«Эпĕ театрăн хальхи вăхăтри чĕлхине шыратăп»

27 Çу, 2016

— Астăватăп-ха: шкулта вĕреннĕ чухнех эсĕ концертсенче Алла Пугачевăн «Делу время...» тата ытти юррине шăрантараттăн. Вăл вăхăтрах артистка пулма ĕмĕтленнĕ-тĕр...

— Ача чухне кашни хĕрача принц арăмĕ, артистка пуласшăн. Артисткăн хÿхĕм, чипер, яштака пÿ-силлĕ пулмалла тесе шухăшлать кашниех. Эпĕ хама нихăçан та хитре темен, çавăнпа çав шухăшран вăтаннă. Кун пирки аттепе аннене те, хĕр туссене те, шкулта та калама шутсăр именнĕ. Çапах вăрттăн ĕмĕтленсе пурăннă. 8-9-мĕш классенче вĕреннĕ чухне журналист пулас килетчĕ. Уйрăмах тележурналист ĕçĕ илĕртетчĕ. Красноармейски районĕнчи Пикшик шкулĕнче мана учительсем питĕ юрататчĕç. Николай Карлин композитор лайăх вĕрентетчĕ, ун патне хора юрлама çÿреттĕмĕр. «Наташа, санран пулать. Санăн артистах вĕренмелле», — тетчĕç час-часах вĕрентекенсем. Çапах анне хистенипе Шупашкарти педагогика колледжне кĕтĕм. «Вĕреннĕ, чыслă çын пулмалла», — аса илтеретчĕ вăл. Çулталăк вĕрентĕм, анчах мана çав тери кичемччĕ! Вара «на деревню дедушке» тенешкел Вера Кузьмина патне, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне, çыру çырса ятăм. «Чăваш театрне, Вера Кузьминана» палăртнăччĕ çиеле. «Манăн питĕ артистка пулас килет», — тесех çырнăччĕ. Вăт, ухмах хĕрача! «Наташа, эсĕ ман пата киле пыр-ха», — хурав панăччĕ Вера Кузьминична. Эпир унпа юнашарах пурăннă иккен! Эпĕ ун чухне чирленĕччĕ. Сасă çĕтнĕччĕ, хăйăлтататчĕ. Вера Кузьмина патне пĕрех кайнăччĕ. Вăл мана мĕн те пулин вуласа кăтартма ыйтрĕ. «Çĕпĕр дивизийĕнчи» амăшĕн монологне каларăм. Вера Кузьминична мана чăлха çыха-çыхах монолога чун витĕр кăларса калама вĕрентрĕ. «Наташа, санăн сассу пурах-и вара?» — сывпуллашнă чухне ĕненмесĕр тепĕр хутчен ыйтрĕ Вера Кузьминична. Çавăн чухне вăл мана çулла Мускавран артиста вĕренме илмешкĕн пултаруллă çамрăксене пухма килесси пирки пĕлтернĕччĕ. Пĕрремĕш турне Валерий Яковлев ирттерчĕ. Пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç йышлăн пухăннăччĕ. Эпĕ чи юлашкинчен кĕтĕм. «Эсĕ пирĕн пата урăх ан кил!» — тенĕччĕ мана ун чухне Валерий Николаевич. Çав тери хумханнăран, кĕтсе ывăннăран хама кăтартайман та ĕнтĕ... Анчах ăна итлемерĕм. Иккĕмĕш турта Мускавсем мана асăрхарĕç. Хам та вĕсен умĕнче Татьяна çырăвне вуланă чухне «уçăлтăм». Вĕренме илчĕç! 1993 çулта. Раççейĕн тĕп хулинчен вĕренсе килнĕ хыççăн Николай Угаринăн «Тĕпсĕр сăпкари ача сасси» спектакльте Надя рольне вылярăм. Çапла пуçланчĕ манăн артист пурнăçĕ. 23 çулта нумай роль калăпларăм.

Наталия Алексеевна Сергеева 1971 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Шинер Тăрăн ялĕнче çуралнă. Шупашкар районĕнчи Тăрăнти, Ишекри, Красноармейски районĕнчи Пикшикри шкулсенче вĕреннĕ. Шупашкарти педколледжра, Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищинче пĕлÿ илнĕ. 1993 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлет. Çав вăхăтрах Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче те, культура институтĕнче те вăй хунă. 2011-2013 çулсенче Мускавра куçăн мар мелпе режиссера вĕреннĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки. Пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн ЧР Пуçлăхĕн стипендине, ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне, Чăваш Республикин Хисеп хутне тивĕçнĕ.

— Пултарулăх çыннишĕн кашни роль хаклă, çапах чи çывăххисем, чи хаклисем хăшĕсем?

