Комментари хушас

15 Ака, 2016

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта та

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Дмитрий Рогозин ертсе пынипе виçĕмкун Шупашкарта курав мелĕпе иртнĕ конференцие хутшăнчĕ.

Д.Рогозин 2020 çулччен пур регионта та техника хатĕрĕсен "Хăрушлăхсăр хула" комплексне ĕçе кĕртессине пĕлтерчĕ, çакă çĕршыв тулашĕнчи лару-тăру çивĕчленнипе çыхăннине палăртрĕ. Комплекса чи малтан футболла выляссипе 2018 çулта тĕнче чемпионачĕ иртекен хуласенче вырнаçтараççĕ. Чăваш Республикинче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисене суйланă.

Республика тĕп хулинче - 2 пине яхăн видеокамера. 1000-шне - çурт картишĕсенче, 800-шне - вĕренÿ учрежденийĕсенче, ыттине общество вырăнĕсенче вырнаçтарнă.

Мероприятие РФ МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов, ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăнчĕç. Михаил Игнатьев курав конференцине пĕтĕмлетнĕ май вĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене татса пани хула халăхне лăпкăрах туйма май парассине палăртрĕ.

В.ВАСИЛЬЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.