УЛШĂНСА ТĂРАТЬ

27 Ака, 2016

Çуркунне вĕрĕлекен чирсен шутне час-часах аллергие, вар-хырăм, сыпă чирĕсене, радикулита кĕртме хăнăхнă. Анчах гипертони те çак йĕркерех пулма пултарать. Шăпах çуркунне юн пусăмĕ улшăнса тăрас хăрушлăх ÿсет. Кунта çанталăк тата иммунитет вăйсăрланни айăплă. Унсăр пуçне — витаминсен çитменлĕхĕ аталанни. Диетологсем рациона юн пусăмне йĕркере тытса тăма пулăшакан витаминсемлĕ çимĕçсем кĕртме сĕнеççĕ.

А витамин юн çаврăнăшне лайăхлатать. Унăн çăлкуçĕ: шпинат çулçи, салат çулçи, кăшман, кишĕр, симĕс сухан, томат, кăшкар ути, петрушка, хĕвелçаврăнăш тĕшши, услам çу, çăмарта сарри, тинĕс çимĕçĕсем, треска пĕверĕ.

С витамин юн тымарĕсен пи­çĕлĕхне ÿстерет. Унăн çăл­куçĕ: шăлан çырли, томат, кăшкар ути, шпинат, цитруссем, шурă тата тĕслĕ купăста, хĕрлĕ тата хура хурлăхан, крыжовник, симĕс тата пуçлă сухан, вăрман çырлисем пурте, çулçăллă пахча çимĕç, панулми, ананас, киви. Гипертониксене С витамин талăкне 500 миллиграмм кирлĕ.

Е витамин венăсемпе артерисене кислородпа тивĕçтерме пулăшать. Унăн çăлкуçĕ: тип çу, мăйăр, пăрçа йышшисем, тĕшĕллисем, пĕвер, çăмарта сарри, сĕт.

Р витамин вĕтĕ юн тымарĕсем патракланассине чакарать. Унăн çăлкуçĕ: хурлăхан, уйрăмах хури, хура çырла, шур çырли, черешня, иçĕм çырли, хура пилеш, чие, шăлан çырли.

В1 витамин нерв тытăмне, мышцăсене, çав шутра чĕре мышцине те, йĕркеллĕ ĕçлеме витĕм кÿрет. Унăн çăлкуçĕ: арахис, шалча пăрçи, аçтăрхан мăйăрĕ, сĕлĕ тата хуратул кĕрпи, куккурус тĕшши, ыраш, тулă, пыл.

В3 витамин юн тымарĕсене сарать, юн кĕвелессине чакарать. Унăн çăлкуçĕ: пăрçа йышшисем, пĕвер.

В6 витамин ытлашши шĕвеке кăларать. Унăн çăлкуçĕ: çĕрулми, куккурус, купăста, пăрçа йышшисем, хуратул, вир кĕрпи, банан, аçтăрхан мăйăрĕ, пĕвер, какай, пулă, сĕт.

В12 витамин холестерин ылмашăнăвне витĕм кÿрет. Унăн çăлкуçĕ: ĕне ашĕ, ÿпке-пĕвер, сысна, пăру какайĕ, треска, сельдь, камбала, сыр, çăмарта сарри, çуллă тăпăрчă, çăра сĕт /сливки/, кефир, çуллă хăйма, сĕт, иçĕм çырли, хура çырла, финик, петрушка, типĕ хура слива.

Пĕлтерĕшлĕ! Юн пусăмне йĕркере тытса тăма организмра микроэлементсемпе çуллă йÿçексем кирлĕ. Рациона Омега-3 çуллă йÿçексемпе пуян мăйăр, тип çу, хĕвелçаврăнăш тĕшши, çуллă пулă кĕртмелле.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.