Комментари хушас

18 Пуш, 2014

Пĕрремĕш класа - хальхинчен ытларах

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаçăн территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлу пуçламăшĕнче республика Пуçлăхĕ пурне те Раççей команди Паралимп вăййисенче ăнăçлă ăмăртнă ятпа саламланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Крымра пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ референдум кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх - Крым Раççей Федерацийĕпе пĕрле пултăр тесе суйлавçăсен 96,7% сасăланă. «Ку вăл Крымра пурăнакансем хăйсен пуласлăхне Раççей йышĕнче çеç курни çинчен калать», - палăртнă Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шупашкарта пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче тăванла Крым халăхне хавхалантарас тĕллевпе ирттернĕ митинга йĕркеленĕ тата хутшăннă çынсене тав тунă.

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче 18 сехетре Республика тÿремĕнче Крым çыннисен йышăнăвне ырласа митинг ирттерме хатĕрленнине пĕлтернĕ.

ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи вĕренÿ çинчен» саккунне тата республикăн «Чăваш Республикинчи вĕренÿ çинчен» саккунне мĕнле пурнăçлани çинчен каласа кăтартнă. Нумай ашшĕ-амăшне хумхантараканни - пĕрремĕш класа йышăнассипе çыхăннă ыйту.

2013-2014 вĕренÿ çулĕнче Чăваш Енри шкулсенче пĕрремĕш классенче 12827 ача вĕренет. 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче 1-мĕш классене 13565 ача пырĕ /738 çын ытларах/. ЧР Вĕренÿ министерствин ертÿçи палăртнă тăрăх - пĕрремĕш класс ачисене йышăнма шкулсенче вырăн çителĕклĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ илессине тивĕçтерме муниципалитетсем пайăр шкулсем тăрăх уйрăм территорисене çирĕплетнĕ, Шупашкар хулинчи хăш-пĕр шкулта хушма пĕрремĕш классем уçĕç. Ачасене пĕрремĕш класа пурăннă вырăнта тĕрĕслевсĕрех илмелле. Çирĕплетнĕ территорире регистрациленисене шкулта ирĕклĕ вырăнсем пулмасан çеç пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацие йышăнмĕç. Çакăн пек чухне ашшĕ-амăшĕн муниципалитет районĕн е хула округĕн вĕренÿ управленийĕн органне ыйтăва татса пама пымалла.

«Кашни ашшĕ е амăшĕ хăйĕн ачишĕн пăшăрханать. Вĕсемпе тĕл пулмалла, тавлашуллă ыйтусене татса памалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Янковский федераци, республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсем çинче вак юсав ĕçĕсем ирттерни çинчен каласа кăтартнă. Пурĕ 40 бригада ĕçлет, вĕсен 88 пин тăваткал метр çула юсамалла. Паянхи кун тĕлне регион çулĕсем çинче ĕçсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен 70% пурнăçланă, вырăнтисем çинче - 45-50%. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хула округĕсен ертÿçисен автомобиль çулĕсемшĕн яваплă пулмаллине аса илтернĕ.


Т.СИДОРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.