ Николай Владимирович. Алена Аршинова малтанхи сасăлав кăтартăвĕсем çапла пысăк пулнинчен тĕлĕннине, çав хушăрах савăннине пĕлтерчĕ. «Çынсем политикăра мĕн пулни-иртнине сăнасах тăраççĕ. Çакнашкал процедурăна ытти парти те ирттерсен аванччĕ», — сĕнчĕ вăл. Алена Игоревна халăхпа нумай тĕл пулнине, вĕсем çĕкленĕ ыйтусене халĕ çÿллĕрех шайра сÿтсе явнине каларĕ. Леонид Черкесов малтанхи сасăлав умĕн çынсенчен пухнă сĕнÿ-канаша, наказсене шута илессине тата пурнăçа кĕртес енĕпе тăрăшассине пĕлтерчĕ.

Дмитрий Щепелев малтанхи сасăлав çĕнĕ ятсем уçма пулăшнине, вĕсем партин кадр резервне пуянлатассине, пултаруллăскерсемпе тата çĕнĕ идейăсем сĕнекенскерсемпе малашне пĕрле ĕçлессе шаннине палăртрĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев — ĕçлемелле те ĕçлемелле! Регион уйрăмĕ авăн уйăхĕнче иртекен суйлава тивĕçлĕ команда — «Единая Россия» партин пĕрлехи командине — тăратасса шанатăп», — пĕтĕмлетрĕ Николай Малов.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.