Комментари хушас

15 Ака, 2016

Ÿсĕм курăмлă

- «Химпром» пĕлтĕрхи çула ÿсĕмпе вĕçлерĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра предприятин производство кăтартăвĕсем 30 процента яхăн пысăкланнă. Продукци сутăнать, шалу хăпарать, налук тÿлеççĕ, рабочисем кăмăллă... Пур енчен те уçă предприяти, кунта «вăрттăн» схемăсемпе ĕçлемеççĕ. Аталанăва инвестици хывма хăрамаççĕ. Малашне те çакнашкал пуласси иккĕлентермест, - çапла хак пачĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» обществăна.

Ĕнер республика ертÿçи «Химпром» АУО тата «Перкарбонат» АО ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Хальхи вăхăтра «Химпром» республикăшăн та, Çĕнĕ Шупашкаршăн та - пысăк пĕлтерĕшлĕ предприяти. Вячеслав Курсаков управляющи директор каланă тăрăх - кунта 150 ытла тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ. Тавар хамăр çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те ăнăçлă сутăнать. Çавăн пекех «Химпром» Раççейри чи пысăк производствăна - водород перекиçне туса кăларассине - аталантарать. Предприятире производство калăпăшне ÿстерме палăртнă, çавна май çĕнĕ площадка уçма йышăннă. Хальхи вăхăтра унта строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Тĕп инженер Вячеслав Восковых çирĕплетнĕ тăрăх - проект хута кайсан çулталăкра 95000 тонна водород перекиçĕ кăларма тытăнĕç.

«Перкарбонат» обществăна 2000 çулта никĕсленĕ. Кунта капсулăллă натри перкарбонатне туса кăлараççĕ. «Пирĕн продукци ют çĕршывринчен пĕрре те кая мар. Унпа кĕпе çумалли порошок, отбеливатель, тасатакан ытти хатĕр туса кăларакан пысăк предприятисем, пир-авăр, целлюлозăпа хут, хими промышленноçĕнче анлă усă кураççĕ», - пĕлтерчĕ обществăн техника директорĕ Виктор Курманов.

Производствăпа паллашнă хыç­çăн Михаил Игнатьев предприятири çамрăксемпе, ветерансен канашĕн хастарĕсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

В.БАГАДЕРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.