Лариса Васильевăна хăйĕн пек ĕçчен кин кирлĕ

9 Ака, 2016

«Лариса, эсĕ халĕ ялта пурăнать теççĕ», — сăмах пуçараççĕ пĕлĕшсем тĕл пул¬сан. Алла Пугачевăпа Максим Галкин та ачисемпе пĕрле Мускав çывăхĕнчи Грязь ялĕнче хăтлăх тупнă. Мана Çĕрпÿ районĕнчи Тепикасси тăрăхĕ килĕшет: йĕри-тавра уçă сывлăш, кÿршĕсем пăта çапни, тăпăртатни, сасă хăпартса калаçни илтĕнмест. 50 сотка пахча пур, дачăна та пăрахман, ĕçле — ан ÿркен кăна. Пахчаçимĕç лартатпăр. Калчине те хамах çитĕнтеретĕп. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тытатпăр. Çавăнпах хими тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç çисе пурăнатпăр. Пирĕн ял Шупашкартан аякра мар», — пуçларĕ калаçăва Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Лариса Васильева.

Тăван кил вучахне сÿнме паман вĕсем. Амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлсан яла куçнă, кил-çурта çĕнетме пуçланă, çĕр çинче ĕçлеме çĕнĕ йышши техника туяннă.

Мăнуксемпе йăпанать

— Çут тĕнчене «çĕн кайăк» килни — пысăк савăнăç. Çакă — чăн пуянлăх. Мăнуксем асламăшĕн пурнăçне хăйне евĕрлетрĕç-и?

— Çапла пулмасăр! Кĕçĕн ывăл Михаил Йошкар-Олари çар оркестрĕнче ĕçлет. Вăл — çемьеллĕ. Икĕ мăнук манăн. «Мăнуксене ачасенчен те ытларах юрататпăр», — тенине çынсенчен илтнĕ-ха, çапах çакна ăнлансах çитеймен. Халĕ хам та туйса куртăм. Хамăн ачасем çитĕннĕ вăхăтра вĕреннĕ те, ĕçленĕ те... Тĕпренчĕксене вăхăт çителĕклĕ уйăрайман та пуль.

Илья 9 уйăхра кăна-ха. Виççĕри Вадим хăнана килсен мана кукăль пĕçерме пулăшать. «Ĕçе вĕрентĕрех», — тетĕп ăшра. Асламăшĕн апат-çимĕçне çав тери юратса çиет вăл.

Пĕчĕкскерсене пĕрмай курас килет. «Мăнуксене скайппа кăтартăр-ха», — ыйтатăп тунсăхласа çитсен.

Кĕçĕнни çуралсан аслине пăхма пулăшнăччĕ. Иксĕмĕр утă тавăрма çÿреттĕмĕр. Пысăк кĕреплепех ним мар ĕçлеме хăнăхрĕ.

Асли Леонид Мускавра пурăнать, халь­лĕхе авланман. «Мăшăр тума хам пек ăшă кăмăллă, ĕçчен хĕр шыра», — тенĕччĕ ăна. «Анне, сан пеккине тупаймарăм-ха», — каласа хăварчĕ иртнинче килсен.

— Юратнă мăшăру Юрий Васиянович хĕрарăм кăмăлне тупма пĕлет-и?

— Çемьере пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнмалла. Мăшăр ирех тăрса ĕçе пуçăнать. Камаз рулĕ умне лариччен выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма та, витере тасатса хăварма та ĕлкĕрет.

Тепĕр чухне хăйĕнпе пĕрле ĕçмешкĕн ман валли чей хатĕрлени те кăмăллă.

Мăшăрăн алли ылтăн. Дачăра унăн акăшĕсем таçтанах курăнаççĕ. Ялта вутăш-кайăк ăсталарĕ. Вăл хĕвел çинче çуталса-йăлкăшса ларать. Мăнуксем валли вылямалли вырăн туса пачĕ. Ăна сăрласа илемлетрĕмĕр. Кăçал чуччу çакасшăн.

Ĕçлесе ывăннă хыççăн душ айĕнче çăвăнма та, канма та пĕтĕм услови пур.

Юрлас килет...

— Пултарулăх çынни сцена пурнăçне хăнăхать теççĕ. Мĕнпе илĕртет-ши вăл?

— Эпĕ Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕрремĕш курсра пĕлÿ илнĕ вăхăтра çемье çавăрнă, ача çуратнă. Кайран татах йыш хушăнчĕ пирĕн. Леонид шкула пĕрремĕш класа кайсан тин иккĕмĕш курса куçрăм. Унччен няньăра, бухгалтерта ĕçлерĕм.

Декрет отпускĕнче хампа пĕрле вĕреннĕ юрăçсене — Стас Владимирова, Антонина Красновăна...— телевизорпа курсан куççуль юхса анатчĕ. «Мĕн пулчĕ?» — ыйтатчĕ пĕрремĕш упăшка. «Юрлас килет...» — теттĕм.

