Çĕнĕ стройматериал

21 Ака, 2016

Иртнĕ ĕмĕрте çурт-хуралтăна йывăçран /пĕренерен/ тата кирпĕчрен ытларах хăпартнă пулсан, /каярах керамзитобетон блоксенчен витесем тăватчĕç/, халĕ вара çурт-йĕр тумалли çĕнĕ технологи аталанса вăй илсе пыни куçкĕрет. Çĕнĕ технологипе хатĕрленĕ стройматериалсен пахалăхĕ, чăтăмлăхĕ унчченхисемпе танлаштарсан ним чухлĕ те кая мар. Вĕсем усă курма çăмăл, укçа-тенкĕ енĕпе вара - перекетлĕрех.

Çак меслетсенчен пĕри - пенополистиролбетон, çĕнĕ технологипе хатĕрленĕ стройматериал. Вăл çăмăл, чăтăмлă, ăшă тытать, шăв-шав ямасть.

Вырăнта хатĕрлекен пенополистиролбетон растворĕ уйрăм çынна ытлашши пысăк тăкаксемсĕрех çурт-йĕр хăпартма май парать.

Пенополистиролбетон - портландцемент растворĕпе пĕрчĕллĕ полистирол хутăшĕ. Ăна юлашки 20 çул хушшинче усă курма пуçланă. Материал çирĕп те нумай çул пахалăхлă пулнине тĕрĕслеме çителĕклĕ вăхăт. Тĕрĕслев вăхăчĕ полистиролбетон çурт-йĕр хăпартмалли прогрессивлă материал пулнине кăтартса панă.

Унăн лайăх енĕсем:

l экологи тĕлĕшĕнчен таса - наркăмăшлă япаласем /токсинсем/ бетона тунă чухне те, çуртра пурăннă чухне те тухмаççĕ,

l çурт 100 çула яхăн пахалăхне çухатмасть,

l стенан сывлăш çаврăнăшĕ аван /сывлать/,

l ăшă лайăх тытать, шăв-шав ямасть, çунмасть,

l вăхăт иртнĕçемĕн материал «лармасть».

Пенополистиролбетон стенана пăрапа /перфораторпа/ шăтарма, пăта çапма, касма, саморезка пăрса кĕртме пулать.

Çурт тăвас тесен стенана тÿрех çурт вырăнĕнче хăпартмаллине шута илмелле. Маларах никĕс ярса хатĕрлемелле. Тулаш стенан хулăнăшĕ 40 см кая мар, шалти стенасем 20 см пулмалла. Вите, гараж, сарай стенине ансăртарах тума юрать. Çак бетон урай сарма та юрăхлă.

Никĕс лайăх типнĕ хыççăн стенана хăпартма ятарлă хашаксем /опалубка/ хатĕрлемелле. 1 метра яхăн çÿллĕш хашака никĕс çине çирĕплетсе тăратмалла, унта пенополистиролăн цементлă хутăшне тултармалла. Пĕр талăк типĕтнĕ хыççăн хашака сÿтсе илсе çÿлерех çирĕплетмелле, растворпа тултармалла. Пĕр хутлă çурта çапла майпа 4 кунра çемье йышĕпех хăпартма пулать.

Сÿтмелли хашака хăмаран, профнастилтан, авăнман профильсенчен тума пулать. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн сÿтнĕ хашак кил-тĕрĕшре усă курма юрăхлă.

Хашака сÿтмелле мар, тулаш стенан пичĕ пек те хатĕрлеме пулать. Кун пек чухне каркаса çиелтен илемлĕ металл сайдингран тусан аван. Нÿрĕке тÿсĕмлĕ гипсокартон е тимĕр профиль те тулаш стена пичĕн хашакне юрăхлă.

Хашака сÿтмелле тусан полистиролбетон стенана тулаш енчен штукатуркăлама юрать.

Пĕр кубла метр раствор хатĕрлеме 200 кг яхăн цемент /маркине кура сахалрах е ытларах/, 100 кг таса хăйăр, 10 кг полистирол, 4 кг латекс, 115 кг шыв кирлĕ. Тăваткал метра çакăн çурринчен те сахалрах каять. Укçа çине куçарсан кубла метр - 3500 тенке яхăн, эппин, пĕр тăваткал метр 1400 тенкĕ пулать. Çакă - пĕтĕмĕшле ĕç, хатĕр стена хакĕ. Çурт-хуралтă тума шухăшласан чи малтан ăна мĕнрен тăвассине палăртатпăр. Çĕнĕ технологипе усă курса хăпартакан çурт-йĕр пахалăхĕпе, ĕç калăпăшĕпе, хакĕпе кăсăкланăр, тĕпчĕр.

Çĕнĕ меслетсемпе çурт, вите-хуралтă хăпартса пама пулăшакан ушкăнсем республикăра суйламалăх пур. Çырса кăтартнă меслетпе çурт стенисене мĕнле тунине хăвăр куçпа хаклама, тĕрĕслеме пулать. Тен, хальхи самана сĕнекен çĕнĕ технологи продукцийĕ шăпах сире юрăхлă, меллĕ килсе тухĕ.

Эльвира ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.