Ĕçтешлĕх çĕнĕ шая çĕкленет
Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Раççей чукун çулĕсем" АУО президенчĕпе Олег Белозеровпа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕлпулура Чăваш Енри предприятисем РЖД валли туса кăларакан продукци номенклатурине анлăлатассине, çавăн пекех пирĕн предприятисемпе организацисем пысăк хăвăртлăхлă Мускав-Хусан магистраль строительствин инвестици проектне хутшăнассипе çыхăннă майсене сÿтсе явнă.
РЖД президенчĕ палăртнă тăрăх — асăннă магистраль строительстви экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче 370 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркелеме, çĕнĕ производствăсем уçма, ĕçлекеннисене саккассемпе тивĕçтерме пулăшмашкăн пултарать. Çавна май çĕнĕ технологисем аталанĕç, инновацие тĕпе хуракан продукци кăларасси вăй илĕ. Хальхи вăхăтра проектировщиксен консорциумĕ проект документацине хатĕрлет, унта кирлĕ продукци калăпăшĕ, тивĕçлĕ требованисем те уçăмланмалла. Олег Белозеров строительствăра Раççейре туса кăларакан конкурентлă продукцие тĕпе хурассине çирĕплетнĕ.
Михаил Игнатьев Чăваш Ен яваплăха туякан ĕçтеш пулнине палăртнă, регион хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене яланах туллин пурнăçлать. Республикăри предприятисем пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама хутшăнса хăйсене ырă енчен кăтартнă. Çав шутра — Сочири Олимп объекчĕсен энергохăрушсăрлăхне тивĕçтерни, Мускав чукун çулĕн Пĕчĕк ункине модернизацилени.
Хальхи вăхăтра Чăваш Енри икĕ теçетке предприяти Раççей чукун çулĕсене пысăк технологиллĕ продукципе тивĕçтерет, 2015 çулта 12 миллиард тенкĕлĕх продукци сутнă.
Михаил Игнатьев паян регионти предприятисем "РЖД" АУОпа икĕ еншĕн те тупăшлă никĕс çинче çыхăну тытса ĕçленине палăртнă. Пирĕн предприятисен наукăпа техника, кадрсен, промышленноç тата инноваци хăвачĕ импорта хамăрăн продукципе улăштарассине тивĕçтерме май парать. Калăпăр, электротехника отраслĕнче Чăваш Ен продукцийĕ тĕнче шайĕнчи паллă Сименс, Тошиба, АББ, Шнайдер Электрик компанисен таварне хĕстерет. Чăваш Ен Раççей субъекчĕсен инноваци аталанăвĕн рейтингĕнче 5-мĕш вырăн йышăнать.
Михаил Васильевич РЖД президентне конструктивлă ĕçтешлĕхе çирĕплетнĕшĕн тав тунă, çакă регионти промышленноç предприятийĕсем тата акционерсен обществи алла-аллăн тытăнса ĕçлемелли майсене анлăлатать. ЧР Пуçлăхĕ Олег Белозерова республикăна килсе курма, Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсен инноваципе технологи хăватне хăйĕн куçĕпе курса хаклама йыхравланă.
"Пирĕн тĕллев — тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, экономикăн малашлăхлă çул-йĕрĕсене аталантарасси, ĕç тухăçлăхне ÿстересси, çавна май ĕç укçине пысăклатасси. Чăваш Ен предприятийĕсем пысăк хăвăртлăхлă магистрале проектлама тата унăн строительствине хутшăнни, магистрале хута яни республикăри организацисене, регионти социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарассине, инвестици тата туризм илĕртÿлĕхне çĕклессине пысăк хăват парĕ", — пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.
Олег Белозеров Чăваш Ен ертÿçисем РЖДпа çыхăну тытни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă, чукун çул транспорчĕн регионти ĕçне йĕркелес енĕпе тимлĕ пулнăшăн тав тунă.
Аса илтерер: РФ 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн концепцийĕпе, Раççей Транспорт стратегийĕпе тата Чукун çул транспортне аталантармалли стратегипе килĕшÿллĕн çĕршывра пысăк хăвăртлăхлă çулçÿреве аталантармалли проектсене пурнăçлама палăртнă. Пысăк хăвăртлăхлă магистралĕн пилот сыпăкĕ вырăнне Мускав-Владимир-Чулхула-Хусан трассăна суйласа илнĕ. Унăн тăршшĕ — 770 километр. Сехетри хăвăртлăх — 400 километр таран. Трасса Раççейĕн 7 регионĕ /Мускав хулипе облаçĕ, Владимир, Чулхула облаçĕсем, Чăваш Ен, Мари Эл тата Тутарстан/ урлă иртмелле. Мускавран Хусана çитме хальхи 14 сехет вырăнне 3,5 сехет кăна кирлĕ пулĕ. Хальхи вăхăтра трассăна проектлаççĕ. Çак ĕçе çĕршыври чи пысăк проект институчĕсене явăçтарнă.
М.АНДРЕЕВ
Комментари хушас