Чун канăçне тупас тесе Çĕнĕ Шупашкарти Химиксен культура керменне Валентина Карыстинăн хорне çÿреме пуçларăм. Кайран Елена Соловьевăпа пĕрле ĕç шыраса филармоние çитсе килме шухăш тытрăмăр. Ун чухне сцена ăстисем гастроле кайма хатĕрленетчĕç те пире итлесе пăхма вăхăт пулмарĕ.

Пĕр кун мана, бухгалтера, ĕç телефонĕ патне чĕнсе илчĕç. Филармонирен Виталий Гордеев шăнкăравлать, юрланине итлесе пăхасшăн. Тепĕр кун тулли кăмăлпа тĕлпулăва вĕçтертĕм. «Питĕ килĕшрĕн», — терĕ мана итлесен. Мĕнле кĕтнĕ çав саманта... Аса илсен çаплипех çурăм тăрăх сивĕ тар чупать.

Бухгалтер ĕçне пăрахмасăрах филармоние репетицие çÿрерĕм. Ĕçтешсем те юрланине юрататчĕç. Апат вăхăтĕнче кукăль çиме ларсан та мана сăмах паратчĕç. «Хамăр чăвашла пĕлместпĕр, апла пулин те чăваш юрри чуна витерет», — тетчĕç вырăссем. Кайран, ĕçрен кайма ыйту çырсан, парнесемпе ăсатса ячĕç вĕсем мана.

«Çак вăхăтра санăн сасă вăйланнă, çирĕпленнĕ», — музыка училищинче иккĕмĕш курса куçсан педагогсем те хавхалантарчĕç. Диплом иличченех вĕреннĕ вăхăтра ĕçлерĕм те. Пĕлĕве тарăнлатма консерваторие ярасшăнччĕ. Ачасемпе ăçта кайăн? Пурпĕрех лăпланмарăм, аслă шкула вĕренме кĕтĕм.

— Лариса Васильевăна вăрăм çÿçĕнчен тÿрех палласа илме пулать. Çÿçе кĕскерех кастарас килмен-и?

— «Ялта ахаль те ĕç нумай, çÿç пăхма та вăхăт кирлĕ» тесе пĕрре парикмахерские кĕрсе кайрăм. «Вăрăм çÿç — хĕрарăм илемĕ, унран та ытла санăн имидж», — терĕ унти специалист. Чăнах та çапла вĕт!

— Тем тесен те сцена çыннине куракансен-итлекенсен юратăвĕ çунатлантарать.

— Чĕрĕ сасăпа юрлани халăхпа çывăхлатать. Нумаях пулмасть Интернет урлă çитмĕлти пĕр хĕрарăмпа паллашрăм. «Эсĕ юрланине илтсен пĕрре шăнтса пăрахать, тепре вĕрилентерсе ярать. Ятарлă пĕлÿ илни тÿрех паллă. «Опера артистки мар-и?» — тенĕччĕ малтан», — чунне уçса çырать вăл. Халĕ манăн концерта пыма ĕмĕтленсе пурăнать.

Окоп çывăхĕнчи концерт

— «2000 çулта Чечен Республикине кайса килнĕшĕн Лариса Васильевăна хваттер панă», — çакнашкал сас-хура сарăлнăччĕ халăхра. Пурăнмалли кĕтеспе чăнахах тивĕçтерчĕç-и?

— Ахаль калаçаççĕ. Унта укçа-тенке хапсăнса е хваттер илессишĕн кайман, ыркăмăллăх концерчĕсем йĕркеленĕ.

Пĕрре Çĕрпÿ районĕнчи яла концерта кайнăччĕ. Çав тăрăх çынни калаçу пуçарчĕ манпа, Çурçĕр Кавказра юрланине аса илтерчĕ. «Пирĕншĕн, чăваш салтакĕсемшĕн, вăрçă кĕрленĕ вырăна чăваш юрăçи килсе кайни тĕлĕнтермĕш пулнă. Мĕнешкел хытă савăннăччĕ эпир. Пĕрле юрларăмăр, ташларăмăр», — хăпартланса каласа кăтартнăччĕ вăл.

Чăваш Республикинчи 3997-мĕш çар чаçĕнче те темиçе хутчен концерт кăтартнă. Кайран тĕл пулсан çĕршыв хÿ­тĕлевçисенчен пĕрре мар тав сăмахĕ илтнĕ.

— Çапах çапăçу хирне тухса каясси хăратман-и?

— Ун чухне Александр Самакин предпринимательпе пĕрле ĕçлеттĕмĕр. Чечен Республикине концертпа кайса килме вăл сĕнчĕ. Ташлакансем, тепĕр юрăç çула тухма килĕшмерĕç. «Пирĕн пурăнас килет», — терĕç. Эпĕ ачасене яла леçрĕм, Çурçĕр Кавказа тухса кайни пирки аннене те каламарăм.

