Килти аптека

21 Раштав, 2016

КУРĂКРАН - СИПЛĔ ÇУ

Ӳсен-тăранран хатĕрленĕ çусем çемçен, çав вăхăтрах витĕмлĕ сипленипе палăрса тăраççĕ. Виçĕ тĕрлĕ çу рецепчĕсемпе паллаштаратпăр.

Календула

Календулăн 1 апат кашăкĕ типĕ чечекне кĕленче савăта ямалла, çур стакан олива çăвĕ хушса 3 эрне лартмалла, кашни кун пăтратмалла. Сăрăхтармалла. Çăва сивĕ тĕттĕм вырăнта çулталăка яхăн упрама юрать.

27 Ака, 2016

ЧӲРЕЧЕ АНИНЧИ ЧЕЧЕК

Пÿртре ÿстерекен чечексен хушшинче сиплĕхĕпе палăрса тăраканни темĕн чухлех. Тĕслĕхрен, алоэне, ылтăн хунава /золотой ус/, каланхоэне илер-ха.

Вĕсенчен сиплĕ шĕвексем хатĕрлесен лайăх. Темиçе уйăх сипленмелле пулсан икĕ-виçĕ эрнерен черетлесе усă курма пулать.

25 Чÿк, 2015

ТАТА ПУЯНРАХ ПУЛТĂР

Кашни килтех малтанхи медицина пулăшăвĕ пама кирлĕ хатĕрсем пурри иккĕлентермест. Тĕслĕхрен, зеленка, йод, температурăна, ыратнине чакаракан, сунасран сиплекен эмелсем, мамăк, бинт... Çавăн пекех тĕрлĕ лару-тăрура усăллă спирт настойкисенчен тăракан хушма аптечка та кирлех.

Ылтăн тымар