Archive - 9 Ака, 2016 - Хыпар

9 Ака, 2016

Чун ялах туртăнать

Муркаш районĕнчи Ярапайкассинчи Валентина Андреева — пирĕн хаçат тусĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикинче ĕçленĕ. Халĕ мăшăрĕпе пĕрле тăван тăрăхра пурăнать. Шăллĕ тума пуçланă пÿрте çĕклесе лартнă, йĕри-тавра хуралтă çавăрнă вĕсем. Иккĕшĕ те çĕр ĕçне юратаççĕ. Мăнукĕсем хăнана килсен тавралăх ачасен хаваслă куллипе тулать.

9 Ака, 2016

Кукамайпа мухтанатпăр

Манăн кукамай Надежда Павлова Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿель ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Андрей Константинович историпе географи вĕрентнĕ, шкул директорĕнче ĕçленĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă. Суранĕсене пула 1948 çултах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Çакăн хыççăн унăн кукашшĕ тăлăх çемьене Анат Тимĕрчкассине лашапа илсе кайнă.

Кукамай ачаранах тĕрлеме юратнă. Район куравĕнче икĕ павлинлă ÿкерчĕкпе малти вырăн йышăннă вăл. Шкулта чухнех сăвă калассипе тата юрă шăрантарассипе палăрса тăнă.

9 Ака, 2016

Аннесем те... парăма кĕреççĕ

Тăвай район прокуратуринчен килнĕ хыпар тарăн шухăша ячĕ. 42 çулти хĕрарăма çул çитмен ачине пурăнма укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли тивĕçне пурнăçламаншăн айăпланă.

Районти суд приставĕсем палăртнă тăрăх, хĕрарăм 2015 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи пуш уйăхĕчченех ачи умĕнче парăма кĕрсе пынă. Çапла майпа тÿлемелли алимент 80 пин тенкĕрен те иртнĕ.

9 Ака, 2016

"Вести Чувашии", (№ 13 (1481)) от 9 апреля 2016 года.

Указ Главы Чувашской Республики от 4 апреля 2016 года № 34 «О мерах по оказанию содействия избирательным комиссиям в организации подготовки и проведения на территории Чувашской Республики выборов депутатов Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации седьмого созыва, выборов депутатов Государственного Совета Чу

9 Ака, 2016

Лариса Васильевăна хăйĕн пек ĕçчен кин кирлĕ

«Лариса, эсĕ халĕ ялта пурăнать теççĕ», — сăмах пуçараççĕ пĕлĕшсем тĕл пул¬сан. Алла Пугачевăпа Максим Галкин та ачисемпе пĕрле Мускав çывăхĕнчи Грязь ялĕнче хăтлăх тупнă. Мана Çĕрпÿ районĕнчи Тепикасси тăрăхĕ килĕшет: йĕри-тавра уçă сывлăш, кÿршĕсем пăта çапни, тăпăртатни, сасă хăпартса калаçни илтĕнмест.

9 Ака, 2016

Ураскилтри кĕрхи хура каç, е Чăвашăн юн шайĕнчи тавăрăвĕ çинчен

Хисеплĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат ĕçченĕсем!

Сирĕн пата Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕнчен куççуль витĕр çыратăп. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче пирĕн çемьене калама çук пысăк хуйхă пырса çапрĕ, пĕр кунра икĕ ывăла çухатма тиврĕ. Пĕри пурнăçран уйрăлчĕ, теприне айăпсăрах хупса лартрĕç. Аслă суд пуличчен лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма пирĕн тăрăха пырса кайсан тата çак çырăва хаçатра пичетлесен питĕ аванччĕ.