Сехĕрлентернин усси çук
«Бизнеса сехĕрлентерме кирлĕ мар», - тенĕччĕ Раççей Президенчĕ пĕр канашлура. Манăн çак сăмахсен пĕлтерĕшне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çине те куçарас килет. Ара вĕсене сахалтан та çирĕме яхăн тĕрĕслевпе сăнав органĕ куçран вĕçертмест вĕт. Пĕлтĕр кăна ял тăрăхĕсемпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсене 1473 хут тĕрĕсленĕ. Вăл шутран 88-шĕ - планпа палăртнă тĕрĕслев, 585-шĕнче пĕлтермесĕр-систермесĕр документсемпе паллаштарма ыйтнă.