Вице-премьер должноçĕнчен хăтарнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче кăларнă 36-мĕш указĕпе Алла Салаевăна урăх ĕçе куçнă май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕн должноçĕнчен хăтарнă.

Правительствăна Алла Леонидовна Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн должноçĕнчен ЧР Пуçлăхĕн иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнчи суйлавĕ хыççăн куçнăччĕ. 1979 çулта çуралнă çамрăк вице-премьер Министрсен Кабинетĕнче социаллă пурнăçпа экономика блокĕн ыйтăвĕсемшĕн яваплă пулнă. «Урăх ĕçе» ăçта куçать - уçăмлă мар. Тĕп хула администрацине каялла таврăнасси пирки калаçкалаççĕ те - ку хальлĕхе сас-хура кăна-тăр.

Н.ДМИТРИЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.