Archive - Пуш 2014 - Хыпар

март 12th

12 Пуш, 2014

Шупашкарсен Улатăрсенчен тĕслĕх илмелле

Çак кунсенче пирĕн республикăра тимĕр вăййине юратакансен икĕ ăмăртăвĕ иртрĕ: Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн спортзалĕнче - Шупашкар хулин уçă чемпионачĕ, Улатăрти физкультурăпа сывлăх керменĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, ЧР ачасен ыр кăмăллăх фончĕн ертÿçин Юрий Кисловăн парнисене çĕнсе илессишĕн Сăр тăрăхĕнчи халăхсен йăлана кĕнĕ VII турнирĕ.

март 7th

7 Пуш, 2014

«Кил-çурт, хушма хуçалăх» от 7 марта 2014 года

  • •на Центральном рынке г. Чебоксары
  • •«Весенние» грядки
  • •Как обрабатывать компостную кучу?
  • •Мир растений: защищают друг-друга
  • •Что такое бактериальное удобрение?
  • •Красивая кухня - украшение женщины
  • •Закон и сейчас в силе
  • •Если увечье получено в армии
  • •Общим миром создаем чистоту!
  • •«Как распознать колдунью...»
  • •Погода на следующую неделю
  • •Словарь названий растений
  • •Кулинарные секреты

7 Пуш, 2014

«Кил-çурт, хушма хуçалăх» от 7 марта 2014 года

  • •Шупашкарти Тĕп пасарти хаксем
  • •«Çурхи» йăрансем
  • •Компост пулса çитессине еплерех хăвăртлатмалла?
  • •Ÿсен-тăран тĕнчи: пĕр-пĕрне хÿтĕлеççĕ
  • •Мĕн вăл бактери удобренийĕ?
  • •Илемлĕ тĕпел - хĕрарăм сăн-пичĕ
  • •Ку саккун халĕ те вăйра
  • •Салтакра сусăрлансан...
  • •Кашни тăрăшни кирлĕ!
  • •«Тухатмăш - тустарнă»...
  • •Çитес эрнери çанталăк
  • •Ÿсен-тăран ячĕсен словарĕ
  • •Кулинари вăрттăнлăхĕсем

 

 

7 Пуш, 2014

Ейÿ шар ан кăтарттăр

Ĕнер Правительство çуртĕнче Тури Атăл бассейн округĕн бассейн Канашĕн вуннăмĕш ларăвĕ ĕçлерĕ. Пĕрремĕш хут вăл 2009 çулхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ярославльте иртнĕ. Унтан Чул хулара, Саранскра, Йошкар-Олара, Владимирта, Пензăра. Шупашкарта - иккĕмĕш хут.

Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Çуркунне çывхарнă май Сăр, Çавал, ытти юхан шыв та сарăлас, ял çыннисене шар кăтартас хăрушлăх ÿсет. Улатăр, Çĕрпÿ хулисен пĕр пайне çуллен тенĕ пекех шыв илет.

7 Пуш, 2014

Ентешне манмаççĕ

Йĕпреçри этнографи музейĕн Çар мухтавĕн пÿлĕмĕнче Аркадий Самарин художник ĕçĕсен куравĕ уçăлнă. Ăна сăрă ăсти çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă.

Экспозицире - çирĕм ытла картина, йывăçран касса кăларнă скульптурăсем, фотодокументсем. Вĕсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тĕп вырăн йышăнать. «Зима 1941», «В блиндаже перед боем», «Связисты» ĕçĕсем совет салтакĕн паттăрлăхĕпе хăюлăхне туллин уçса параççĕ.

7 Пуш, 2014

«Чунран» курав чун валли

Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейра И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетăн аслă преподавателĕн, ЧР Художниксен союзĕн членĕн Надежда Егоровăн «Чунран» куравĕ уçăлнă. А.Алимасовăн, В.Бритвинăн, Р.Ермолаевăн, В.Гуринăн вĕренекенĕ - Надежда Владимировна - Раççейре, тĕрлĕ регионра, Чăваш Енре йĕркелекен куравсене тăтăш хутшăнать.

7 Пуш, 2014

Управленин - çĕнĕ ертÿçĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Федерацин çыхăну, информаци технологийĕсен тата массăллă коммуникацисен сферинчи надзор енĕпе ĕçлекен службин федерацин Атăлçи округĕнчи управленийĕн ертÿçипе Алексей Селезневпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

7 Пуш, 2014

Суя хутлă "чун илли"

Хальхи саманара эрех туяннă чухне уйрăмах тиркевлĕ пулмалла. Иртнĕ çулхи тăваттăмĕш кварталта кăна Чăваш Енре спиртлă тĕрлĕ продукципе 326 çын наркăмăшланнă. Вĕсенчен 61-ĕшĕ е кашни пиллĕкмĕшĕ çавна пула пурнăçран уйрăлнă.

7 Пуш, 2014

Ветерансене пулăшасси - сăваплă тивĕç

Аслă Çĕнтерÿ кунне, Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçипе, Раççейĕн иртнĕ вăрçăпа çыхăннă çар мухтавне тата паллă датăсене халалланă мероприятисемпе килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсене чыслас, çапăçура пуç хунă салтаксене асăмăрта ĕмĕрлĕх хăварас енĕпе пирĕн республикăра çулленех акци ирттереççĕ.

Pages