-Асанне, асанне, хама канăç паманни пирки пĕлтерем-ха. Ир те, каç та шухăшлаттарать вăл. Кала-ха, тархасшăн, мĕншĕн юратнă Хĕвел сăнарне ытти ача та калăплать? Эсĕ ăна мана шанса панă-çке.
Ку шкулта спортпа туслă ача чылай. Вĕсенчен пĕри - саккăрмĕш класри Диана Табакова. Яваплăскере шкулти хĕрсен волейбол ушкăнĕн капитанĕ пулма шаннă. Ку тивĕçе вăл ăнăçлăн пурнăçласа пырать.