Валерий Шумилов: Шанăçа тÿрре кăлармалла

27 Çу, 2016

Валерий Шумилов Вăрнар районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăха 1988 çулта ĕçлеме килнĕ. Предприяти йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çулсенче халăх тĕп агронома председатель пулма шаннă. Çĕр ĕçне лайăх пĕлни, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни хуçалăха çитĕнÿ çулĕ çине илсе тухнă. Паян Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх районти аграри предприятийĕсен хушшинче чи пысăкки тата тухăçлă ĕçлекенни шутланать. Республикăра та ырă ятлă.

Çураки ăнăçлă иртрĕ

Пĕлтĕр Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх Вăрнар районĕнче çеç мар, республикăра та çук кăтартусемпе палăрнă. Гектартан вăтамран 45 центнер тухăç илнĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне халалланă уявра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕр ĕçченĕсене Дипломпа чысласа тав тунă.

— 1988 çултанпа тĕп агрономра ĕçленĕ, хуçалăха 14 çул ертсе пыратăп. Кунашкал тухăç хуçалăх историйĕнче пулманччĕ-ха, — палăртрĕ Валерий Шумилов. — Кăçал та япăх пулмасса шанатпăр. Çуракине ăнăçлă ирттертĕмĕр.

Хуçалăхăн çĕрĕсем пĕтĕмпе 1800 гектар йышăнаççĕ. 1623 гектар çинче тĕрлĕ культура ÿстереççĕ. Кĕркунне кĕрхисене 292 гектар, çак шутра 90 гектар ыраш, акса хăварнă. Урпа — 289, вика — 50, пăрçа 100 гектар йышăнаççĕ. Пăрçа çĕр пулăхлăхне лайăхлатнине тата унăн вăрлăхне ыйтакансем йышланнине шута илсе çак культурăн анине çулран çул пысăклатсах пыраççĕ. Предприяти вăрлăх туса илессипе ăнăçлă ĕçлет. Пысăк пахалăхлă вăрлăха вырăнти хуçалăхсем кăна мар, республика тулашĕнчисем те хапăлласа туянаççĕ.

Çураки вăхăтĕнче тăхăр агрегат ĕçленĕ. Андрей Осипов, Анатолий Скворцов, Александр Григорьев, Сергей Петров, Сергей Кириллов механизаторсем, Александр Зайцев, Леонид Хрисанов, Александр Николаев водительсем... Ĕççи вăхăтĕнче тăрăшулăхпа палăрнисене Валерий Филиппович ятран асăнса тухрĕ.

— Лайăх ĕçлеççĕ, пур ĕçе те вăхăтра тума тăрăшаççĕ. Кашни çулах çапла, — терĕ вăл. — Олег Козлов, Ирина Федорова, Тамара Викторова, Светлана Петрова, Борис Данилов тырă им-çамласа тиенĕ çĕрте вăй хучĕç. Юлашки вăхăтра погрузчиксемпе тата лентăллă транспортерсемпе усă курма пуçларăмăр, дизель кара та пур. Михĕсене малтан алăпа йăтнă. Халĕ ĕçе механизациленĕ май чылай çăмăлланчĕ. Ял хуçалăхĕнче специалистсемсĕр те йывăр. Манăн заместитель Галина Абрамова, Рафик Юсупов тĕп инженер, Надежда Афанасьева бригадир тата склад заведующийĕ ĕçсене йĕркелесе пынă çĕрте пысăк пулăшу параççĕ.

Сĕт хакĕ пăшăрхантарать

Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх вăрлăх туса илекен предприяти шутланать. Анчах кунта вăрлăхпа кăна ĕçлемеççĕ, выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетеççĕ. Çавна май нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ пысăк — 473 гектар.

— Выльăх-чĕрлĕх йышлă пирĕн, ĕнесем пăруланă вăхăтра 900 пуçран та иртет, — пĕлтерчĕ председатель. — Паянхи куна акă икĕ фермăра — 936 пуç. Çак шутра сăвакан ĕнесем 295 пуç, ыттисем пушмак пăрусем тата самăртма тăратнă вăкăрсем. Хамăр ÿстернĕ пăрусенчен ĕнесем туса пыратпăр. Аякран выльăх илмен.

Хăть килти хушма хуçалăх тытакана, хăть пысăк ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçине пĕрешкелех пăшăрхантараканни паян — сĕт хакĕ. Вăл продукци туса илекене тивĕçтермест.

— Пирĕн сĕт, тĕпрен илсен, пысăк пахалăхлă. Икĕ фермăна та реконструкциленĕ, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Халĕ ĕлĕкхи пек витрене сумастпăр. Сĕт хакĕ пысăках мар пулин те сутатпăр, Канаша, Етĕрнене, Элĕке ăсататпăр. Пĕлтĕр хăйхаклăх 15 тенкĕ те 60 пуса ларчĕ. Эпир вара вăтамран 20 тенкĕпе сутнă. Пĕр литр пуçне пилĕк тенке яхăн тупăш илнĕ. Сĕт пысăкрах хакпа сутăнсан халăхăн ĕç укçине ÿстерме те майсем ытларах пулĕччĕç.

