Комментари хушас

21 Ака, 2016

Пире те парăр-ха роль...

-Асанне, асанне, хама канăç паманни пирки пĕлтерем-ха. Ир те, каç та шухăшлаттарать вăл. Кала-ха, тархасшăн, мĕншĕн юратнă Хĕвел сăнарне ытти ача та калăплать? Эсĕ ăна мана шанса панă-çке. Апла пулсан хĕвел пирки манран ытла пĕлекен те çук. Хĕвел - ир-ирех вăранать, чĕрчунсемпе çынсене ырăлăх парнелет. Ăна пахчара ÿсекен çимĕçсем те юратаççĕ. Эпĕ те вăл сарă хĕвелĕн ăшшипе киленме тăрăшатăп, - пăшăрханчĕ арçын ача.

Вера Федоровна ĕçне пăрахсах мăнукне ыталаса илчĕ, юратса çурăмĕн-чен, пуçĕнчен ăшшăн ачашларĕ.

- Эсĕ пĕр пьесăра Хĕвел пулатăн, иккĕмĕшĕ - тепринче. Ара, хĕвеле сан пекех юратакансем пур. Çавăнпа вĕсем те сцена çинче «хĕвел» пулса курасшăн, халăха самантлăха хавхалану парнелесшĕн, - ăнлантарчĕ асли кĕçĕннине.

- Чăнах, асанне. Кун пирки шухăшламан эпĕ. Хĕвелне ăна пурте юратаççĕ çав. Ун пирки сăввине те нумай пĕлетĕп. Акă итлесем пĕрне, эсĕ вĕрентнине!

Хĕвел, хĕвел, хĕвел, тух,

Хĕветĕре курма тух!

Хĕветĕре пулмасан

Хĕвеклене курма тух! - пÿрт тулли хавассăн янăраттарчĕ сăввине арçын ача.

...Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Вера Федоровна Кузнецова темиçе çул каяллах ача-пăча пукане театрĕ йĕркеленĕ. Паян та ун патне 1-6-мĕш классем кăмăлтан çÿреççĕ. Хăйсемех теттесем çĕлеççĕ, тĕрлĕ спектакльпе таçта та çитеççĕ. Районта, республикăра пĕрре мар палăрнă хас-тарсене ял-йыш кăмăллать.

Сăкăт садикĕнче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă хыççăн Вера Федоровнăна пĕчĕккисем канăç памаççĕ. Богдан Кузнецова кура ăна пурте юратса асанне тесе чĕнеççĕ çитменнине!

- Асанне, асанне! Эсĕ пире хăçан роль валеçсе паратăн? Пирĕн те питĕ артист пулас килет вĕт-ха, - йăлăнаççĕ пĕр-пĕрне пÿле-пÿле.

- Ан пăшăрханăр, пĕрремĕш класа çÿреме тытăнсанах сире те хамăр йыша илĕпĕр, - йăл кулса та ăшшăн сăмахлать пĕчĕкскерсемпе Вера Федоровна.

Çапла, Вера Федоровнăна мĕн çамрăкранах ача-пăча юратнă, хисепленĕ. Паян та унра ăшăлăх тапса тăнине пурте туяççĕ авă.

Элиза ВАЛАНС.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.