Фтор хушнă сĕт ачасемшĕн усăллă
Стоматологи сывлăхне хÿтĕлемелли тытăм, сывă пурнăç йĕркине пăхăннă тата шăл чирĕсене профилактикăлакан мелсемпе усă курнă май, шăл-çăвара йĕркеллĕ тытса тăма пулăшать. Тĕслĕхшĕн фтор хушнă сĕте илер. Унпа çыхăннă проектсем ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе, вĕрентекенсемпе ырă хутшăнусене час-часах йĕркелеме май параççĕ тата çул çитменнисене сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн хавхалантараççĕ.
Информаципе профилактика ĕçĕнче ытти тытăмпа тата отрасльпе çыхăнса ĕçлени стоматологи пулăшăвне профилактикăн малтанхи сĕмне кÿрет, çакă вара унпа çыхăннă чир-чĕр сарăлассине чакарать. Раççей Федерацийĕнче пурăнакансен стоматологи енĕпе ирттермелли эпидемиологи тĕпчевĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш Енре ачасемпе çитĕннисен сывлăхне 2007 тата 2015 çулсенче тĕрĕслени çакна çирĕплетнĕ: 12 çула çитмен пĕр ачан 3,5 шăлне кариес аркатать, амак çул çитменнисен 88 процентне нушалантарать. 6 çултисен вăхăтлăх шăлĕсен кариесĕн интенсивлăхĕ /кп индексĕ — кариес, пломба/ 7-рен иртет. Шупашкар хулинчи ĕçмелли шывра фторид çителĕксĕрри /ку кăтарту 0,202-рен 0,216 мг/л таран шутланать, нормăпа 0,8-1,2 кирлĕ/ кариес аталанас теветкеллĕхе ÿстерет.
Çавна май тата стоматологи чирĕсем ачасен хушшинче анлăн сарăлнине, ĕçмелли шывра фторид çитменнине тĕпе хурса «Чăваш Республикинчи стоматологсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн президенчĕ В.Викторов пуçарнипе тата ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пулăшнипе специалистсен ушкăнĕ /РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин стоматологи профилактикин штатра тăман тĕп специалисчĕ О.Авраамова, Стоматологин ăслăлăхпа тĕпчев тĕп институчĕн профилактика уйрăмĕн ертÿçи Г.Пахомов, акăлчансен сĕте фторлас енĕпе ĕçлекен коммерциллĕ мар гуманитари фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Н.Борроу, вĕсем садик тата шкул ÿсĕмĕнчи ачасен шăл кариесне асăрхаттарас тĕллевпе сĕте фтор хушмалли кăтартуллă проекта пурнăçа кĕртес ыйтусемпе ирттернĕ симпозиума хутшăннă/ сĕннине йышăннă. Çакă Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн сĕнĕвĕсем тата чылай çĕршывăн, çав шутра Раççей Федерацийĕн хулисен /Воронеж, Смоленск, Майкоп, Волгоград, Нижнекамск, Зеленодольск/ опычĕ çинче никĕсленет. Сăмах май, вĕсенче сĕте фторлассипе темиçе çул каяллах усă курма тытăннă, пирĕн çĕршывра çакна 1994 çулта пурнăçа кĕртнĕ.
Асăннă проекта кăçалхи çу уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче Чăваш Республикинчи стоматологсен ассоциацийĕ пуçарнипе тата ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пулăшнипе «Хулари стоматологи поликлиники» АУра иртнĕ «Стоматологи чирĕсен профилактикин ачасен сывлăхне сыхлассипе тата тĕреклетессипе çыхăннă çивĕч ыйтăвĕсем. Сĕте фторланин пĕлтерĕшĕ» симпозиумра сÿтсе явнă.
Мероприятие çавăн пекех Федерацин потребительсен правине тата çын тăнăçлăхне хÿтĕлекен службин Чăваш Енри управленийĕн представителĕсем, «Чăваш Республикинчи стоматологсен ассоциацийĕ» ОО канашĕн членĕсем, медицина организацийĕсен ертÿçисем, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп специалисчĕсем, Шупашкар хулин вĕренÿ управленийĕн яваплă çыннисем, ача-пăча учрежденийĕсен заведующийĕсем, сĕт туса кăларакан предприятисен представителĕсем хутшăннă.
Симпозиумпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ «çавра сĕтел» хушшинчи калаçура хальхи лару-тăрура сĕте фторлани ачасен шăл кариесне профилактикăламалли шанчăклă мел пулнине палăртнă. Ку енĕпе маларах пурнăçлама тытăннă проектсен кăтартăвĕсем сĕте фтор хушни амак сарăлассине 65-70 процент таран чакарнине çирĕплетнĕ. Нумай çул пухнă опыта тишкернĕ май ку модельпе шкул ачисен шăлне кариесран профилактикăламашкăн усă курма йышăннă.
Патшалăхăн «Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавне 2020 çулччен аталантарасси» программине, «Чир-чĕре профилактикăласси тата сывă пурнăç йĕрки туса хурасси» çумпрограммине пурнăçласа çĕнĕлĕхе ачасен шкул умĕнхи учрежденийĕсенче пурнăçа кĕртес тĕллевлĕ. Сĕте фторламалли проекта Шупашкар хулинче вăй илтерес енĕпе координаци канашĕ çирĕплетнĕ. Çак мелпе çывăх вăхăтрах Чăваш Республикинче анлăн усă курма палăртаççĕ.
Чăваш Енри сĕте янтăлакан предприятисен паянхи производство хăвачĕсем тата продукцие валеçмелли тытăмĕ /логистика/ республикăри ача сачĕсене асăннă çимĕçпе туллин тивĕçтерме май параççĕ.
Сĕт — ачасемшĕн уйрăмах тутлăхлă та паха çимĕç тата вăл фторидпа туллин тивĕçтерме пултарать. Унăн производствине йĕркелемешкĕн ытлашши тăккаланмалла та мар.
Проектăн тĕп тĕллевĕсем:
- ача сачĕсене фторлă сĕтпе татти-сыпписĕр тивĕçтерес тĕллевпе вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, Роспотребнадзор секторĕсем тата сĕт продукцийĕ туса кăларакансем килĕштерсе ĕçлессине йĕркелесси;
- фторлă сĕте тăтăшах ĕçнипе /çулталăкра 200 кунран кая мар/ шкул çулне çитмен ачасен шăл кариесĕн интенсивлăх шайне чакарасси, педагогсемпе ашшĕ-амăшне пуçаруллă хутшăнтарса пĕчĕккисене гигиена воспитанийĕ парассине лайăхлатасси;
- фторлă сĕтпе усă курса шăл кариесĕн профилактикин программине пурнăçа кĕртесси;
- Шупашкар хулинчи тата Чăваш Республикинчи ачасен шăл кариесне профилактикăламашкăн фторлă сĕтпе усă курнин медицинăри тата экономикăри эффективлăхне палăртасси.
Проект тăрăх, фторлă сĕтпе садиксене виçĕ çул çÿрекен ачасене 3-рен 6-7 çулччен тивĕçтермелле. Асăннă çимĕçе шкул умĕнхи учрежденисене илсе çитермелли механизма йĕркене кĕртсе пынă май проекта кĕçĕн классенче вĕренекенсен хушшинче вĕсем 9 çула çитиччен сармалли майсемпе çыхăннă ыйтусене татса парĕç.
Комментари хушас