ЧĔР СУХĂРĂН СИПЛĔ ХĂВАЧĔ

20 Ака, 2016

Чĕр сухăр /живица/ - лăсăллă йывăç хуппине кассан юхакан сăмала евĕр шĕвек. Сиплевре час-часах хыр тата кедр сухăрĕпе усă кураççĕ.

Ăна хатĕрлеме ансат: лăсăллă çамрăк йывăçăн хулăн туратне тĕпĕ тĕлĕнчен асăрханса кăшт касмалла та юхма пуçланă сухăрне савăта пухмалла. Савăта хупăлчапа çăтă хупса сивĕрех тĕттĕм вырăнта упрамалла. Усă курас умĕн сухăрăн пĕрре ĕçме кирлĕ виçине кăштах вĕри шыв хушма юрать.

Иммунитета çирĕплетме. Чĕр сухăра морозильнике хурса шăнтмалла та вĕтĕ теркăпа хырмалла. Кунне 2 хут апат хыççăн пĕр сехетрен 1-ер чей кашăкĕ çимелле.

Ÿт чирĕсенчен. Шыв хушса ирĕлтернĕ чĕр сухăра сиенленнĕ ÿте сĕрмелле, çиеле тăватă хут хуçлатнă бинт хумалла, çыхăпа çирĕплетмелле. Çаплах çĕр каçмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен, икĕ эрнерен пуçласа икĕ уйăх таран.

Ÿте пĕçертсен. Пĕр виçепе илнĕ чĕр сухăра, сырлан /облепиха/ çăвне, ирĕлтернĕ сысна ăш çăвне хутăштармалла. Пиçсе кайнă ÿте çак маçа кунне 3-4 хут сĕрмелле. Курс - сываличчен.

Вар-хырăм шыçса чирлесен. Кашни ир выç хырăмла çур чей кашăкĕ чĕр сухăра ĕмсе çăтмалла. Е ăна çăкăр татăкне сĕрсе çимелле.

Сыпăсем ыратсан. Чĕр сухăра, шурă эрехе, олива çăвне пĕр виçепе илсе хутăштармалла. Пĕр эрнене ăшă вырăна лартмалла. Çак хутăшпа ыратакан сыппа кунне темиçе хут сăтăрмалла.

Кедр бальзамĕ

Кедр чĕр сухăрĕ пахалăхĕпе хырăннинчен пĕртте кая мар. Бальзам хатĕрлеме ăна час-часах йĕтĕн е олива çăвĕпе хутăштараççĕ.

Çур стакан çăва 2,5 чей кашăкĕ чĕр сухăрпа хутăштармалла, 50 градуса çити ăшăтмалла та лайăх пăтратмалла. Бальзам тута çуркалансан, операци хыççăнхи çĕвве ÿт илме, йĕпе экземăран пулăшать. Ăна мамăк тампонпа кунне темиçе хут сĕрмелле.

Шăнса пăсăлнинчен, вирус инфекцийĕнчен сипленме бальзама кунне 4-10 тумлам ĕçме тата унпа ингаляци тума сĕнеççĕ. Унпа кăкăра сăтăрма /пĕр виçепе пихта çăвĕпе хутăштарса/ юрать. Çак процедурăна ирхи 3-5 сехетсен хушшинче, ÿпке уйрăмах активлă вăхăтра, ирттерсен лайăх.

Пĕверпе ват хăмпин чирĕсем аптратнă чухне бальзама сĕтлĕ тал пиçен /расторопша/ çăвĕпе хатĕрлеме сĕнеççĕ. 2,5 чей кашăкĕ чĕр сухăра 0,5 стакан çăва ямалла. Бальзампа сылтăм айăк пĕрчи айне пĕвер уйрăмах активлă вăхăтра, ирхи 1-3 сехетсенче, сăтăрмалла.

Арлăх вăйсăрлăхĕнчен сипленме 1 апат кашăкĕ таса чĕр сухăра 1 литр спирта ямалла, тĕттĕм вырăнта 21 кун лартмалла. Кунне 2 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.