Чун ялах туртăнать
Муркаш районĕнчи Ярапайкассинчи Валентина Андреева — пирĕн хаçат тусĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикинче ĕçленĕ. Халĕ мăшăрĕпе пĕрле тăван тăрăхра пурăнать. Шăллĕ тума пуçланă пÿрте çĕклесе лартнă, йĕри-тавра хуралтă çавăрнă вĕсем. Иккĕшĕ те çĕр ĕçне юратаççĕ. Мăнукĕсем хăнана килсен тавралăх ачасен хаваслă куллипе тулать.
Валентина Ивановна çамрăк чухнех тĕрленĕ. Хулари хваттерне те, ялти çуртне те тĕрĕ-эрешпе хăтлăлатнă хĕрарăм. Вырăн таврашĕ уйрăмах хитре. Çак илем яланах куçа туртĕ. Кашни пÿлĕмрех — тĕрленĕ картинăсем.
Пушă вăхăтра Валентина Андреева юрлама çÿрет. Ушкăнпа тĕрлĕ уява хутшăнаççĕ вĕсем.
Марина ГРИГОРЬЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас