Техника паркне çĕнетмеллех

18 Пуш, 2014

Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ЧР экономикине модернизацилес тата технологие аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине 3 ыйту кĕртнĕ. Çур аки çывхарнă май пĕрремĕшĕ - "Ку чухнехи условисенче ЧР агропромышленноç комплексĕн техникине модернизацилесси" - пĕлтерĕшлĕрех пулнăран ларăва пухăннисене чылайччен калаçтарчĕ. Михаил Васильевич рынок условийĕсем улшăнса пынине, алă вăйĕпе ĕç тухăçлăхне ÿстерме май çуккине палăртрĕ.

 

Малтанхи ыйтупа ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов доклад турĕ.

- Ял хуçалăх производствинче машина-трактор паркĕ тĕп вырăн йышăнать. Ăна пысăк тухăçлă техникăпа пуянлатмасăр продукци калăпăшне те, пахалăхне те лайăхлатаймăпăр, - терĕ Сергей Владимирович.

Министр шухăша яракан цифрăсем илсе кăтартрĕ. Сухалакан-акакан çĕре 100 гектар çине куçарса шутласан Чăваш Енри техника 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 126 лаша вăйĕпе танлашнă. Çав вăхăтрах федерацин Атăлçи округĕпе - 131, Раççейĕпе - 147. Çĕр-шывăн вăтам кăтартăвĕнчен самаях юлни республикăри машина-трактор паркĕсем чăнласах ватăлса пынине çирĕплетеççĕ.

Ял хуçалăх министерстви уйсен лаптăкĕ вăтамран 60-70 гектарпа танлашнине шута илсе 130-300 лаша вăйĕллĕ тракторсем тата 6-12 метр сарлакăш акакан сеялкăсем туянма сĕнет. Республикăра ресурс перекетлекен хăватлă хурçă ут хальлĕхе - 105, пĕлтĕр ăна саккăр туяннă. Паллах, ку çителĕксĕр.

2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен паркĕнче - 3622 трактор, тырă выракан хир карапĕ - 980, выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайн - 394. Çав вăхăтрах хурçă утсен - 60, комбайнсен 50 проценчĕпе производствăра 10 çул ытла усă курнă. Хăш-пĕр хуçалăхра вара халĕ те 25-30 çул "стажлă" техникăпа хире тухаççĕ. Унашкаллисем çунтармалли-сĕрмелли материала нумай пĕтереççĕ, вĕçĕмрен юсаса нухрат сахал мар тăкакланать.

Хуçалăхсем майĕпен те пулсан çĕнĕ комбайн е трактор çулленех туянаççĕ. Çакна техника хăвачĕ ÿссе пыни лайăх çирĕплетет: 2010 çулта /100 га çине куçарса шутласа/ - 110 лаша вăйĕллĕ, 2014 çулта - 126. Парксем энерги перекетлекен техникăпа пуянланса пынăран топливо самаях упранать. 2000 çулта пĕр гектар лаптăка сухалама е акма /пĕрлехи ĕçе вăтамран шутласа палăртнă/ 9,5 литр топливо кирлĕ пулнă, 2013 çулта - 4,9 литр çеç.

Агрегат хир тăрăх пĕрре кайнипех ака-суха ĕçĕсене йăлт пурнăçласа çунтармалли-сĕрмелли материала сахалрах тăкакланăран çимĕç туса илес хăй хаклăх йÿнелет, тухăçпа пахалăх та ÿсет.

Экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх - 2020 çул тĕлне мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕм лаптăкăн тăваттă пиллĕкмĕш пайĕнче /80%/ ресурс перекетлекен технологипе туса илĕç, çĕр улмине вара - 100 проценчĕпех.

