Archive - 15 Ака, 2016 - Хыпар

15 Ака, 2016

Ÿсĕм курăмлă

- «Химпром» пĕлтĕрхи çула ÿсĕмпе вĕçлерĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра предприятин производство кăтартăвĕсем 30 процента яхăн пысăкланнă. Продукци сутăнать, шалу хăпарать, налук тÿлеççĕ, рабочисем кăмăллă... Пур енчен те уçă предприяти, кунта «вăрттăн» схемăсемпе ĕçлемеççĕ. Аталанăва инвестици хывма хăрамаççĕ. Малашне те çакнашкал пуласси иккĕлентермест, - çапла хак пачĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» обществăна.

15 Ака, 2016

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта та

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Дмитрий Рогозин ертсе пынипе виçĕмкун Шупашкарта курав мелĕпе иртнĕ конференцие хутшăнчĕ.

15 Ака, 2016

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта та

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Дмитрий Рогозин ертсе пынипе виçĕмкун Шупашкарта курав мелĕпе иртнĕ конференцие хутшăнчĕ.

Д.Рогозин 2020 çулччен пур регионта та техника хатĕрĕсен "Хăрушлăхсăр хула" комплексне ĕçе кĕртессине пĕлтерчĕ, çакă çĕршыв тулашĕнчи лару-тăру çивĕчленнипе çыхăннине палăртрĕ. Комплекса чи малтан футболла выляссипе 2018 çулта тĕнче чемпионачĕ иртекен хуласенче вырнаçтараççĕ. Чăваш Республикинче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисене суйланă.

15 Ака, 2016

Сергей АРТАМОНОВ: Йывăрлăхсенчен вăйланса тухăпăр!

Ял çыннисем уй-хир ĕçĕсене пуçăнчĕç. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем паян техникăна юсас, вăрлăх хатĕрлес, ăна имçамлас, минерал удобренийĕсем, çунтармалли-сĕрмелли

15 Ака, 2016

Вице-премьер должноçĕнчен хăтарнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче кăларнă 36-мĕш указĕпе Алла Салаевăна урăх ĕçе куçнă май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕн должноçĕнчен хăтарнă.

15 Ака, 2016

Ял-хулана çž/п-çапран тасататпăр

Çанталăк çу уйăхне аса илтерет - хĕвеллĕ те ăшă тăрать. Юр кайнине сиссе те юлаймарăмăр. Çут çанталăк чĕрĕлни, йывăç-тĕм ешĕл тум тăхăнас вăхăт çывхарни савăнтарать, чĕрере ырă туйăм çуратать.

15 Ака, 2016

Элла Памфилова: «Финанс тĕрĕслевĕ «вăрттăн тупăша» пытаракан кандидатсене тупса палăртма пулăшĕ»

Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн ака уйăхĕн 6-мĕшĕнчи ларăвĕнче РФ Тĕп банкĕн «Кредит организацийĕсем, реестр тытса тăракансем, Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссине пăхăнакан депозитарисем, Раççей Федерацийĕн суб<екчĕсен суйлав комиссийĕсем депутат тата суйланакан ытти должноç кандидачĕсен, вĕсен мăшăрĕсен тата çул çитмен ачисен тÿлев шучĕсем, вклачĕсем, хаклă хучĕсем çинчен калакан кăтартусене ыйтса илмелли йĕрке, çавăн пекех кредит организацийĕсем, реестр тытса тăракансем тата депозитарисем тивĕçлĕ ыйтусене хуравламалли йĕрке тата

Pages