Шали, Гудермес, Аргун тăрăхĕсенчи çар чаçĕсене çитнĕ. Аргунра окопсем патĕнче юрланă. Кам пĕлет, тен душмансем винтовкăпа тĕлленĕ мана çав самантра? «Пурăнтăрах чăваш пики», — çапла шухăшлама та пултарнă вĕсем.

Çурма ишĕлнĕ çуртсене куç умне кăларсан халĕ те чун çÿçенет. Унта та çынсем пурăнатчĕç.

Мускава — хăнана

— XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççей тĕп каналĕпе кăтартакан кăларăмсене Лариса Васильева юрăç хутшăннишĕн те савăннă эпир.

— “Русское лото” кăларăмра тăватă хутчен юрланă. Ертÿçипе мĕнле паллашнине каласа кăтартас-и? Михаил Борисов вăйă выляттарма Шупашкара килнĕччĕ. “Олимпийский” стадиона халăх кĕрсе вырнаçиччен 20 минут юрлама ыйтнăччĕ. 20 минутлăх мар, 1 сехетлĕх концерт кăтартрăмăр. Çакăн хыççăн Михаил Борисов Мускава пымашкăн чĕнсе хăварчĕ.

Çак кăларăмрах Дмитрий Маликов юрăçпа паллашрăм. Ăна тĕрĕллĕ чăваш çи-пуçĕ питĕ килĕшрĕ.

— Эсĕ хăна пăхма юратнине пĕлетĕп.

— Нумаях пулмасть Вера Кузьминапа тĕл пултăмăр. Зинаида Вороновăпа иккĕшĕ калаçса лармалла, мунча кĕмелле дачăна пынăччĕ. Ăна яла куçни пирки каласа кăтартрăм, хăнана чĕнтĕм. Вăл та маншăн хĕпĕртерĕ.

Унпа сехет тĕрĕслеме пулать

— Ырă кăмăллă çын нумай-и пирĕн йышра?

— Пĕри, сăмахран, ватăсене парне парать. Тепри ял-хулана илем кÿрес тесе хăйĕн тÿпине хывать. Эпир, юрăçсем, ыркăмăллăх концерчĕсемпе тĕрлĕ çĕре çитетпĕр.

— Лариса Васильевăн концерчĕсем мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

— Сцена çинче яланах чĕрĕ сасăпа чунран юрлатăп. Куракансем вырăнтан тăрса ташлаççĕ е манпа пĕрле çаврăм хыççăн çаврăм шăрантараççĕ.

Пирĕн тăрăхра кашни кун тенĕ пекех концерт кăтартаççĕ. Чăваш юрришĕн тунсăхлани республика тулашĕнче питĕ сисĕнет.

— Мăшăрун юратнă апатне пĕлес килет.

— Вăл салма яшки килĕштерет. Çак апата пĕçерме ятарласах серте шăнтса хуратăп. Вĕлтĕренпе те, симĕс купăста çулçипе те тутлă вăл.

Вучах яшки те пĕçеретпĕр. Ăна тăвансем те, юлташсем те юратса çиеççĕ.

— Çыннăн кăмăлне хуçма нумай та кирлĕ мар...

— Сăмах тытайман çынсене ăнланса çитерейместĕп. Тĕслĕхрен, тĕлпулăва вăхăтра çитеймеççĕ. “Санпа сехет тĕрĕслеме пулать”, — теççĕ вара мана лайăх пĕлекенсем. Сăмах патăн тăк — пурнăçлама тăрăшмалла.

— Хĕрарăм чечек юратать...

— Эпĕ çăвĕпе çеçке çуракансене, явăнса çитĕнекенсене ытларах килĕштеретĕп. Кил таврашне чечек те хăтлăх кĕртет.

Манăн çывăх юлташсем пур. Вĕсем кашни концерта пысăк чечек çыххипе тата мана халалланă çĕнĕ сăвăсемпе пыраççĕ.

— Урамра çынсем палласа илни хавхалантарть-и е никам та пĕлмесен лайăхрах-и?

— Нумаях пулмасть хăва хуллинчен çыхнă карçинкка туянма пасара кайрăмăр. “Курăр-ха, Лариса Васильева килнĕ. Вăл юрланине телевизорпа курса савăнатăп”, — тет пĕр сутуçă халăх илтмелле. Хăш чухне аванмарланатăп та. Палласа илсен хак чакаракан та пур.

— Эсĕ — телейлĕ хĕрарăм...

— Паллах. Шухăшлани пурнăçланса пырать. Мĕн кирли — савнă мăшăр, юратнă ачасем, куç тулли мăнуксем — пур. Пурнăçра савăнăç нумайрах.

Лариса Васильева шăпах паян хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Ăна юлташĕсем, çывăх çыннисем саламласа ăшă сăмахсем калаççĕ. Эпир те, “Чăваш хĕрарăмĕн” ĕçченĕсем, саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Лариса Васильева ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Агрегат заводочĕн культура керменĕнче юбилей концерчĕ йĕркелет. Уяв 18 сехет те 30 минутра пуçланать.

 

Марина ТУМАЛАНОВА

калаçнă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.