Çурхи кунсем çитсен...

ЧР тава тивĕçлĕ артистки Людмила Яковлева пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче хăйĕн пултарулăх каçне ирттерчĕ.

Илĕртÿллĕ çак пике çĕнĕ кашни сезона ăсталăх енчен тата та уçăлса пынипе кĕтсе илет. Сцена çине профессионал юрăç пек тухнăранпа вара шăпах 20 çул çитрĕ.

Шупашкарти музыка училищинче, Хусан консерваторийĕнче пĕлÿ илнĕ вăл. Çавăнтанпа пурçăн пек çемçе сопрано сассипе Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çине тухать. Солистка тĕрлĕ партире - Марфа /"Царская невеста"/, Джильда /"Риголетто"/, Татьяна /"Евгений Онегин"/, Нарспи /"Нарспи"/, Микаэла /"Кармен"/, Ксения /"Борис Годунов"/, Теодора /"Мистер Икс"/ тата ытти те - палăрнă.


Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.