«Шевле» - ветерансен çуртĕнче

Элĕкри ачасен искусство шкулĕнчи "Шевле" фольклор ансамблĕ /ертÿçи А.М.Михайлова, концертмейстерĕ В.И.Терентьев/ нумаях пулмасть ветерансен çуртне çитсе килнĕ. Культура çулталăкĕнче çамрăк артистсем аслă ăрăва хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма тĕв тытнă. Вĕсем чăваш /"Чĕрес-чĕрес сарă çу" ярăм/ тата вырăс /"Я гнала гусей домой"/ халăх юррисене шăрантарнă, ташăсемпе савăнтарнă, унсăр пуçне совет кинофильмĕсенчи чуна çĕклекен юрăсене те янраттарнă. Ватă çынсем ачасен пултарулăхĕпе кăмăллă юлнă, вĕсене алă çупса хавхалантарнă, хăнана татах чĕннĕ.


Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.