Кашни пахчаçă кăштах экспериментçă та иккенне пурте пĕлетпĕр. Кам тĕрлĕрен пахчаçимĕç, кăмăла кайнă çĕнĕ чечек акса-лартса пăхман? Туяннă арпус, дыня вăррине те чылайăшĕ акса пăхнах пулĕ.
Ака кăмпи /сморчки/ - çуркунне чи малтан тухакан çиме юрăхлă кăмпа. Ăна хăшпĕр çĕрте кăтра кăмпа теççĕ. Пĕлсе хатĕрлесен çак кăмпа питĕ тутлă. Анăçри çĕршывсенче ăна деликатес йышне кĕртеççĕ.
Иртнĕ ĕмĕрте çурт-хуралтăна йывăçран /пĕренерен/ тата кирпĕчрен ытларах хăпартнă пулсан, /каярах керамзитобетон блоксенчен витесем тăватчĕç/, халĕ вара çурт-йĕр тумалли çĕнĕ технологи аталанса вăй илсе пыни куçкĕрет.