Ĕмĕтленме пĕлекенсен çăлтăрĕ çутă
Кашни çыннăн пурнăçра ырă кăмăл-туйăмпа аса илмелли пулăм пур. Патăрьел районĕнчи социаллă центр ертÿçишĕн Анисия Воробьевăшăн та иртсе кайнă çул асра юлĕ. Хĕрарăм-ертÿçĕ районти «Авангард» хаçат йĕркеленĕ «2013 çул çынни» конкурсра палăрса хисеплĕ ята çĕнсе илчĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла: калем ăстисен редколлегийĕ çакнашкал конкурса кăçалхипе вун пĕрмĕш хут йĕркелерĕ.
- Анисия Алексеевна, эсир районта çамрăк ертÿçĕ-ача амăшĕсенчен пĕри. Яваплă çак должноçра ĕçлеме пикенни те çулталăк çеç иртрĕ-ха. Апла пулин те вулакансем, район халăхĕ сирĕн ĕçри ăнтăлăвăра, пултарулăхăра хак пама та ĕлкĕрчĕç.
- Чăн малтанах мана çакăн пек пысăк та хисеплĕ ята çĕнсе илме пулăшнисене чун-чĕререн тав тăватăп. Шанăçа тÿрре кăларма вăй-хăват, сывлăх çеç пултăр. Çакна та палăртасшăн: манпа пĕрле списокра пулнă кандидатсем пурте çак ята тивĕçлĕ. Ĕçре те палăрнă, халăхра та хисеплĕ... Кирек мĕнле çĕнтерÿ те кĕтменлĕхпе çыхăннă. Вăл, паллах, шухăшлаттарать, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев çуратать, хавхалантарать...
- Вулакан сирĕн çинчен тĕплĕнрен те пĕлес тейĕ: кам хĕрĕ, ăçтан, пурнăçăр еплерех аталанса пынă...
- Çĕр ĕçченĕн ачисемех эпир. Кивĕ Ахпÿртри хресчен çемйинче çуралса ултсăмăр та тивĕçлĕ воспитани илнĕ. Атте, Алексей Киргизов, Ленин орденĕллĕ «Гвардеец» хуçалăхăн паллă тракторисчĕ пулнă. Шел, эпĕ ăна тĕлĕкри евĕр те ас тумастăп, иккĕрех аннен чĕрçи çинче юлнă. Çавăнпа та пурнăçра хурапа шурă черетленсе пынине çамрăклах туйма тиврĕ. Тавах аннемĕре /йывăр тăпри çăмăл пултăр/: пире пĕчченех тĕрĕс воспитани пачĕ, ĕçе хăнăхтарчĕ, тăванлăх туйăмне упрама, ырăпа усала уйăрма, кирлĕ чухне çынна алă тăсса пама вĕрентрĕ. Çынра çак ырă енсем пулсан, манăн шухăшăмпа вăл нихăçан та хур курмасть.
- Çулăрпа çамрăк пулин те ку таранччен эсир Туçари культура çуртĕнче те, тĕслĕх библиотекăра ĕçленине те пĕлетĕп, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнине те ас тăватăп. Халĕ акă районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлетĕр.
- Ĕмĕтпе пурăнаканăн çăлтăрĕ те ыттисенчен çутăрах, - тенĕ ватăсем. Кирек хăш ĕçе те кăмăлтан, юратса, тĕплĕн тума ăнтăлни ку таранччен манăн утас çула уçса пычĕ пулинех. Пурнăçра айккинчен сăнаса тăма юратмастăп, хам хутшăнма тăрăшатăп. Çакă вара çыннăн чи лайăх енĕсене туптама пулăшать.
- Çын кăмăлĕ калаçуран курăнать. Илемпе çеç мар, эсир хăвăрăн ырă кăмăлăрпа, ăшăлăхпа, çепĕç чĕлхĕрпе хăвăр пата туртатăр.
