Арпус ÿстерсе пăхар-и?

21 Ака, 2016

Кашни пахчаçă кăштах экспериментçă та иккенне пурте пĕлетпĕр. Кам тĕрлĕрен пахчаçимĕç, кăмăла кайнă çĕнĕ чечек акса-лартса пăхман? Туяннă арпус, дыня вăррине те чылайăшĕ акса пăхнах пулĕ.

Кăнтăр енчен тиесе килнĕ дыня е арпус вăррине илсе юлса тепĕр çул акмашкăн кирлĕ мар. Вĕсенчен пирĕн патра пурпĕрех паха пылак çимĕç туса илме май килмĕ.

Пирĕн тăрăхра хăвăрт пулса çитекен сортсем çимĕç ÿстерсе ĕлкĕреççĕ. Пысăк арпус туса илессишĕн ăшталанни те тĕрĕс мар. Кунта ÿстерме юрăхлă арпус сорчĕсем: Подарок северу F1, Подмосковный чарльстон F1, Розовое шампанское F1, Кримстар F1, Сибирские огни. Куратпăр ĕнтĕ, кусем пурте пекех F1 тесе палăртнисем. Эппин, вĕсен вăррине илсе юлсассăн тепĕр çул паха çимĕç илесси пулмĕ. F1 вăрлăха ятарлă хуçалăхсенче специалистсем уйрăм меслетпе туса илеççĕ.

Дыньăн кунта лайăх çитĕнекен сорчĕсем - Золушка, Ирокез, Дубовка. Лайăх çимĕç туса илес тесен арпуса та, дыньăна та калчаран лартмалла. Вĕсем кавăн-хăяр йышĕнчен. Çавăнпа калча тума та пĕр вăхăтрах акмалла. Калчана куршакра 30-35 кун çитĕнтерсессĕн 4-6 çулçăллă пулать - ăна пахчана куçарма вăхăт. Паллах, ирĕке куçарасси çанталăк мĕнле тăнинчен килет.

Хушма çутă калчана кирлех мар. Мĕншĕн тесен ăна ака уйăхĕн вĕçнелле çеç акатпăр, кун тăршшĕ ахалех вăрăм. Тутлăхлă япаласемпе апатлантарни вара пĕлтерĕшлĕ. Ÿсен-тăрана хăвăртрах аталанма пулăшать.

Арпус та, дыня та шăрăхра ÿсекенскерсем. Вĕсене яланах шăварма юрамасть. Тăпра кăпка тата пулăхлă пулмалла. Ăшă шывпа тăпра типнĕ майăн, эрнере пĕр хутчен лайăх ислентерсе шăвармалла.

Çак культурăсене çитĕнтерессинче пĕр уйрăмлăх пур. Арпусăн ама чечекĕсем /çимĕç пулаканнисем/ тĕп хунавра та, туратланса тухнă çеçкере те лайăх аталанаççĕ. Дыньăн тĕп тунинче вара ама чечексем хăвăрт тухмаççĕ, туратланса тухакан çеçкере ама чечексем хăвăртрах тытăнаççĕ. Çавăнпа дыньăн çеçкин тăррине куршакра чухнех 4-5 çулçă тухсассăн татса илмелле. Çакă çеçкене туратланма май парать.

Арпус-дыньăна парника е теплицăна çу уйăхĕн варринче куçарса лартмалла. Ку вăхăтра, паллах, сивĕ çанталăк йăлтах иртсе пĕтмест-ха. Çанталăк сивĕтсессĕн парникри калчана та çиелтен лутрасилпа витмелле.

Ирĕке куçарса лартас пулсассăн сивĕсем йăлтах иртессе кĕтмелле. Çу уйăхĕн вĕçĕнче е çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче хĕвел лайăх ÿкекен вырăна лартмалла.

Арпус, дыня ÿсрĕç тейĕпĕр. Çимĕç пиçсе çитнине епле пĕлмелле-ха? Дыня пиçнине пĕлме ансатрах. Вĕсен çийĕ сарăхать, дыня шăрши аван сисĕнет. Арпус пулса çитнине пĕлме йывăртарах. Çак паллăсене пăхмалла. Çимĕç хуппинчи эрешсен тĕсĕ янкăрланать. Çиелти шуранкă сий вăйсăрланать, пÿрнепе шаккасассăн сасă янăрамасть.

Ĕç йĕркине пĕлсе йĕркелесессĕн пирĕн тăрăхра та пит пысăках мар пулин те, пиçсе çитнĕ тутлă арпус, дыня çитĕнтерме пулать. Вĕсене пăхасси ытти пахчаçимĕçе пăхассинчен кăткăсрах мар.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.