Электрон майпа - меллĕрех

18 Пуш, 2014

Федерацин миграци службин Чăваш Енри управленийĕ халăха электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвĕ парассине лайăхлатсах пыма тăрăшать. Çакă республикăри çынсен Раççей гражданинĕн паспортне илнĕ тата пурăннă çĕрте регистрацие тăнă, пропискăран тухнă, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курнă чухне вăхăта перекетлеме май панине тата меллине аван ăнланать.

Пĕрлехи портал /www.gosuslugi.ru/ урлă заявлени çырма регистрациленмелле /анкетăна çырса тултармалла/ тата кирлĕ документсемпе УФМСăн территорири подразделенине каймалла. Документсемпе тата заявлени тĕслĕхĕпе Раççей ФМСĕн, Чăваш Енри УФМСĕн тата патшалăх пулăшăвĕсен сайчĕсенче тĕплĕ паллашма пулать.

Электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвĕ илес текенĕн электрон мелĕпех çак документсене сĕнмелле:

  • пурăннă вырăнта регистрациленесси е пропискăран тухма ыйтса çырни;
  • паспорт е çын кам пулнине ĕнентерекен урăх документ;
  • çурта е пÿлĕме пурăнма ирĕк паракан документ /регистрациленнĕ чухне/;
  • килнине е кайнине пĕлтерекен хут;
  • килнин е кайнин статистика хучĕ;
  • харпăрлăхçăн /е тара тытаканăн/ е вĕсемпе пĕрле пурăнакансен килĕшĕвĕ - электрон мелĕпе алă пусмалли правилăсемпе килĕшÿллĕн алă пусса.

 

Документсен тулли комплекчĕ пулмасан, çын хăй çинчен тулли пĕлтермесен, ыйтса çырнин интерактивлă формине сăпайсăр сăмахсемпе çырса тултарсан, çын ыйтса çырнине хăй пурăнман вырăнти органа ярса парсан заявление йышăнмаççĕ тата пăхса тухмаççĕ.

Енчен çын виçĕ кун хушшинче регистраци учечĕн органне кирлĕ документсемпе пымасан унăн ыйтăвĕпе ĕçлеме чарăнаççĕ, ун çинчен Пĕрлехи портал урлă пĕлтереççĕ.

Электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвĕ илме хатĕрленекенĕн çак документсем пулмалла:

  • паспорт пама е улăштарма ыйтса çырни*
  • хальхи ÿсĕмри икĕ сăн ÿкерчĕк /калăпăшĕ 35х45 мм, хура-шурă е тĕрлĕ тĕслĕ, çара пуçăн/. Çыннăн сăнĕ сăн ÿкерчĕкĕн 70-80 процентне йышăнмалла.

 

Пĕрлехи портал урлă электрон мелĕпе усă кураканăн электрон документăн формипе сĕнекен сăн ÿкерчĕкĕсем пулмасан е вĕсем электрон формине тивĕçтермесен тата ыйтса çырнинче сведенисем çитмесен унăн ыйтса çырнине йышăнмаççĕ. Паспорт илекенĕн е ăна улăштараканăн миграци службин органне килнĕ чухне паспорт илме кирлĕ документсем - çурални çинчен калакан свидетельство, икĕ сăн ÿкерчĕк, çар учечĕн докуменчĕ, мăшăрланни е уйрăлни çинчен калакан свидетельство, 14 çул тултарман ачасен çурални çинчен калакан свидетельствисем, патшалăх пошлинин тÿлевĕн квитанцийĕ - хăйĕнпе пĕрле пулмалла.


Эмилия АНДРЕЕВА,

РФ УФМСĕн Чăваш Енри

управленийĕн специалисчĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.