Кашни гектар усă кÿтĕр

Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Наци библиотекинче Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн коллегийĕпе унăн çумĕнчи Общество канашĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем, ЧР Çамрăксен правительствин членĕ Дмитрий Мацаков хутшăнчĕç.

Ĕçлĕ тĕлпулура республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе епле усă курни çинчен калаçрĕç. Çак ыйтăва ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева уçăмлатрĕ. Республикăра çĕр фончĕн пĕтĕм лаптăкĕ 1834,5 пин гектар шутланать, 55 проценчĕ — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ. Наталья Юрьевна çирĕплетнĕ тăрăх — ял хуçалăх культурисем акма-лартма юрăхлă лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйту паянхи кун федераци шайĕнче те çивĕч тăрать. Çĕрпе тухăçлă усă курни туса илекен тырпул, пахчаçимĕç калăпăшне ÿстерме май парать. Çавăн пекех хыснан тупăш пайне пуянлатать.

Наталья Тимофеева ларăва хутшăннисене Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырури йĕркесене аса илтерчĕ. "Миллион-миллион гектар çĕре суха çаврăнăшне тавăрмалла. Вĕсем паян пушă выртаççĕ, пысăк çĕр хуçисен аллинче, харпăрлăхçăсем ял хуçалăхĕнче ĕçлеме васкамаççĕ. Ял хуçалăх çĕрĕсене вĕсенчен туртса илме, ĕçлес текенсене аукцион урлă сутма сĕнетĕп. 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне правительствăран тивĕçлĕ сĕнÿсем хатĕрлеме ыйтатăп", — тенĕ В.Путин.

Лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртнин чи пысăк пĕлтерĕшĕ — вĕсемпе тĕллевлĕ усă курассине сыхласа хăварни, çĕр саккунлăхне тÿрĕ кăмăлпа пăхăнма май пани. Комитет çу уйăхĕнче республика пурлăхĕпе епле усă курнине палăртас тĕллевпе тĕрĕслев ирттерет. Паянхи кун Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Шупашкар, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсенче 7 пин ытла гектар лаптăка тĕрĕсленĕ.

Хăшпĕр çĕрте ял хуçалăх производствипе çыхăнман объектсем çĕкленнĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла палăртнăччĕ: "Хальхи вăхăтра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче ял хуçалăх производствипе çыхăнман тĕрлĕ объект туса лартнă тĕслĕх сахал мар тĕл пулать. Тÿрĕ кăмăллă предпринимательсене бизнеса уçăмлатма тата ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене урăх категориллĕ çĕрсен шутне куçарнă хыççăн харпăрлăха илмелли правăна çырса йĕркелеме пулăшас тĕллевпе 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕсен тĕлĕшпе "амнисти" ирттерме сĕнетĕп".

Михаил Васильевич ырă та пархатарлă утăм тунă. Çав вăхăтрах асăрхаттарса та хăварнă: "Çав вăхăт иртнĕ хыççăн тĕллевсĕр усă куракан ял хуçалăх çĕрĕсене вĕсен тÿрĕ мар кăмăллă хуçисенчен туртса илĕç тата аукционсем урлă сутма тытăнĕç".

Çăмăллатнă тапхăрпа килĕшÿллĕн паянхи кун республикăра сĕтел-пукан фабрики, сĕт завочĕ, электротехника продукцийĕ пуçтаракан производство комплексĕ, автозаправка станцийĕсем вырнаçнă 7,5 гектар çинчи 9 лаптăка урăх категориллĕ çĕрсен шутне куçарнă.

Комитет ертÿçи çĕр налукĕн ставкине 5 хут пысăклатнине пула пĕлтĕр вырăнти бюджетсене пĕр миллион ытла тенкĕ кĕнине пĕлтерчĕ.

Общество канашĕн председателĕн заместителĕ, "Агро-Инновацисем" ХУП директорĕ Николай Васильев вырăнсене тухса тĕрĕслевсем ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çĕрпе тухăçлă усă курни çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парать, хыснана пуянлатма пулăшать.

Ларура хастар та пуçаруллă ĕçшĕн Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ хăйĕн ĕçченĕсене, вырăнти хăйтытăмлăх влаç органĕсен представителĕсене, тачă çыхăну тытакан МИХсене, çав шутра "Хыпар" Издательство çуртне, ведомство наградисемпе чысларĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.