Хуçалăхра ĕçлекенсен шалăвĕ республикăри вăтам ĕç укçипе танлашаймасан та пĕчĕкех мар. Вăтамран 15 пин те 400 тенкĕ. Кунсăр пуçне утă-улăмне, тырри-пуллине, ытти продукцие натуртÿлев шучĕпе параççĕ. «Тухăçлă ĕçлекен çынсен тивĕçлĕ шалу илмелле», — тет Валерий Шумилов.

Удобрени, хурт-кăпшанкăпа, çумкурăкпа кĕрешмелли препаратсен хакĕсем хăпарса кайни те хуçалăх ертÿçин чунне арман чулĕ пек пусса тăрать. «Малтанхипе танлаштарсан чылай хаклă вĕсем. Пĕтĕм укçана унта кăларса пăрахаймастпăр вĕт-ха. Удобренипе сахалрах усă курма тытăнсан тухăç чакать. Тухăç сахал — шалу пĕчĕк. Пĕри тепринпе питĕ тачă çыхăннă», — пăшăрханса калаçрĕ Валерий Филиппович.

Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтармалла

Шел, юлашки çулсенче ял çынни яла хисеплеме пăрахрĕ. Ашшĕ-амăшĕ пепкисене çăмăл пурнăç шыраса хулана ăсатать. Ачана пĕчĕкрен çĕр ĕçне хăнăхтарманран çамрăк ăру хура тăпраран писсе ÿсет. Ял хуçалăхне çамрăк çынсем ĕçлеме килменни шухăшлаттарать Валерий Шумилова.

— Ватăлсах пыратпăр. Хальхи вăхăтра хуçалăхра ĕçлекенсен вăтам ÿсĕмĕ — 46 çул. Эпĕ ĕçлеме пуçланă çулсенче çак кăтарту 42 çулпа танлашатчĕ. Çамрăксем хушăнса пынине пĕрре те хирĕç мар. Пире пысăк квалификациллĕ çамрăк кадрсем питĕ кирлĕ. Паян акă пĕр механизатор, Иван Михайлов, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнăскер, килчĕ, ĕçе вырнаçма заявлени çырса пачĕ. Тĕрĕссипе, унăн кĕçех салтака каймалла. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа таврăннă хыççăн вăл шухăшне улăштармасса шанса тăратпăр.

Валерий Шумилов ачасене пĕчĕкрен ĕçе вĕрентессине тĕпе хурать. Паян хуçалăхра çĕр лаптăкĕсемпе усă курма ĕç алли çителĕклĕ. Апла пулин те кĕрхи-çурхи хĕрÿ тапхăрта 14 çул тултарнă ачасене те явăçтараççĕ.

— Хăшĕ те пулин, тен, çĕр ĕçĕпе кăсăкланса тăван хуçалăха çаврăнса килĕ, — çак ĕç-хĕл меслечĕпе мĕн тĕллевпе усă курнине палăртнă май пĕлтерчĕ Валерий Филиппович. — Эпир ача чухне çуллахи вăхăтра хиртен кĕме пĕлмен, кăшман çумланă, утă çулнă... Тĕрĕссипе, хамăрах çамрăксене çĕртен пистеретпĕр. Чылайăшĕ халĕ ялта пурăнсан та выльăх усрамасть, пахчаçимĕç ÿстермест. Лавкка япалисемпе пурăнма хăнăхрăмăр.

Ĕç çынни — республика тĕрекĕ

— Халăх шаннă та... Шанăçа вара тÿрре кăлармалла, — тет Валерий Филиппович.

Вăл Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсен шанăçне кăна мар, район халăхĕн шанăçне те тÿрре кăларассишĕн тăрăшать. 2013 çулта Валерий Шумилова Вăрнар район пуçлăхне — Вăрнар район депутачĕсен Пухăвĕн председательне суйланă.

Çÿллĕ шайри общество деятелĕ пулнă май унăн çивĕч ыйтусене татса пама тивет. Районта çавăн йышшисем, пуçа ыраттараканнисем, сахал мар. Сăмахран, шыв, çул ыйтăвĕ кирек ăçта та çивĕч тăрать.

— Пирĕн енчи ялсенче пурăнакансен кашнин тенĕ пекех килте çăл пур. Çапах та ку лăпланса лармалли сăлтав мар. Типĕ çанталăкра кирек ăçта та шыв енĕпе лару-тăру йывăрланассине 2010 çул аван кăтартса пачĕ, — районти çивĕч ыйтусем тавра сăмах пуçарсан палăртрĕ Валерий Шумилов. — Юлашки çулсенче çул-йĕр валли укçа-тенкĕ сахалрах уйăрнă çав. 20-30 çул каялла кăшт юсаса кайни, саплани çителĕксĕр, аркансах пырать. Пĕлтĕр Кĕçĕн Кипек пăрăнăвĕнчен Вăрнара çитекен лаптăка йĕркене кĕртрĕç. Подрядчиксем тÿрĕ кăмăллă пулчĕç, тăрăшса ĕçлерĕç.