— «Туй икерчи» камитри Глафира ролĕ шутсăр кăмăла килетчĕ. «Арçынсăр хĕрарăм» спектакльти Мартирио сăнарĕ çывăхчĕ. Николай Сидоровăн «Атте мана шур пÿрт лартса парас тет» спектакльте Анюк сăнарĕ те ­— манăн чун валлиехчĕ. Куракансем юратаççĕ ун пек сăнарсене. Эпĕ çамрăк чухне савакан хĕрÿллĕ хĕрарăмсене выляттăм. Кайран, пĕр вунă çултан, режиссерсем якăлтисене выляттарма пуçларĕç. Тĕрĕссипе, якăлтисем ывăнтарса та çитернĕччĕ. 2000 çулсенче театрта ĕçленĕ тапхăртах Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пулас юрăçсене вĕрентме тытăнтăм. Каярахпа Валерий Яковлев мана культура институтне çамрăксене сцена çинче тĕрĕс калаçмашкăн вĕрентме чĕнчĕ. Студентсем «Пĕртен-пĕрскерĕм» диплом спектаклĕ хатĕрленĕ чухне режиссура енĕпе пулăшма ыйтрĕ. Эпĕ малтанах хăраса ÿкрĕм. Хам режиссер пулассине тĕлĕкре те тĕлленмен. Мĕншĕн тесен артистсемшĕн режиссер — Турă пек. Ун пирки ĕмĕтленме мар, шухăшлама та хăрамалла. Режиссер мĕнле калать — йăлтах çавăн пек тумалла. Пире Мускавра çапла вĕрентнĕ. Унта нимĕнле ыйту та пулма пултараймасть. Пулмалла та мар. Мĕншĕн тесен вăл каланине итлемесен йăлт сапаланса каять. «Валерий Николаевич, эпĕ пултараймастăп», — терĕм. «Эсĕ хăтланса пăх», — сĕнчĕ аслă юлташăм. Спектакле хатĕрлемелле чухне Валерий Яковлева кĕтетпĕр, пĕр кун иртрĕ, иккĕ... Çук та çук... Ачасемпе пĕчĕккĕн тапаланма пуçларăмăр. Вĕсен ĕçлес килмест... Пĕчĕккĕн хускатса ятăм хайхискерсене. Сцена çине тухрăмăр. «Эпĕ спектакльшĕн пăшăрханмастăп халĕ», — тенĕччĕ ун чухне Валерий Яковлев. Вăт çавăнтан эпĕ режиссурăпа «чирлерĕм». Режиссура енĕпе Мускавра ятарлă пĕлÿ илтĕм. Театр директорĕпе Вадим Ефимовпа театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев питĕ пулăшрĕç, хавхалантарчĕç. Икĕ çул вĕреннĕ хыççăн Николай Коляда пьеси тăрăх «Шанель пике» диплом спектаклĕ кăлартăм. Сумлă артистсемпе ĕçлеме тÿр килчĕ. Пĕрремĕш репетицире сиксе чĕтреттĕм. Ара, Вера Кузьмина, Любовь Федорова, Нина Яковлева выляççĕ те! Пытармастăп: пĕрремĕш репетици чи йывăрри пулчĕ. Мĕн тетĕр, хăранине сирсе яма пултартăм. «Лайăх ĕç ку», — терĕç Мускавра. Шăпах çав çулхине Николай Коляда фестиваль ирттерет те — унта кайрăмăр. Гран-при илтĕмĕр. Каярахпа, «Мунча кунне» лартнă чухне, Валерий Яковлевпа юнашар ларса вĕрентĕм. Алексей Писемскин пьеси тăрăх лартнă «Синкерлĕ шăпа» — манăн иккĕмĕш спектакль. Вăл «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс-фестивальте «Чи лайăх сценографи», «Арçын рольне чи лайăх вылякан», «Хĕрарăм рольне чи лайăх вылякан» номинацисенче çĕнтерчĕ. Унтан Виктор Ляпин пьеси тăрăх «Чикагори кукаçин пурлăхĕ» хула камичĕ лартрăм. Алексей Дударевăн «Ан пăрахсам мана» спектакле вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалларăм. Пĕлтĕр Николай Терентьевăн «Манăн çăлтăр тÿпере» пьеси тăрăх лартнă спектакле куракан патне çитертĕм. Улттăмĕш спектакль — Александр Вампиловăн «Ытарайми çу кунĕ». Унăн премьери иртнĕ уйăхра кăна пулчĕ-ха. Халĕ Алексей Поповăн «Женись, сынок, женись» пьеси тăрăх çĕнĕ спектакль хатĕрлетĕп. Чăвашла ăна «Туй, туй, туй тесе» ят пама сĕнет Анатолий Большаков куçаруçă.

