Archive - 27 Ака, 2016 - Хыпар
"Сывлăх" /Здоровье/, №16 /883/, 27.04.2016
"Сывлăх", 16 /883/ №, 27.04.2016
Халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ
Элĕк райповĕн 3-мĕш аптека пунктĕнче профилактикăпа сиплев препарачĕсен ассортименчĕ яланах пуян. Наталья Егорова заведующипе Эльвира Чугунова фармацевт халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Аптека пунктне автоматизациленĕ, тавара дисконт карттисемпе тата ятарлă акцисемпе йÿнетсе сутассине йĕркеленĕ.
ÇЕÇКИ ПИТĔ ПАХА
Хĕл каçнă çĕрулмин шурă çамрăк çеçкине иртмелле. Унран питĕ паха шĕвек хатĕрлеме пулать. Çеçкене çумалла, çур литр банкине тултармалла, хĕрринченех шурă эрех е спирт, е сăмакун хушмалла. Ăшă тĕттĕм вырăнта 14 кун лартмалла. Настойка хатĕр.
Ангина аптратсан, çăвар ăшĕ шыçсан. Çур стакан ăшă шыва çĕрулми çеçкин настойкине 20 тумлам хушмалла. Шĕвекпе çăвара ирхине тата каçхине чÿхемелле.
Кариесран сипленме. Шăл пасти çине 3-5 тумлам настойка тумлатса шăл тасатмалла. Процедурăна ирхине тата каçхине тумалла.
ХĂВĂРТ ӲСТЕРЕС ТЕСЕН
Гемоглобин шайĕ чаксан ăна хăвăрт ÿстерме пулăшакан диета пур. Рациона çак çимĕçсене кĕртсен лайăх.
ЧӲРЕЧЕ АНИНЧИ ЧЕЧЕК
Пÿртре ÿстерекен чечексен хушшинче сиплĕхĕпе палăрса тăраканни темĕн чухлех. Тĕслĕхрен, алоэне, ылтăн хунава /золотой ус/, каланхоэне илер-ха.
Вĕсенчен сиплĕ шĕвексем хатĕрлесен лайăх. Темиçе уйăх сипленмелле пулсан икĕ-виçĕ эрнерен черетлесе усă курма пулать.
УЛШĂНСА ТĂРАТЬ
Çуркунне вĕрĕлекен чирсен шутне час-часах аллергие, вар-хырăм, сыпă чирĕсене, радикулита кĕртме хăнăхнă. Анчах гипертони те çак йĕркерех пулма пултарать. Шăпах çуркунне юн пусăмĕ улшăнса тăрас хăрушлăх ÿсет. Кунта çанталăк тата иммунитет вăйсăрланни айăплă. Унсăр пуçне — витаминсен çитменлĕхĕ аталанни. Диетологсем рациона юн пусăмне йĕркере тытса тăма пулăшакан витаминсемлĕ çимĕçсем кĕртме сĕнеççĕ.
ХĂВĂРА ЯПĂХРАХ ТУЯТĂР
Апат çинĕ хыççăн хăвăра япăхрах туйма пуçлатăр. Çимĕçĕсем те пахалăхлă, апачĕ те тутлă темелле. Апла-тăк сăлтавĕ мĕнре-ха?
1. Апат хыççăн пуç ыратма тытăнать. Сăлтавĕ икĕ тĕрлĕ пулма пултарать. Чи малтанах, хăш-пĕр çимĕç мигрене хĕтĕртет. Çак шута сыр, шăккалат, кукăль-булка, тĕтĕмленĕ çимĕçсем, алкоголь кĕреççĕ. Вĕсене çинĕ хыççăн пуç ыратнине асăрхарăр пулсан çак çимĕçсене менюран кăлармалла.
Иккĕмĕшĕнчен, апатсен хушшинчи вăхăт ытла вăрăм пулсан та пуç ыратма пултарать, мĕншĕн тесен юн пусăмĕ чакать. Хăвăрт тата нумай çисе лартни ăна тăрук ÿстерет.
ÇЫВĂРСА ТĂРАНАТĂР-И?
Çак тест ыйтăвĕсене хуравлани эсир çителĕклĕ е çителĕксĕр çывăрнине палăртма май парĕ.
1. Телекăларăм пăхнă чухне час-часах çывăрса каятăр.
2. Ирхине будильник сассине илтменни те пулкалать.
3. Ирсерен ытти вăхăтринчен вĕчĕрхенÿллĕрех.
4. Вăраннă-вăранманах çак кун нимĕнпе кăсăклă мар пулассăн туйăнать.
5. Общество транспортĕнче ларса пынă чухне час-часах тĕлĕретĕр.
6. Кунне виçĕ чашăкран ытларах çăра кофе е чей ĕçетĕр.
7. Ирхи апат хыççăн ыйхăлаттарать.
8. Ирсерен зарядка тума та вăй çук.