Экономикăн кирек хăш отраслĕнче те йывăрлăх пур. Вĕрентÿ тытăмĕнче те çук мар. Сăмахран, çулсерен ачасен шучĕ чакса пырать. Сахал ача вĕренекен шкулсене тытса тăнин усси пур-и? Çук-тăк, хупас. Кун йышши ыйту-хурав юлашки вăхăтра чылай районта сиксе тухрĕ. Вăрнар район пуçлăхĕн шухăшĕпе — ку ыйтăва пĕр енлĕн пăхнипе татса параймăн.

— Пĕрре пĕтернине каялла чĕртсе тăратма çăмăл мар, — тет вăл. — Садиксемпе мĕнле пулса тухрĕ-ха? Малтан хупса пĕтеретпĕр — кайран пуçа хыçатпăр. Кун пек утăмсене 10 çул мала пăхса тумалла. Шел, ялсенчи библиотекăсем кирлине туйманнисем те пур. Хăть мĕн тесен те вулавăша çÿрекен пурах. Ăна хупса хурсан ялăн культура вучахĕ те сÿнет. Чылай çĕрте ял хуçалăх предприятийĕсем арканса пĕтрĕç. Вĕсен вырăнне фермер хуçалăхĕсем йĕркеленчĕç. Анчах пĕр тракторист 10-15 гектар çинче ĕçленипе тăкаксене 100 проценчĕпе саплаштараймăн.

Халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн ĕçлекен Валерий Шумилов хăй ĕç çыннине шаннине палăртать. «Ĕç çыннин аллипе республика экономикин ырă никĕсĕ çирĕпленет. Çамрăксене çĕршыва, республикăна, çуралса ÿснĕ тăрăха юратма вĕрентмелле, ĕçе пĕчĕкрен хăнăхтарса ÿстерме тăрăшмалла», — тет.

Шăпаран иртеймĕн

Пурнăçа вăл е ку ĕç-хĕлпе çыхăнтарни йăхран килнĕ-и е ăнсăртран пулса тухнă-и? Хăйĕн ĕçне чун-чĕрепе парăннă çынпа калаçнă чухне яланах çак ыйту сиксе тухать. Валерий Филипповича пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарма мĕн хистенĕ-ха?

— Асанне-асатте ĕмĕр тăршшĕпе çĕр çинче ĕçленĕ. Çемье йышлăран çĕрĕ нумай пулнă вĕсен, ытлă-çитлĕ пурăннă, — йăх-несĕл кун-çулне аса илчĕ вăл. — Колхоза кĕмен вĕсем, çавăншăнах хуралтисене пăсса кайнă. Хăйсене, телее, аякка ăсатман. Колхоз председателĕ кÿршĕрех пурăннă. «Вăт, Çтаппан, сана çавах аркатрăмăр вĕт», — çапла калатчĕ тет ватлăхра. Асаттепе асанне çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Иккĕшĕ вăрçăра çапăçнă. Пĕри хыпарсăр çухалнă. Аттепе анне те хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Анчах ывăлĕ тÿрех хресчен пулса тăман-ха. Шкул пĕтерсен Валерий Филиппович Чĕмпĕрти педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Физкультура вĕрентекенĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах медкомисси тухнă хыççăн куçĕ начар курнăран аслă шкултан кайма тивнĕ унăн. Салтакран килсен пĕр хушă Шăмăршăри МПМКра стропальщикре ĕçленĕ.

— Ял хуçалăх институтне вĕренме кĕмешкĕн заявлени пама кайма тухрăм. Вокзалта тăратăп. Таçтан пĕр пĕлĕш, МСОра ĕçлекен Эдик тракторист, тупăнчĕ. Ăçта каятăн? Мĕскер? Апла-капла ыйткаланă май ĕмĕт-тĕллеве ăна пĕлтертĕм. «Пиччуна куратăн-и? Е саппас пайсем шырамалла унăн е тата темскер. Агронома кай, ăна ĕçлесе пурăнма çăмăлрах», — сĕнчĕ вăл мана. Ун чухне пичче Шăмăршăра механикре ĕçлетчĕ. Çав çулсенче саппас пайсем тупасси питĕ йывăрччĕ. Аслисем каланине итлеме хăнăхнăскер, эпĕ, инженер пулма ĕмĕтленнĕ çын, агрономи факультетĕнче вĕренме пуçларăм, — çĕр ĕçченĕн пурнăçĕн пуçламăшне çапларах аса илчĕ В.Шумилов.

Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче çуралса ÿснĕ чăваш Вăрнар районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăха ăнсăртран е пурнăç йĕркин хистевĕпе лекнĕ темелле-ши? Пулас мăшăрĕ ку тăрăхра çуралса ÿснĕ. Унпа вĕсем пĕр аслă шкулта пĕлÿ илнĕ. Ун чухнехи йĕркепе колхоз стипендиачĕ шутланнă студентăн диплом илнĕ хыççăн тăван хуçалăха таврăнмалла пулнă. Хĕр таврăннă, анчах пĕччен мар. Тĕп агрономпа, хуçалăхăн пулас ертÿçипе...

Валентина БАГАДЕРОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.