— Режиссура ĕçĕсенчен хăвăн чунна хăшĕ çывăхрах?

— Александр Вампиловăн «Ытарайми çу кунĕ». Лайăх драматургипе тахçанах ĕçлес килетчĕ. Çавăнпа мана Вампиловăн пьесине лартма шаннăшăн театр ертÿçисене тав тăвас килет. Мĕнле «пиçсе тухнă» вăл — ăна куракансем хак парĕç. Эпĕ паллă драматургăн ĕçне лартма пÿрнишĕн ăраскалăма тав тăватăп.

— Пăхатăп та, режиссура сана халĕ вăйлăрах туртса кĕнĕ пек туйăнать.

— Режиссера вĕренсе диплом илсенех Валерий Яковлев: «Атя, режиссера куç», — терĕ. Ку сĕнÿ хыççăн çĕрĕпе çывăраймарăм. «Çук, пултараймастăп, эпĕ артистка вĕт-ха», — терĕм. Спектакльсем лартнăран пысăк рольсемех выляймастăп паллах. Халĕ маншăн режиссер ĕçĕ çав тери интереслĕ пек туйăнать. Артист пур чухне те хăй выляс тенине выляймасть, режиссер вара лартма шухăшланине лартаять. Чунне мĕн ыраттарнине режиссер ытларах кăтартаять. Артист, паллах, питĕ вăйлă професси. Анчах манăн режиссер миссийĕ урлă çак тĕнчене кăштах лайăхлатас, ырăрах тăвас килет. Паллах, çынсем спектакль хыççăн улшăнмаççĕ. Анчах пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ырă шухăшсем патне çитеççех. Тата режиссер профессийĕ нумай пĕлме хистет. Енчен те эсĕ хăв нимĕн те пĕлместĕн пулсан артистсене мĕн ăнлантарса параятăн-ха?! Çавăнпа яланах вуламалла. Интернетра кунĕн-çĕрĕн музыка итлемелле, живопиçе тишкермелле, драматургие лайăх пĕлмелле. «Çĕнĕ ача çуралчĕ», — калаççĕ çĕнĕ спектакль пирки. Е тата: «Кашни сăнар хăйĕн ачи пек», — теççĕ. Режиссершăн спектакльте миçе артист вылять — кашниех хăвăн ачу пек туйăнать. Пĕр сăнарах кашни режиссер тĕрлĕрен курать. Артист питĕ лайăх вылярĕ-тĕк унран та ытларах савăнатăн тепĕр чухне. Кашни артиста ыталаса чуп тăвас килет. Хăшĕ те пулсан кăшт выляса çитереймесен, эх, кулянса çÿретĕп. Тепĕр чухне ятлатăп та. Кайран каçару ыйтатăп вара.

— Санăн спектакльсенче юрă-кĕвĕ, ташă нумай...

— Музыкăпа хамăн шухăша куракан патне тарăнрах илсе çитерес тесе усă куратăп. Кĕвĕ хăшпĕр спектакльте тĕп сăнар пулса тăрать. Пьеса тупсанах кĕвĕ шырама пуçлатăп. Кĕвĕ тупрăм-тăк — ĕç каять. Шел те, пирĕн композитор питĕ сахал. «Ытарайми çу кунĕнче» эпĕ классика кĕвви-çеммипе те нумай усă куратăп.

— Халăх лайăх йышăнать вĕсене.

— Музыкăпа нумай усă куратăн тесе кăштах ÿпкелеççĕ те... Мана вара юрă-кĕвĕ чăваш чунне çывăх пек туйăнать. Эпĕ театрăн хальхи вăхăтри чĕлхине шыратăп. Мĕнле пулмалла хальхи театрăн? Паян спектакльсене мĕнле лартмалла? Паллах, Валерий Яковлев вĕрентсе пырать, юлташла сĕнÿсем парать. Эпĕ хама унăн вĕренекенĕ теме хăятăп. Эсир сăнанă-тăк, манăн сценографи те урăхла. Картасемпе пÿртсем тахçанах йăлăхтарнă ĕнтĕ. Çамрăк режиссертан тÿрех веçех ыйтмалла мар. Режиссер хăйĕн пек шухăшлакансене тупсан йĕркеллĕ спектакльсем тăваять. Телее, ушкăн çирĕпленчĕ. Светлана Зверева художникпе, Людмила Панфилова хореографпа пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланатпăр. Юрăсене Надежда Кузьмина артистка хайлать. Театра ытларах аслă ăру çыннисем çÿреççĕ. Манăн вара çамрăксене те тавăрас килет. Эстрада концерчĕсене кăмăллакансене те илĕртесчĕ. Шел те, пирĕн реклама енĕпе лару-тăру начар. Мускавсем те: «Эсир хăвăра сутма пĕлместĕр», — тенĕччĕ. Спектакльсем питĕ чаплă, кураканĕ вара сахал. Эпир сăпайлă çав, хамăр пирки «ай лайăх!» теме пултараймастпăр. Калакан та çук.