- Ку вăл юратнă аннемĕрĕн «çимĕçĕ». Чĕлхе темĕнле пысăк çыннăн кăмăлне те хуçма пултарать. Çавăнпа та хамăн пурнăçра эпĕ никама та кÿрентерме, усал сăмах калама тăрăшмастăп.
- Хăвăрăн çеç мар, коллективăн та ырă кăмăл туйăмĕ пысăк. Сирĕн коллектив кашни ыр кăмăллăх акциех хастар хутшăнать.
- Чăнах та, Турханта тата Ксыл Чишмара ватă çынсемпе инвалидсене вăхăтлăха пурăнма уçнă уйрăмсене пĕрлештерекен центр ĕçченĕсем хăйсен ĕçне чунтан тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынисĕр пуçне пурнăçри йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ кирек мĕнле çынна та алă тăсса пама хатĕр. Çулсеренех йĕркеленекен «Ачалăхшăн, ачасемшĕн» марафона районта чăн малтан укçа куçарса пама тăрăшатпăр. Кăçал та çаплах пулчĕ. Ку таранччен ятарлă счет çине икĕ хутчен те укçа хутăмăр. Иртнĕ çул Хабаровск крайĕнче шыв илнипе шар курнисен инкекне чĕре çывăхне илсе пуçарулăх кăтартнăччĕ. Çак кунсенче хута кайнă Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн турăшĕ ячĕллĕ чиркĕве те пĕр кунхи ĕç укçине куçартăмăр. Йывăрлăх вăл пĕрле пулсан çеç çăмăлланать, хуйхă вара пĕчĕкленет.
- Анисия Алексеевна, кирек мĕнле тĕп ĕç те общество пурнăçне хастар хутшăнсан çеç туллин курăнать пек. Кун пирки эсир мĕнле шухăшлатăр?
- Тĕрĕсех. Шкулта, суту-илÿ, культура училищисенче, университетра вĕреннĕ чухне те эпĕ тăтăшах общество ĕçне хутшăннă. Библиотекарь чухне те ялта ал ĕç кружокĕ йĕркеленĕ. Нумай çул хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă, кашни уява ял çыннисемпе пĕрле ирттерме тăрăшнă, спорт е культура мероприятийĕ йĕркеленĕ. Сăмах май, тăваттăмĕш çул эпĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин районти политканаш членĕ. Районта иртекен кашни мероприятиех май пур таран хутшăнма тăрăшатăп. Хальхи вăхăтра пирĕн центр пăхăнса тăракан министерство республикăри социаллă учрежденисен ертÿçисен хушшинче тăтăшах спартакиада йĕркелет. Унта та ку таранччен Патăрьелсен чысне яманччĕ-ха...
- «Çулталăк çынни» пушă вăхăта еплерех йĕркелет-ши?
- Ял çыннин вăл чылайăшĕн пĕрешкел-тĕр: çулла пахча ĕçĕ, выльăх-чĕрлĕх, тирпей-илем... Мĕн пур ĕçрен ирĕклĕ вăхăт тупăнсан вара историпе çыхăннă кĕнеке вулама кăмăллатăп.
- Апла эсир çамрăк чухне истори учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ-тĕр?
- Пачах çук. Сцена ăсти, артист пулма хирĕç марччĕ. Шăпа тени урăх çула суйласа илчĕ. Икĕ хĕрĕм те хам пекех юрлама кăмăллаççĕ: чăвашла та, вырăсла та, ют чĕлхепе те. Ленăпа Шура аслă шкулта вĕренеççĕ: пĕри - медицина, тепри ют чĕлхе факультетĕнче.
- Юратнă тĕс, кăмăлланă çимĕç мĕнли-ши?
- Шурă çине пĕр пăнчă хура лексен те курăнать. Ялан тирпейлĕ пуласчĕ. Шăрттан хатĕрлеме кăмăллатăп. Паллах, çиме те.
- Тавах уçă калаçушăн, малашнехи ĕçре ăнăçу çеç сунатăп.
Альбина Егорова