Министр çакна çирĕплетрĕ: органика каяшĕсенчен /тислĕк, çимĕçе тирпейленĕ хыççăн юлни, ытти те/ биогаз туса хатĕрлес, унпа усă курма тытăнас вăхăт та инçе мар. Хăш-пĕр районта çĕнĕлĕхе хăюллăнах çул паракан хуçалăхсем пур иккен. Сăмахран, "Аталану", "Намэко" /Канаш, Сĕнтĕрвăрри/ ял хуçалăх организацийĕсем.

Малашне тракторсем, автомашинăсем топливо-бензин вырăнне газпа усă курма тытăнĕç. Çакă хуçалăхсене усă парĕ, мĕншĕн тесен газ çунтаракан двигательлĕ хурçă ут е автомашина транспорт налукне сахалрах тÿлет.

АПК мĕнле аталанасси Чăваш Енре 2010 çулхи шăрăх хыççăнах йышăннă мелиораци программине епле пурнăçланинчен те нумай килет. Республикăра 46 хуçалăх 200 млн тенкĕлĕх шăвармалли техника туяннă. 2013 çулта 5000 гектар çинчи лаптăкра «çумăр çутарнă».

Малтанхи çулсенче патшалăх тăкакăн 30 процентне саплаштарнă. "Пĕлтĕр РФ Ял хуçалăх министерстви пирĕн программăна ырласа йышăнчĕ, тăкакăн саплаштару шайне 50% çити хăпартрĕ. Программа та, процент виçи те кăçал та вăйрах юлать", - пĕлтерчĕ Сергей Владимирович.

Ырă хыпар: 2014 çулта Шупашкарти промышленноç тракторĕсен завочĕ "Агромаш-3000", "Агромаш-4000" маркăллă комбайнсем кăларма тытăнать. Тĕллеве пурнăçлама Красноярскри "Енисей" хир карапĕсем кăларакан завода Шупашкара куçарни май панă.

- Техника хаклă. Çавăнпа ăна ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен 30 проценчĕ çеç хăйĕн шучĕпе туянать. Ыттине - кредитпа, - терĕ Сергей Павлов.

- Тĕрĕсех, - çирĕплетрĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская. - Юлашки 5 çулта хресченсем 2 млрд ытла тенкĕлĕх 800-тен ирттерсе кредит илчĕç. Федераци бюджетĕнчен техника туянма субсиди килме пăрахнăран ăна халĕ сахалрах илеççĕ. Кăçалхи икĕ уйăх çурăра - 50 млн тенкĕлĕх 22 кредит çеç.

Иккĕмĕш ыйтупа ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ контракт тытăмĕ çинчен калакан федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн техника е технологи енчен кăткăс, çав вăхăтрах инновациллĕ те пысăк технологиллĕ таварсене туянасси çинчен каласа кăтартрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн инновацин приоритетлă 61 тĕсне çирĕплетнĕ, вăл шутра нанотехнологи таварĕ те пур. "Продукци суйланă чухне хакĕ мар, пахалăхĕ, усă кураслăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ", - палăртрĕ Владимир Александрович.

Юлашки ыйтăва федераци налук службин Чăваш Енри управлени ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никинăпа экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин уçăмлатрĕç. Вĕсем республикăри темиçе организаци РФ бюджет тытăмне парăма кĕни çинчен пĕлтерчĕç.

2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне парăм 23,1 млн тенкĕ пулнă, 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вара 285,4 млн тенке çитнĕ. 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне те сахал мар - 197,6 млн тенкĕ. Уйрăмах "Трактор завочĕсем" концерна кĕрекен организацисен пысăк - 116 млн тенкĕ. "СУОР" ООО, çурт-йĕр тăвакан "СУОР" комбинат, "Текстильмаш" АУО, "Финанссем" управляющи компанийĕ те парăмлă. "Налукпа татăлма укçа тупасси - организаци ертÿçисен тивĕçĕ", - терĕ Михаил Игнатьев.

Предприяти представителĕсем çывăх вăхăтра парăмсене тÿлесе татма шантарчĕç.


Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.