ÇЕÇКИ ПИТĔ ПАХА

Хĕл каçнă çĕрулмин шурă çамрăк çеçкине иртмелле. Унран питĕ паха шĕвек хатĕрлеме пулать. Çеçкене çумалла, çур литр банкине тултармалла, хĕрринченех шурă эрех е спирт, е сăмакун хушмалла. Ăшă тĕттĕм вырăнта 14 кун лартмалла. Настойка хатĕр.

Ангина аптратсан, çăвар ăшĕ шыçсан. Çур стакан ăшă шыва çĕрулми çеçкин настойкине 20 тумлам хушмалла. Шĕвекпе çăвара ирхине тата каçхине чÿхемелле.

Кариесран сипленме. Шăл пасти çине 3-5 тумлам настойка тумлатса шăл тасатмалла. Процедурăна ирхине тата каçхине тумалла.

Герпес, пÿрлĕ шыçă чухне, ÿте кастарсан. Настойкăра йĕпетнĕ марльăна сиенленнĕ ÿт çине хумалла, çыхăпа çирĕплетмелле. Каçхине çĕнĕ çыхă хумалла, ирхине илмелле.

Ыратакан тĕле мамăк тампонпа çеçке настойкине сĕрмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Подагра, радикулит, артроз, артрит тертлентерсен. Çĕрлене хирĕç настойкăпа ыратакан тĕле сăтăрмалла, çăм япалапа чĕркесе çыхмалла, çаплах çĕр каçмалла.

Пĕрремĕш процедура хыç­çăнах ыратни лăпланать.

Экземăпа, дерматитпа чирлесен. Сиенленнĕ ÿте настойкăра йĕпетнĕ мамăкпа сăтăрмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.