ХĂВĂРА ЯПĂХРАХ ТУЯТĂР
Апат çинĕ хыççăн хăвăра япăхрах туйма пуçлатăр. Çимĕçĕсем те пахалăхлă, апачĕ те тутлă темелле. Апла-тăк сăлтавĕ мĕнре-ха?
1. Апат хыççăн пуç ыратма тытăнать. Сăлтавĕ икĕ тĕрлĕ пулма пултарать. Чи малтанах, хăш-пĕр çимĕç мигрене хĕтĕртет. Çак шута сыр, шăккалат, кукăль-булка, тĕтĕмленĕ çимĕçсем, алкоголь кĕреççĕ. Вĕсене çинĕ хыççăн пуç ыратнине асăрхарăр пулсан çак çимĕçсене менюран кăлармалла.
Иккĕмĕшĕнчен, апатсен хушшинчи вăхăт ытла вăрăм пулсан та пуç ыратма пултарать, мĕншĕн тесен юн пусăмĕ чакать. Хăвăрт тата нумай çисе лартни ăна тăрук ÿстерет.
Хытă выçсан та тÿрех çисе тултарма ан тăрăшăр, малтан кăшт кăна çырткаласа илĕр. Тĕрĕссипе, кунне 4-5 хут пĕчĕк виçесемпе апатланмалла. Çак йĕркене пăхăнсан апат хыççăн хăвăра яланах лайăх туятăр.
2. Апат хыççăн хырăмра “çавра çил” пуçланать. Тутлă апат çинĕ хыççăн пыршăлăхра газ пухăннин сăлтавĕ чылай. Ытларах чухне ку дисбактериозпа, ват хăмпи сывă маррипе, апат ирĕлтерекен ферментсем туса кăларасси пăсăлнипе çыхăннă.
Çак амакран хăтăлма десерта е апатсен хушшинче духовкăна хурса пĕçернĕ панулми çини пулăшать. Хуратул пăттипе пĕçернĕ кăшман усăллă. Сĕт вырăнне ряженка, турăх, кефир ĕçмелле.
Газ пухăнассине купăста, перловка, ыраш çăкăрĕ, ăшаланă сухан вăйлатаççĕ. Хăнана каяс умĕн 3-4 тÿме активлă кăмрăк ĕçме юрать, анчах ку мелпе час-часах усă курмалла мар.
3. Ытларах çисен айăк пĕрчи айĕнче туртса ыратма пуçлать. Ку вăрах панкреатит е ват шĕвекĕ тухасси пăсăлнин палли пулма пултарать. Çак чирсенчен тĕрлĕ мелпе сиплеççĕ. Апатлану енĕпе вара пĕр евĕрлех. Çуллă апат — ăшаланă какай, çĕрулми, тĕтĕмленĕ кăлпасси — çимелле мар. Майонез хушнă салат та, кремлă десерт та юрамаççĕ.
Хушăран-хушă çăмăл апат кунĕсем ирттермелле. Тĕслĕхрен, шывпа пĕçернĕ, çупа сахăр хушман сĕлĕ пăтти, духовкăра пĕçернĕ панулми, кефир кунĕсем усăллă.
4. Ÿт тăртанма пуçларĕ. Чи малтанах чĕрене, юн тымарĕсене, пÿрене тĕрĕслеттермелле. Тăвар виçине чакарăр. Шĕвек виçине вара тăрук чакармалла мар. Ăна кунне 1,5-2 литр ĕçмелле.
Ÿт тăртаннине чакарма абрикос, курага, иçĕм, финик, банан, хурма, шалча пăрçи, шпинат, сельдерей тымарĕ, укроп çимелле. Çак улма-çырлапа пахча çимĕç организмра шыва тытăнса тăма чăрмантаракан калипе пуян.
Шута илме: апат хыççăн чĕре васкаса тапать-и? Тахикарди сăлтавĕ час-часах ытлашши çисе лартни пулма пултарать. Анчах çак вăхăтра кăкăр кăшкарĕнче ыратать пулсан тухтăр патне каймаллах.