Комментари хушас

27 Ака, 2016

ХĂВĂРТ ӲСТЕРЕС ТЕСЕН

Гемоглобин шайĕ чаксан ăна хăвăрт ÿстерме пулăшакан диета пур. Рациона çак çимĕçсене кĕртсен лайăх.

  • Гемоглобин шайĕ пĕчĕк чухне çуллă мар сысна тата ĕне какайĕ çимелле. Нумай вăхăт пĕçерсен тимĕр арканать. Çавăнпа гуляшпа катлет усă кÿмеççĕ. Шашлăкри е шаккаса çемçетнĕ хыççăн ăшаланă какайри тимĕре организм 30 процент таран йышăнать.
  • Гемоглобин шайне ĕне пĕверĕ лайăх хăпартать. Ăна пăспа е шывра пĕçермелле, унран ăшаланă суханпа тата пĕçернĕ кишĕрпе пĕрле паштет хатĕрлемелле.
  • Пĕçернĕ чĕлхере тимĕр нумай. Ăна кунне 50 грамм та пулин çимелле.
  • “Тимĕрлĕ” хутăш хатĕрлĕр. Аш арманĕпе 200-шер грамм иçĕме, курагана, хура сливăна, аçтăрхан мăйăрне, 1 лимона хуппипе тата вăррисĕр авăртмалла, тутă кĕмелĕх пыл ярса пăтратмалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ çимелле.
  • С витаминпа пуян цитруссем çийĕр, çак витамин тимĕре лайăхрах йышăнма пулăшать. Вăл çавăн пекех кивире, гранатра, çĕр çырлинче, вĕлтренре нумай.
  • Юнри гемоглобин шайне хăвăртрах ÿстерме гранат, кишĕр, шур çырли, кăшман сĕткенĕсене е кишĕрпе кăшман сĕткенĕсен хутăшне ĕçме юрать.
  • Кашни кун çуршар гранат çимеллех.
  • Анеми чухне çĕр çырли, хура çырла, хăмла çырли, хура хурлăхан, хурма, фейхоа, слива усăллă.
  • Хуратул кĕрпинче те тимĕр нумай. Унран хатĕрленĕ пăтта чĕрĕ пахча çимĕç салачĕпе, укроп, петрушка хушса çимелле.
  • Гемоглобин пĕчĕк пулсан хĕрлĕ пулă, хĕрлĕ вăлча, çăмарта сарри, тинĕс çимĕçĕсем усăллă. Организм çак çимĕçсенчен 11 процента яхăн тимĕр йышăнать.
  • Шăлан çырлин шĕвекĕ те гемоглобина ÿстерме пулăшать. Пĕр ывăç çырлана тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, термоспа çĕр каçа лартмалла. Кунне темиçе хут апат умĕн пыл хушса çуршар стакан ĕçмелле. Вăл ачасене те усăллă.

Шута илме. Анемипе аптрасан кофĕпе çăра чей ĕçмелле мар. Вĕсем организмран тимĕрпе кальцие кăлараççĕ. Асăннă диетăна пăхăнни те гемоглобин шайне ÿстерме пулăшаймасан тухтăр патне каймаллах. Вăл çырса панă сиплев йĕркине çирĕп пăхăнмалла, нимĕнле эмеле те хăвăр тĕллĕн ĕçме юрамасть.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.