Комментари хушас

18 Пуш, 2014

Вулавăшсем пушă пулмĕç

Елчĕк районĕнчи вулавăш ĕçченĕсем Культура çулталăкĕнче чылай ĕç палăртнă. Кăçал вĕсем яланхи пек литература, музыка, живопиç ыйтăвĕсемпе çеç мар, хутшăну, ĕç культури пирки те сахал мар сăмах хускатĕç. Паян шăпах çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ те. Ентешĕсен - Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсен, библиотека ĕçĕн ветеранĕсен - ят-сумне халăхра çĕклес тĕлĕшпе те пултарулăха кăтартасшăн.

Республикăра муниципалитет культура учрежденийĕсен тата унта ĕçлекенсен хушшинче "Манăн культура учрежденийĕ: истори тата хальхи вăхăт" ятпа конкурс ирттересси пирки пĕлтернĕ. Унта хутшăнса пурнăçламалли ыйтусене сÿтсе явнă та районти вулавăш ĕçченĕсем пĕрлехи семинарта.

Семинарта çавăн пекех республика шайĕнчи "Чăваш Ен литератури: 2012 çулта чи нумай вуланнă кĕнеке" конкурс-акципе çыхăннă тата ытти ыйтăва та сÿтсе явнă.


Надежда СМИРНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.