Archive - Пуш 2014 - Хыпар

март 18th

18 Пуш, 2014

Пĕрремĕш класа - хальхинчен ытларах

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаçăн территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлу пуçламăшĕнче республика Пуçлăхĕ пурне те Раççей команди Паралимп вăййисенче ăнăçлă ăмăртнă ятпа саламланă.

18 Пуш, 2014

Техника паркне çĕнетмеллех

Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ЧР экономикине модернизацилес тата технологие аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине 3 ыйту кĕртнĕ.

18 Пуш, 2014

Электрон майпа - меллĕрех

Федерацин миграци службин Чăваш Енри управленийĕ халăха электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвĕ парассине лайăхлатсах пыма тăрăшать. Çакă республикăри çынсен Раççей гражданинĕн паспортне илнĕ тата пурăннă çĕрте регистрацие тăнă, пропискăран тухнă, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курнă чухне вăхăта перекетлеме май панине тата меллине аван ăнланать.

18 Пуш, 2014

Кăтартусем лайăхланнă

2013 çула Чăваш Ен Правительстви ăнăçлă вĕçленĕ: республикăн патшалăх парăмне чакарас, бюджет йышăнас тата ăна пурнăçлас тĕллевпе пахалăха ÿстерес, харпăр хăй тупăшне пысăклатас тĕлĕшпе ÿсĕмсем пур.

Налук тытăмне çĕнетессипе çыхăннă мероприятисем кăтартăва лайăхлатнă. 2013 çулта республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕ 43079,2 млн тенке çитнĕ, 2012 çулхинчен 2963,2 млн тенкĕ /7,4%/ ÿснĕ. Чăваш Ен бюджечĕ пĕлтĕр РФ Президенчĕн çу уйăхĕнчи указĕсемпе килĕшÿллĕн приоритетлă енсенчен йĕркеленнĕ.

18 Пуш, 2014

Вулавăшсем пушă пулмĕç

Елчĕк районĕнчи вулавăш ĕçченĕсем Культура çулталăкĕнче чылай ĕç палăртнă. Кăçал вĕсем яланхи пек литература, музыка, живопиç ыйтăвĕсемпе çеç мар, хутшăну, ĕç культури пирки те сахал мар сăмах хускатĕç. Паян шăпах çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ те.

18 Пуш, 2014

«Шевле» - ветерансен çуртĕнче

Элĕкри ачасен искусство шкулĕнчи "Шевле" фольклор ансамблĕ /ертÿçи А.М.Михайлова, концертмейстерĕ В.И.Терентьев/ нумаях пулмасть ветерансен çуртне çитсе килнĕ. Культура çулталăкĕнче çамрăк артистсем аслă ăрăва хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма тĕв тытнă.

18 Пуш, 2014

«Раççейĕн чаплă ывăлĕсем»

Тĕп хулари "Радуга" культурăпа кану центрĕнче "Раççейĕн чаплă ывăлĕсем - Сергий Радонежский" проект пурнăçа кĕме пуçланă. Ку - "Раççейĕн чаплă ывăлĕсем" ярăмри культурăпа вĕренÿ проекчĕн улттăмĕш тапхăрĕ.

18 Пуш, 2014

Çурхи кунсем çитсен...

ЧР тава тивĕçлĕ артистки Людмила Яковлева пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче хăйĕн пултарулăх каçне ирттерчĕ.

Илĕртÿллĕ çак пике çĕнĕ кашни сезона ăсталăх енчен тата та уçăлса пынипе кĕтсе илет. Сцена çине профессионал юрăç пек тухнăранпа вара шăпах 20 çул çитрĕ.

18 Пуш, 2014

Пултаруллисене асăрхаççех

Республикăра пултаруллă ачасемпе çамрăксене хавхалантармалли май чылай. Сăмахран, професси, пултарулăх тĕлĕшĕнчен малалла ÿсме Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çулленхи ятарлă стипендийĕ те нумай пулăшать. Кăçал культура тытăмĕнчи 78 çамрăк тата ачасен искусство шкулĕсенчи 5 вĕренекен çав çăмăллăхпа усă курĕç.

Pages