Суя хутлă "чун илли"

Хальхи саманара эрех туяннă чухне уйрăмах тиркевлĕ пулмалла. Иртнĕ çулхи тăваттăмĕш кварталта кăна Чăваш Енре спиртлă тĕрлĕ продукципе 326 çын наркăмăшланнă. Вĕсенчен 61-ĕшĕ е кашни пиллĕкмĕшĕ çавна пула пурнăçран уйрăлнă. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ пĕлтернине тĕпе хурса кăмăла хуçакан çакнашкал статистикăна ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин сайтĕнче пичетленĕ.

Лавккари "контрафакт"

Лару-тăру 2012 çулхи тăваттăмĕш кварталтипе танлаштарсан япăхланнă та - эрехпе наркăмăшланасси 100 пин çын пуçне 25,9-тан 26,2-е çитнĕ. Тĕрĕссипе, ку кăтарту чи тĕрĕсси теме çук, мĕншĕн тесен наркăмăшланнă кашни çын больницăна лекмесен те, пăтăрмах пирки пĕлтерни отчета кĕмесен те пултарать.

Паллах, чаплă эрехпе те сиенленме часах - уйрăмах ăна виçерен ытларах ĕçсен. Апла пулин те "эрехпе наркăмăшланни" ăнлава ăçта тата кам туса кăларни паллă мар контрафакт спиртпа, çавăн пекех автомобиле шăнса ларасран хÿтĕлекен /"незамерзайка"/ тата "гаражра" кĕленчене тултарнă техника спирчĕн хутăшĕсем йышши алкоголь суррогачĕсемпе çыхăнтараççĕ. Шăнса ларасран хÿтĕлекен хутăша ĕçни пĕле-тăркачах суйласа илнин кăтартăвĕ тейĕпĕр, контрафакт алкогольне вара кун пирки чухламасăрах кирек хăш лавккара та туянма пулать.

 

Акциз хака ÿстерет

Спиртран хатĕрленĕ эрехе вăрттăн туса кăларассипе тата ирĕк илмесĕр сутассипе çыхăннă ыйту Раççейре тахçанах пулнă-ха. Анчах çакă юлашки вăхăтра сисĕнмеллех çивĕчленчĕ. Хăш-пĕр хаклав тăрăх - çĕр-шыв рынокĕнче вăрттăн сутакан спирт тÿпи 20-40 процента çитме пултарать. Интернетра çĕр-шывра - Калининградран тытăнса Находка таранах- бутлегерсемпе лавккасенчен туртса илнĕ контрафактăн çĕр-çĕр литрĕ пирки пĕлтернипе паллаштарсах тăраççĕ. Суя продукци - шурă эрехрен тытăнса чаплă йышши алкоголь таранах - хатĕрлеме чылайăшĕ вĕренсе çитрĕ темелле.

Специалистсем çакна спирт акцизĕ хăвăрт ÿснипе ăнлантараççĕ. Хăвăрах шухăшласа пăхăр: 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен лавккари "çур литрăн" чи йÿнĕ хакĕ çав сăлтава пула 125 тенкĕрен 170-е çитнĕ. Кăçалхи кăрлачран вара шывсăр спирт акцизĕ тата 25 процент хăпарнă, пĕр литрăн хакĕ 400 тенкĕрен 500-е кармашнă. Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнчен лавкка сентри çинчи эрех кĕленчи 199 тенкĕрен йÿнĕ пулмĕ.

Ăна туса кăларассин хăй хаклăхĕ темиçе хут пĕчĕкреххине шута илсен тупăша патшалăхпа пайлас мар тени уйрăмах илĕртÿллĕ. Юлашки вăхăтра пирĕн республикăра та ютран кÿрсе килнĕ алкоголĕн шанчăклă мар продукцине сутнă тĕслĕх нумайланчĕ.

 

Явап та тыттараççĕ, ăнлантарса та параççĕ

Кунашкал лару-тăру республика влаçĕсене кăна мар, тÿрĕ кăмăллă предпринимательсене те канăçсăрлантарать. Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин алкоголь рынокне хутшăнакансен республикăри суту-илÿ палати çумĕнчи ассоциацийĕн членĕсемпе тата ку ĕçпе çыхăннă ведомствăсен представителĕсемпе канашлу ирттернĕ. Мероприятие уçнă май вăл федерацин ятарлă маркипе алкоголĕн суя продукцине сутнă тĕслĕх нумайланнине, унашкал таварпа тивĕçтерекенсен хушшинче Чăваш Енре ĕçлекен курттăмăн сутакан организацисем пулнине асăннă.

Тĕл пулура ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх - министерство специалисчĕсем пĕлтĕр ЧР ШĔМĕн представителĕсемпе суту-илÿ тата общество апатланăвĕн объекчĕсене тĕрĕслемешкĕн "Алкоголь" тата "Контрафакт" ятпа ирттерекен оперативлă-профилактика мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕн вырăна уйăхсерен тухса çÿренĕ. Çĕрлехи вăхăтра 60 объекта тишкернĕ, кашни улттăмĕшĕнче вăл е ку çитменлĕхе тупса палăртнă.

Министр сăмахĕсемпе - пĕлтĕр халăх хушшинче ăнлантару ĕçне пуçаруллă ирттернĕ, рынока хутшăнакансене алкоголе хирĕçле саккунсене пăхăнмаллине аса илтерсе тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ.

 

Ырă ята çухатма йывăр мар

Иртнĕ çул вĕçĕнче министерствăна лицензисĕр эрех тата спирт продукцийĕ сутнă, тавара курттăммăн тăратакансем валли саккунпа çирĕплетнĕ хакран йÿнĕрех алкогольпе тивĕçтерме сĕннĕ, вак суту-илĕве суя продукци кăларнă тĕслĕх йышланни пирки тăтăшах пĕлтернĕ.

Çавна май кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче асăннă министерство специалисчĕсем ЧР ШĔМĕн районсен хушшинчи пайĕсен сотрудникĕсемпе муниципалитетăн 16 районĕнче тата хула округĕнче 37 тĕрлĕ алкоголĕн шанчăксăр продукцийĕн 4400 яхăн кĕленчине туртса илнĕ.

Çакнашкал ĕç, паллах, усăсăр иртмест, анчах та алкоголь контрафакчĕн ыйтăвне контрольлекен органсен "репресси" мелĕпе кăна татса пама кансĕр. Рынока хутшăнакансен ассоциацийĕн председателĕ Андрей Иккерт çавăнпа ку тĕл пулура ĕçтешсене самантлăх пайташăн мар, ырă ятшăн ĕçлеме чĕнсе каланă - ăна çĕнсе илмешкĕн вун-вун çул тăрăшмалла, çухатма вара самант та çителĕклĕ. Поставщиксем сĕнекен алкоголь саккунлă пулнине палăртмалли май хальхи вăхăтра çителĕклех.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.