ЧӲРЕЧЕ АНИНЧИ ЧЕЧЕК
Пÿртре ÿстерекен чечексен хушшинче сиплĕхĕпе палăрса тăраканни темĕн чухлех. Тĕслĕхрен, алоэне, ылтăн хунава /золотой ус/, каланхоэне илер-ха.
Вĕсенчен сиплĕ шĕвексем хатĕрлесен лайăх. Темиçе уйăх сипленмелле пулсан икĕ-виçĕ эрнерен черетлесе усă курма пулать.
1-1,5 литр банкисене стерилизацилемелле. Пĕрне — çуса вĕтетнĕ алоэ çулçи, теприне — ылтăн хунав, виççĕмĕшне каланхоэ тултармалла. Малтан вĕсене виçĕ кун шăвармалла мар. Тултарнă май çулçăсене кăштах пусармалла — сĕткенĕ чĕртавара хуплама пултартăр. Сĕткенсене хупă савăтсемпе холодильникре упрамалла. Вĕсемпе ÿте пĕçертсе ярсан, кастарсан, чĕртерсен сипленеççĕ. Шăнса пăсăласран хÿтĕленме те, чирлесен сывалма та пулăшаççĕ. Эрнере 1-2 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ шыва 1 апат кашăкĕ сĕткен ярса ĕçмелле.
Шăнса пăсăлсан, ÿслĕкрен. Вĕрекен шыв мунчине лартнă эмальленĕ савăтпа 100 грамм услам çăва ирĕлтермелле. 3 апат кашăкĕ сахăр, вĕтетнĕ пысăк 3 алоэ çулçи хушмалла. 5-8 минутран çулăм çинчен илмелле. Сивĕнсен 3 апат кашăкĕ пыл ярса пăтратмалла. Хупă савăтпа холодильникре упрамалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс — 6-10 кун.
Е 100 грамм услам çăва, 6 апат кашăкĕ сахăра, вĕтетнĕ 3 алоэ çулçине хутăштармалла. Вĕрекен шыв мунчинче 10 минут тытмалла. Çулăм çинчен иличчен 1-2 минут маларах 2 апат кашăкĕ какао хушса пăтартмалла. Сиплĕ хутăша шыв мунчинчен вăл сивĕнсен кăна кăлармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс — 6-10 кун.
Ал-ура валли — сиплĕ крем. 50 грамм медицина вазелинне асăннă ÿсен-тăранран пĕринпе /нимĕрлесе/ хутăштармалла. 15 минута шыв мунчине лартмалла, вĕреме кĕртмелле мар. Крем хатĕр. Ăна холодильникре упрамалла. Алă ÿчĕ типĕ пулсан, çуркалансан крем питĕ лайăх пулăшать. Пĕтсен ăна тепĕр ÿсен-тăранран хатĕрлемелле.
Сиплекен супăнь. Кастрюле иккĕ-виççĕмĕш пайĕ таран супăнь катăкĕсем тултармалла, тепĕр виççĕмĕш пайне — аш арманĕпе авăртнă алоэ çулçи. 1 стакан шыв хушмалла. Вăйсăр çулăм çинче хытиччен пĕçермелле. Сивĕнсен касăксем туса вакламалла.
Пахча ĕçĕсем пуçлансан сиенленнĕ ÿте çак супăньпе тата кремпа витĕмлĕ пулăшма пулать.