Комментари хушас

21 Раштав, 2016

КУРĂКРАН - СИПЛĔ ÇУ

Ӳсен-тăранран хатĕрленĕ çусем çемçен, çав вăхăтрах витĕмлĕ сипленипе палăрса тăраççĕ. Виçĕ тĕрлĕ çу рецепчĕсемпе паллаштаратпăр.

Календула

Календулăн 1 апат кашăкĕ типĕ чечекне кĕленче савăта ямалла, çур стакан олива çăвĕ хушса 3 эрне лартмалла, кашни кун пăтратмалла. Сăрăхтармалла. Çăва сивĕ тĕттĕм вырăнта çулталăка яхăн упрама юрать.

Унпа çапăнса ыраттарнă, шăйăрттарнă ӳте, тарăн мар сурана сиплеççĕ. 2 сий бинта календула çăвĕнче йĕпетсе сиенленнĕ ӳт çине икĕ сехете хумалла. Унтан çура йĕпетнĕ çĕнĕ бинтпа улăштармалла.

Кун тăршшĕнче процедурăна 5-6 хут тумалла. Курс — сываличчен.

Укроп

Кĕленче банкăна çур стакан тӳнĕ укроп вăррипе çур стакан хĕвелçаврăнăш çăвĕ ямалла. Кашни кун пăтратса пĕр эрне лартмалла. Сăрăхтармалла. Сивĕ тĕттĕм вырăнта упрамалла.

Метеоризмран, апат ирĕлессине лайăхлатма, вар хытнине ирттерме, шăк хăвалама, ват шĕвекĕ кăларма пулăшать. Çăва шывпа 1:10 шайлашупа хутăштармалла.

Кунне 3-4 хут 30-шар миллилитр ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Пĕтнĕк

Вĕтетнĕ типĕ пĕтнĕке /мята/ тип çупа пĕр виçепе хутăштармалла. 37 кун лартмалла. Сăрăхтармалла. Сивĕ тĕттĕм вырăнта упрамалла.

Унпа мышцăсем, сыпăсем ыратсан компресс хурса сипленеççĕ. Пӳлĕм температуриллĕ 1 литр шыва 15 тумлам пĕтнĕк çăвĕ ямалла. Çак хутăшра йĕпетнĕ алшăллине пăрса илмелле те ыратакан тĕле хумалла. Полиэтиленпа витмелле, çăм шарфпа е тутăрпа чĕркесе çирĕплетмелле. Компреса 1 сехет тытмалла.

Унсăр пуçне пĕтнĕк çăвĕпе шăл туни шыçсан пĕр стакан шыва икĕ тумлам ярса çăвара чӳхеме юрать. Пуç ыратсан çăва пĕр стакан шыва виçĕ тумлам хушса тăнлавсене е алă тунине сăтăраççĕ.

Кăкăр хĕртсен çур чей кашăкĕ кефира икĕ тумлам ярса тата шывпа сыпса ĕçни витĕмлĕ пулăшать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.