Тивĕçе чыслă пурнăçланă

15 Пуш, 2014

Канаш районĕнчи патшалăх ветеринари службинче 59 çын вăй хурать: 26-шĕ - аслă, 21-шĕ ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. Тата 12-шĕ - техперсоналпа бухгалтерсем. Унсăр пуçне виçĕ хуçалăхăн производство ветслужби пур, вĕсенче - 6 специалист. Патшалăх ветслужбин тытăмне ветстанципе пĕрле 3 лечебница, 14 участок, 1 ветпункт, экспертизăн 3 лабораторийĕ тата 1 ветаптека кĕреççĕ. Туслă коллектива Михаил Кошкин ертсе пырать.

- Пирĕн тĕллев - тивĕçе чыслă пурнăçласси, - тет Михаил Борисович. - Сикекен чир-чĕре сарăлма парас марччĕ, вĕсене район территорине кĕресрен тимлĕ сыхласчĕ, тупса палăртсан вăраха ямасăр сиплесчĕ. Сĕтел çинче яланах лайăх тĕрĕсленĕ, этем пурнăçĕшĕн хăрушă мар апат-çимĕç пултăр тетпĕр. Тĕрлĕ тытăмри пур хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕх йышне, уйрăмах сăвакан ĕнесен кĕтĕвне, сыхласа-упраса хăварассишĕн çине тăратпăр.

Учреждени администрацийĕ ĕçтешĕсен ăсталăх шайне çуллен ÿстерме тăрăшать. Пĕлтĕр 45-шĕ ятарлă курссенче хăйсен пĕлĕвне тарăнлатнă. Ветврачсене пурне те компьютерпа тивĕçтернĕ, халĕ вĕсем Интернет уçлăхне хăюллăнах кĕреççĕ.

Ветспециалистсем 2013 çулта палăртнă тĕллевсене пурне те чыслă пурнăçланă. Профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттернĕрен ялсенче те, хуçалăхсенче те ерекен чирсене сарăлма паман. Туберкулез, бруцеллез, лептоспироз, чума, ыттипе те - лару-тăру йĕркеллех. Лейкозпа çине тăрса кĕрешнĕрен 2003-2013 çулсенче чирлĕ ĕне выльăх йышĕ 5,9-тан 0,1 процента çити чакнă.

Канаш хулипе районĕнче выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк продукцине технологине çирĕп пăхăнса тирпейлес тата упрас ĕçе тĕрĕслесе тăма ветеринари-санитари экспертизин 65 подразделенине туса хунă.

Пĕлтĕр хулапа районта ятарласа йĕркеленĕ 18 бригада хуçасăр 681 йытăпа 112 кушака «çывратса» янă, 68 тилле персе пăрахнă. Тытнă кашни чее чĕр чуншăн сунарçăсене 300 тенкĕ парса хавхалантарнă.

Выльăх чирлесси апат пахалăхĕнчен те нумай килет. Ветеринарсем çавăнпа утă типĕтнĕ, сенаж, силос хывнă çĕре çитсе хатĕрлес технологие епле пăхăннине çирĕп тĕрĕслеççĕ. Хуçалăх ертÿçисене асра тытма çырнине валеçсе параççĕ. Хĕл каçарма хатĕрленĕ утăпа сенажа 100 проценчĕпех, силоса 52% тĕрĕсленĕ. 1-2 класлă утă - 67, силос - 61,5, сенаж - 49,9% çеç. Пĕрин те пахалăхĕ туллин тивĕçтермест. 2013 çулта 2776 ĕне выльăх ÿпке, вар-хырăм чирĕпе аптранă. Ферма ĕçченĕсем апатлантарас йĕркене, ĕç дисциплинине час-часах пăснă. Сĕте йăлтах суса пĕтермесен те, сумалли аппаратра çиллине вăрах тытсан та ĕне чирлет.

Тÿрĕ кăмăлпа тата тăрăшса вăй хунăшăн пĕлтĕр 11 специалист наградăсене тивĕçнĕ. Пуçлăх çумĕ Надежда Андреева, Ăнтавăшри, Уçырмари, Аччари ветучасток ертÿçисем Александр Прокопьев, Тамара Гаврилова, Валерий Семенов Раççей Ял хуçалăх министерствин Тав хутне илнĕ. Кăшнаруйри ветпункт ертÿçипе Аччари ветучасток ветфельдшерне Валентина Якимовăпа Людмила Семеновăна - ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне, станци ветврачĕпе Сиккассинчи ветучасток ертÿçине Елена Клементьевăпа Елена Сергеевăна тата Светлана Тарасова тĕп бухгалтера ЧР патшалăх ветслужбин Тав хутне панă. Ямашри ветлечебница ертÿçипе Шăхасанти ветлечебница ветврачĕ Наталия Пугановăпа Надежда Андреева Канаш район администрацийĕн Хисеп хучĕллĕ пулнă.


Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.