— Ун пекех мар-ха. Сан пирки чăваш интеллигенцийĕ: «Пысăк шанăç кÿрекен режиссер», — тенине тăтăшах илтетĕп.

— Ай-уй, питĕ вăтанатăп ун пек сăмахсенчен. Эпĕ пĕрремĕш утăмсем тăвакан çамрăк режиссер кăна-ха. Виççĕмĕш çул çеç ĕçлетĕп.

— Йывăрлăхĕ мĕнре? Лайăх пьесăсем çуккинче-и?

— Çукрах çав! Пуррисене лартнă. Николай Сидоровăн иртнĕ ĕмĕрте çырнисене çĕнетсе лартатпăр ĕнтĕ. Пире пьесăсем сĕнкелеççĕ, анчах вĕсен е сюжечĕ, е шухăшĕ çук. Хальхи вăхăтри çамрăксем çинчен çырнă пьесăсене кĕтетĕп эпĕ. Театр критики те çук. Пире, режиссерсене, хаклав кирлĕ. Юрать, эсир, журналистсем, çыркалатăр. Эсир тиркемесен никам та каламасть... Халăха, тен, манăн спектакльсем пачах килĕшмеççĕ? Эпĕ пĕлместĕп те...

— Аçупа аннÿ кашни спектаклех çÿреççĕ пулĕ.

— Атте Алексей Иванович — питĕ вăйлă критик. «Мунча кунне» питĕ килĕштернĕччĕ. «Чикагори кукаçин пурлăхĕ» унăн кăмăлне кайман. Анне Юлия Григорьевна театра юратсах çÿрет. Вăл питĕ кăмăллă çын. Ача чухне кăмакаран кукăль, çÿхÿ пĕçерсе кăларатчĕ те мана пĕччен пурăнакан ватăсене сăйлама кăларса яратчĕ. «Мĕншĕн манăн çÿхÿ кайса памалла-ха, çынсем памаççĕ вĕт?» — шухăшлаттăм ун чухне... Артисткăна вĕсенчен вăрттăн вĕренме кĕнĕ те — Мускава каясси пирки каланăччĕ... Анне макăрать. «Кайтăр, çын пултăр», — терĕ атте. «Мĕншĕн — артиста? Мĕншĕн режиссера мар?» — кăмăлне палăртнăччĕ çывăх çыннăм. Маларах ывăлăмсем те Алексейпа Димитрий театра çÿреме кăмăллатчĕç. Халĕ сайра хутра кăна пыркалаççĕ. Дима «Ан пăрахсам мана» спектакле пăхнăччĕ. Театртан тухрăмăр та — пĕр хушă чĕнмесĕр пычĕ. «Анне, сирĕн артистсен Шупашкарта мар, Голливудра вылямалла», — пĕтĕмлетрĕ кăштахран.

— Хăвăн талантна туллин уçма мĕн çитмест?

— Укçа-тенкĕ ытларах пулсан Мускавран, Питĕртен вăйлă художниксене, чаплă композиторсене чĕнме, хамăр шая ÿстерме пулатчĕ. Çавă çитмест пире.

— Пултарулăх çынни нихăçан та пуç усмасть. Çĕнĕ сезонта çĕнĕ спектакльсем, çĕнĕ рольсем кĕтетпĕр! Тата та пысăк çитĕнÿсем тумалла пултăрччĕ санăн!

Роза ВЛАСОВА

Геннадий Медведев, Чăваш халăх артисчĕ:

«Наталия Алексеевна чăннипех маттур çын. «Сирĕн театрта тепĕр чаплă режиссер çуралчĕ», — тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ куракансем. Вăл çĕнĕ спектакль хатĕрлет-тĕк: «Тата мĕнле шедевр кăларать-ха?» — тесе кĕтеççĕ театра кăмăллакансем. Вăл вăтам шайри пьесăнах кăсăклă самантсем, хăйнеевĕрлĕхсем кĕртсе спектакле илемлетме пĕлет. Драматургие поэзи шайне çĕклет. Çакă унăн питĕ лайăх енĕ. Наталия Сергеевăпа ĕçлеме питĕ кăмăллă. Пьесăна, сăнарсене питĕ тĕплĕ тишкерет. Манăн шухăшпа — Мускава вĕренме кайни пăр хысакĕн /айсбергăн/ çиелти пайĕ кăна, аялти пайĕ вара яланах пулнă. Çиелти аялтине кăшт пулăшать çеç».

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.