Archive - 20 Ака, 2016 - Хыпар

20 Ака, 2016

ИНСУЛЬТ ХЫÇÇĂН

1. Калаçăва йĕркене кĕртме çур стакан пыла çур стакан сухан сĕткенĕпе хутăштармалла. Холодильникре упрамалла. Кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

2. Ал-ура чĕтресен сиплĕ саламат курăкĕн /купена аптечная/ 100 грамм тымарне вĕтетмелле, çур литр шурă эрехе ямалла, 10 кун тĕттĕм ăшă вырăнта лартмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1 апат кашăкĕ настойкăна сĕтпе сыпса ĕçмелле. Çак настойкăпах сиенленнĕ ал-урана сăтăрмалла, унтан ăшă чĕркенсе выртмалла.

20 Ака, 2016

ÇĂМĂЛЛĂХ КŸРЕÇÇĔ

Сапаланчăк склерозпа /рассеянный склероз/ аптракансене çăмăллăх кÿрекен халăх рецепчĕсемпе паллаштарма ыйтатăп.

Петр ЦВЕТКОВ.

Шупашкар.

Халăх медицини склерозпа чирлĕ çынсене рациона хура пилеш, тăпăрчă, хĕрен, петрушка, панулми, шăлан çырли, хăмла çырли, абрикос, гранат, барбарис кĕртме сĕнет. Кашни ир выç хырăмла пĕр стакан вĕри шыв ĕçни юн тымарĕсене тасатма, организмран шлаксене кăларма пулăшать.

20 Ака, 2016

МĔНЛЕ СĔТКЕН КИЛĔШЕТ?

Çын кăмăл-туйăмĕ, тыткаларăшĕ мĕнлине палăртма психологсем экспресс-тест ирттерме сĕнеççĕ.

Панулми сĕткенне ки­лĕштеретĕр-и? Эсир тăрăшуллă, шухăш-кăмăлăр консервативлăрах, ĕлĕкхине ытларах хаклатăр.