Archive - Пуш 2014 - Хыпар

март 15th

15 Пуш, 2014

Пирĕн спортсменсем ‐ чи вăйлисем

Сочири Паралимп вăййисенче тупăшакан спортсменсен чăтăмлăхĕпе хастарлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахмастпăр, çĕнтерÿ патне талпăнаканскерсем пур ăмăртура та хăюллă. Раççей йĕлтĕрçисемпе биатлонçисем пухмача 55 медальпе пуянлатнă.

15 Пуш, 2014

ЧППУ студенчĕсем ‐ пĕрремĕш

Шупашкарти аслă шкулсенче вĕренекенсем пĕлÿ тĕнчинче ăслăлăх çулне те такăрлаççĕ, пултарулăх лаççинче те тăрăшаççĕ, спортпа туслисем тĕрлĕ ăмăртура хăйсен вăйне тĕрĕслеççĕ.

15 Пуш, 2014

Александр Архиповпа тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи таможня управленийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Александр Архипов генерал-майорпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

Александр Архипов республика Пуçлăхне Чул хула таможнин çĕнĕ пуçлăхĕпе Юрий Лушников генерал-майорпа - ăна Раççей ФТСĕн 2014 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн çак должноçа уйăрса лартнă - паллаштарнă. 2010 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа 2013 çулхи çĕртме уйăхĕччен вăл Раççей Федерацийĕн таможня службин Кăнтăр Осети Республикинчи представителĕн должноçне йышăннă.

15 Пуш, 2014

Ачалăх та «шурă вилĕм» тыткăнĕнче-и?

Наркомани сарăлнин танлаштаруллă кăтартăвĕсене илес тĕк - Чăваш Ен пирки лăпкă регион теме пулать. Раççейре кашни 100 пин çын пуçне наркомансен шучĕ 232 çынпа танлашать, Атăлçи округĕнче - 245. Пирĕн республикăра вара - 100 çынран кăшт кăна ытларах. Апла пулин те ку лăпланмалли сăлтав мар.

15 Пуш, 2014

Тивĕçе чыслă пурнăçланă

Канаш районĕнчи патшалăх ветеринари службинче 59 çын вăй хурать: 26-шĕ - аслă, 21-шĕ ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. Тата 12-шĕ - техперсоналпа бухгалтерсем. Унсăр пуçне виçĕ хуçалăхăн производство ветслужби пур, вĕсенче - 6 специалист.

15 Пуш, 2014

Ĕмĕтленме пĕлекенсен çăлтăрĕ çутă

Кашни çыннăн пурнăçра ырă кăмăл-туйăмпа аса илмелли пулăм пур. Патăрьел районĕнчи социаллă центр ертÿçишĕн Анисия Воробьевăшăн та иртсе кайнă çул асра юлĕ. Хĕрарăм-ертÿçĕ районти «Авангард» хаçат йĕркеленĕ «2013 çул çынни» конкурсра палăрса хисеплĕ ята çĕнсе илчĕ.

15 Пуш, 2014

Йăнăш турĕç - такăнтарчĕç

Монополипе кĕрешекен служба виçĕ çул каялла республикăри сунар лаптăкĕсене арендаторсене саккуна пăсса валеçнĕ тесе пĕтĕмлетнĕ. ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби вĕсемпе çирĕплетнĕ килĕшÿсене таттарас тĕллевпе ЧР Арбитраж судне тавăç тăратнă.

15 Пуш, 2014

«Аллу çăмăл санăн тетчĕç...»

Çынсем çут тĕнчерен уйрăлнин сăлтавĕсен йышĕнче юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕ малта тăрать, унтан, çул-йĕр аварийĕпе çыхăннă вилĕм пысăкланнипе, - тулашри инкек-синкек, виççĕмĕш вырăнта - усал шыçă.

Pages